Шырав
Шырав ĕçĕ:
Вӑл васкамасӑр, лӑпкӑн калаҫать, калаҫнӑ май аллипе, сывлӑша каснӑ пек хӑлаҫланни ҫеҫ хӑй тарӑхнине аран-аран тытса чарнине кӑтартса парать.
7 // Николай Степанов. Никитин, Николай Николаевич. Ҫурҫӗр шурӑмпуҫӗ: роман; вырӑсларан Н.Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 484 с.
Вӑл хӑйне хӑй тыткалани, унӑн типтерлӗ гимнастерки, хытӑ туртса ҫыхнӑ сарлака чӗн пиҫиххийӗ, симӗс шӑлаварӗ, тап-тасах тасатнӑ йӑлтӑртатакан атти, салтаксенни евӗрлӗ кӗске каснӑ ҫырӑ ҫӳҫӗ тата пӑчӑртаса тытнӑ тути хӗрринчи ҫавӑн пекех кӗске каснӑ мӑйӑхӗ, юлашкинчен тата ҫирӗп сасси — ҫаксенче пуринче те командӑсем пама хӑнӑхнӑ ҫыннӑн ҫирӗплӗхӗ палӑрать.
2 // Николай Степанов. Никитин, Николай Николаевич. Ҫурҫӗр шурӑмпуҫӗ: роман; вырӑсларан Н.Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 484 с.
Ку Татьянӑн купӑста уйӗ, кунти купӑстана нумай пулмасть каснӑ.Это было Татьянино капустное поле, с которого недавно сняли капусту.
4. Фрося сӑрчӗн хӗрринче // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.
— Полюха авӑ, вӑрман каснӑ ҫӗртен иртсе пынӑ чухне, участоксене ҫуррине касса илеҫҫӗ терӗ.— Да вон Полюха мимо лесосеки проехала, говорит участки половинят.
10. Пленум хыҫҫӑн // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.
Вӑл кашни хыра пӗлнӗ, «чирлӗ» хырсене сипленӗ, хӑрӑк туратсене каснӑ, вӑрмана ҫӗрте выртакан хӑрӑк-харӑксенчен тасатнӑ, лайӑх пӑхнишӗн тавӑрма тенӗ пекех, кунта «мачтовка» тӗлӗнмелле ӳснӗ, — тӳрӗ, парка, таса.
10. Пленум хыҫҫӑн // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.
Вӑрман участокӗн начальникӗ хытӑ хирӗҫ тӑнӑ пулсан та, Первомайскирен пынӑ колхозниксем хӑйсен лавӗсене вӑрман каснӑ ҫӗртен илсе кайнӑ.
10. Пленум хыҫҫӑн // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.
Унтан вӑл вӑрман каснӑ ҫӗре кайрӗ, вӑрман касакансемпе шӳтлӗн пакӑлтатрӗ, вӗсене, сӑртӑн тепӗр енчен ҫул туса, пӗренесене ҫывӑх ҫулпа турттарма хушрӗ.
7. Пинтен те хаклӑрах // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.
Кая юлни вӑрман каснӑ ҫӗре ҫурран лапӑстаттӑр.
7. Пинтен те хаклӑрах // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.
Унтан вӑрман каснӑ ҫӗре Матвеич бригадир иртсе кайрӗ.
7. Пинтен те хаклӑрах // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.
Хӗрсем, вӑрман каснӑ ҫӗрти ҫаппа ӗнер каҫ эсир пухман-и?
7. Пинтен те хаклӑрах // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.
Вӑрман каснӑ ҫӗртен вӑл уя кайрӗ, кунта та йӗркесӗрлӗхсем асӑрхарӗ.С лесосеки он проехал на поле и здесь тоже обнаружил непорядки.
7. Пинтен те хаклӑрах // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.
Васька, манӑн пичче, шуйттансен председателӗ, ҫӗрле вӑрман каснӑ ҫӗре пӗрене турттарма ячӗ.Васька, брательник, председатель чортов, заставил ночью на лесосеку ехать за бревнами.
6. «Сӑрнай» // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.
Вӑрман каснӑ ҫӗре тӗттӗм пуличчен ҫитетӗр, каялла хунарсемпе те килетӗр — усал ӗҫ туни мар.До лесосеки доберетесь засветло, а обратно и с фонарями доедете — невелико лихо.
6. «Сӑрнай» // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.
Колхоз вӑрманӗнче каснӑ йывӑҫа турттарса тухасси ҫинчен паян калаҫни Василийшӗн те, Матвеичшӑн та правлени ларӑвӗнче нумай пулмасть пулса иртнӗ тавлашӑва тӳррӗмӗнех малалла тӑсни пулчӗ.
6. «Сӑрнай» // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.
— Ыран та ӗлкӗретпӗр, паян та ӗлкӗрме тивӗҫ, — терӗ Василий, пысӑк шурӑ ҫӑматӑ тӑхӑннӑ урипе шӑтӑк урлӑ хунӑ хӑма ҫине пусса, — санӑн, бригадирӑн, халӗ председатель патне чупмалла мар, вӑрман каснӑ ҫӗре лавсем ямалла!
6. «Сӑрнай» // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.
— Колхоз вӑрман каснӑ вырӑнти пӗренесене эпир турттарма ӗлкӗрейменни ҫинчен пӗлтерме кӗтӗм эпӗ сан патна, — терӗ вӑл сӑмах майӗн тенӗ пек.
6. «Сӑрнай» // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.
Ҫак каснӑ вӑрмана эпир Алешӑпа хӑмла ҫырли татма ҫӳренӗ.
5. Килте // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.
Каснӑ вырӑнти ҫамрӑк хурӑнсем айккинелле хӑравҫӑллӑн тӑраҫҫӗ, ҫинҫе хырсем хӑйсен тӑррисемпе шухӑшлӑн тайӑлса илеҫҫӗ, ӑвӑсӑн ачаш та тӗтӗм тӗслӗ тураттисем кӑштах хумханаҫҫӗ, пӗчӗк чӑрӑшсем мамӑклӑ турачӗсене, пӳрнисене саркаланӑ ача алтупанӗ пек, шанчӑклӑн тӑсса параҫҫӗ.
5. Килте // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.
Вӑрмансем сирӗлчӗҫ, ҫамрӑк йывӑҫсемпе ӳссе ларнӑ каснӑ вырӑн тухса тӑчӗ.Леса расступились, и пошла вырубка, поросшая молодыми деревьями.
5. Килте // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.
Вӗрен-кантра сутса, укҫа нумай тума май пулнӑ, ҫавӑнпа колхозниксем час-часах ӗҫрен пӑрӑннӑ, вӑрмана кайса, ҫамрӑк ҫӑкасене каснӑ, ҫӑка хуппине сӳсе, мунчала шӳтернӗ, вара унтан вӗрен явнӑ.
3. Вӗрен-кантра // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.