Шырав
Шырав ĕçĕ:
Пристань пароходран тарма пуҫларӗ, унтан пароходӑн тепӗр енне куҫрӗ, унтан вӑл каллех пристань патне хуллен пычӗ, анчах халӗ тепӗр енӗпе пырса тӑчӗ.
IX. Ҫӗрлехи Одессӑра // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949
Манпа пӗр класра вӗренекен Миша Костылев та, сывмартарах пирки укрепленисем тума кайманскер, Вологдӑна куҫрӗ, Ромкӑран салам та, чалам та ҫук.
14 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950
Экспедици халь ӗнтӗ Арктически институтран Саня пӳлӗмне куҫрӗ.Экспедиция уже переехала в Санин номер из Арктического института.
Вуниккӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Вӑл мана мӗншӗн скульптурӑпа ӗҫлеме тытӑннине кала-кала пачӗ, унтан, кӗтмен ҫӗртен, Мускавра иртекен шахмат турнирӗ ҫине куҫрӗ, турнирта Ласкерпа Капабланка выляҫҫӗ иккен, унтан тата — пӗтӗм тӗнчери лару-тӑру ҫинчен калама пуҫларӗ.
Саккӑрмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Халь ҫӗнӗ хула тӑватпӑр, кунта пур ҫӗрте те, пура ҫине пура, урам тулли турпас, аэропорт управленийӗ те виҫӗ хутлӑ «холлӑ» ҫӗнӗ ҫурта куҫрӗ — каҫсерен эпир ҫав «холлта» ларатпӑр та Вольтера вулатпӑр.
Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Сӑмахӗ вӗсен часах хӑйсен кулленхи ӗҫӗсем ҫине куҫрӗ — темле диссертаци хӳтӗлесси ҫинчен, Николай Антоныч ҫав диссертацие начар терӗ, Ромашов — лайӑх терӗ.
Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Расщепей пурӑнма та фабрикӑнах куҫрӗ.
11 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950
Атте пенси ҫине куҫрӗ, халь вӑл инвалидсен «Технокнопка» ятлӑ юлташлӑхне ҫӳрет ӗнтӗ; унта кантурсенче кирлӗ скрепкӑсем, хӗскӗчсем, кнопкӑсем, пушмак кантӑри лапчӑкӗсем тӑваҫҫӗ.
1 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950
Унтан вара вӑл Кораблев ҫине куҫрӗ, унӑн «ӑслӑ пултарулӑхне мухтаса» илчӗ.Потом он перешел к Кораблеву и, прежде всего «отдал должное его дарованиям».
Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Юрӑсем ҫинчен сӑмах сӑвӑ ҫыракансем ҫине куҫрӗ.
Тӑваттӑмӗш сыпӑк. Пӗрне-пӗри // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940
Вӗлтӗркке ҫакӑ начар хӳтлӗх ҫав, ҫавӑнпа электричество хӗмӗ манӑн алӑран ун аллине куҫрӗ; юрату пурте ҫапла пуҫланать темелле, ҫавӑнпа эпир час-часах ултава та кӗретпӗр — хӗрарӑмсем пире хамӑр сывлӑхшӑн та тӳрӗ кӑмӑллӑ пулнӑшӑн юратаҫҫӗ тесе; паллах ӗнтӗ, ҫав енсем пире таса вут-хӗм йышӑнмашкӑн унӑн чӗрине ҫавӑраҫҫӗ, хатӗрлентереҫҫӗ, тейӗпӗр, ҫапах та, ӗҫӗ пӗрремӗш хут сӗртӗнни кӑна татса парать.
Июнӗн 3-мӗшӗ // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964
Ҫакӑнта пирӗн калаҫу урӑххи ҫине куҫрӗ те Грушницкий ҫинчен урӑх сӑмах пулмарӗ.Тут разговор переменил направление и к этому уж более не возвращался.
Майӑн 22-мӗшӗ // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964
Ана хайхи хваттер тупса патӑмӑр та, вӑл пурӑнмаллипех крепоҫа куҫрӗ.
Бэла // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964
Анчах ыттисем кулянса салхулланни ун ҫине те куҫрӗ.
4 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Юрӑ ытти машинасем ҫине те куҫрӗ те, вара сывпуллашнӑ май пӗр-пӗрине саламланисем, ырӑ кӑмӑллӑ сӗнӳсем, Алексее канашсем парса Зиночка автобус чӳречинчен кӑшкӑрни, пурте ҫав авалхи, нумай ҫулсем хушши манӑҫра пулнӑ, Аслӑ Отечественнӑй вӑрҫӑ кунӗсенче ҫӗнӗрен чӗрӗлнӗ юррӑн нумая пӗлтерекен сӑмахӗсем ӑшӗнче путрӗҫ.
6 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Ҫар ҫыннисем хушшинче — чӑн та, малтан хуллен, асӑрханса — «Сталинград» сӑмаха калама пуҫласан, ҫав туртӑм чуна ыраттаракан тунсӑха куҫрӗ, госпитальте ним тумасӑр пурӑннипе тӳсмелле мар пулса ҫитрӗ.
2 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Эпӗр сӗтел хушшине лартӑмӑр; хуҫа пит савӑкчӗ, унӑн савӑнӑҫӗ часах пурин ҫине те куҫрӗ: кашни минутрах пӑкӑсем сирпӗне-сирпӗне тухаҫҫӗ, стакансем кӑпӑкланса чарӑнмасӑр чашкӑраҫҫӗ.
I // Ҫт. Ухантей. Александр Пушкин. Иван Петрович Белкин ҫырса хӑварнӑ повеҫсем. Ст. Угандей куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1936
1828-мӗш ҫулта, кӗркунне, Иван Петрович шӑнса сивӗ тытнипе чирлерӗ, сивӗ тытни тар чирне куҫрӗ; вара вӑл, ӑна сыватас тӗлӗшпе пирӗн уесри тем тӗрлӗ ӑста, пуринчен ытла шӗпӗн йышши тымарланнӑ чирсенчен сыватма пултаракан лекарь тӑрӑшрӗ пулсан та, вилчӗ.
Издательрен // Ҫт. Ухантей. Александр Пушкин. Иван Петрович Белкин ҫырса хӑварнӑ повеҫсем. Ст. Угандей куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1936
Унтан калаҫу сисмесӗрех фронтри ӗҫсем ҫине куҫрӗ: хальхи вӑхӑтра дивизире, ротӑра мӗн тунине тавҫӑрса илме тӑрӑшрӗҫ, хӗлле тунӑ землянкӑсем «макӑрмаҫҫӗ-ши», укрепленисем «йӑтӑнса анмаҫҫӗ-ши» терӗҫ, тата Хӗвеланӑҫӗнче асфальт тӑрӑх утма хӑнӑхнӑ нимӗҫсем ҫуркунне кунта хӑйсене мӗнле туйни ҫинчен калаҫрӗҫ.
7 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Тамара питӗнчи куҫҫульне ҫаннипе шӑлса типӗтрӗ, каллех ун пӗтӗм тимлӗхӗ пепки ҫине куҫрӗ:Тамара рукавом вытерла слёзы и всё внимание переключила на дочку.
Кӑсӑя // Владислав Николаев. Килти архив