Шырав
Шырав ĕçĕ:
Ара, Шӑмӑршӑ районӗнчен сысна ашӗ илсе килнӗ те ӑна илмеллех, манӑн икӗ ывӑл вӗт, вӗсем какай ҫиесшӗн.Вот, привезли свинину из Шемуршинского района, пришлось забрать, у меня два сына, они любят мясо.
Праски кинеми пиллесе авлантарнӑ // Альбина ЮРАТУ. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.06.16, 23 (6116) №
Вегетариансем какай ҫименнипе организмра белоксен выҫлӑхӗ аталанасран рациона ҫерем кӑмпи кӗртсе хӳтӗленме пултараҫҫӗ.
Лавккара сутакан ҫерем кӑмпи // Сывлӑх. «Сывлӑх», 2016.03.16. 10№
ЧР Министрсен Кабинечӗн Председателӗн заместителӗ Михаил Резников хӑйӗн сӑмахӗнче республикӑри кооператорсем тӗрӗс ҫулпа пынине, коммерци ыйтӑвӗсене кӑна мар, чи малтанах социаллӑ ыйтусене татса парассине тӗп вырӑна хунине, ҫак ӗҫе халӑхран сӗт, какай, эмел курӑкӗсем туяннипе, пӗчӗк ялсенче пурӑнакансене кирлӗ таварпа, пулӑшупа тивӗҫтернипе пурнӑҫа кӗртсе пынине ырларӗ.
Чăвашпотребсоюз ырă ята çĕнĕ ÿсĕмсемпе çирĕплетет // Алина ЛУКИЯНОВА. «Хыпар», 2016, пуш, 10; 31№
Шӑнкӑртатса юхакан тӑп-тӑрӑ шыв хӗрринчи хӑва сулхӑнӗнче кӑкшӑмри эрехпе йӑпанни сехетлӗхе те пулин чуралӑхра пурӑннине манӑҫтарать, пуҫ тӗлӗнчи туратлӑ йывӑҫ айӗнче ҫемҫе курӑк ҫине ларса, какай татӑкне помидорпа, хӑярпа, техӗмлӗ петрушкӑпа та хӑватлӑ пӑрӑҫпа сӗтеклентерсе ҫини патша апачӗ пекех туйӑнса каять, енчен тата сӗрме купӑс калакан вӑйҫӑ та пулсан — этем курман ырлӑх ӗнтӗ.
XIV. Силистра-Йолу // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.
Лопухов мещен ывӑлӗ пулнӑ, ун ашшӗ тӗреклӗ ҫын пулнӑ, урӑхла каласан, вӗсем час-часах какай яшки пӗҫерсе ҫинӗ; Кирсанов уездри суд писарӗн ывӑлӗ пулнӑ, урӑхла каласан, вӗсем час-часах какай яшки пӗҫереймен, апла пулсан, пачах урӑхла, час-часах какай яшки пӗҫернӗ.
VIII // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Мана сӑхнинчен кирек мӗнле хура ҫӗлене те усӑ ҫук, манӑн какай ватӑ, шӑнӑрлӑ, ҫитменнине тата манран качака шӑрши кӗрет, — мӗншӗн тесен, аслӑк айӗнче манпа пӗрле час-часах Трофим ҫывӑрать, — хура ҫӗленсем качака шӑршине юратмаҫҫӗ.
XXV сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.
Юн таппине тытса пӑхас майпа вӑл эп ҫуллипе ҫуллӑ маррине тӗрӗслесшӗн, ҫак ӗҫшӗн ӑна та какай татӑкӗ лекетех ӗнтӗ.
IV // Николай Григорьев. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 8–23 стр.
Ҫавсем ҫинчен ӗнтӗ Нагульнов ҫапла каланӑччӗ: «Ара колхозниксем-и вӗсем? Ытахальтен кӑна, ни пулӑ, ни какай!» — тенӗччӗ.
29-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959