Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

гектар the word is in our database.
гектар (тĕпĕ: гектар) more information about the word form can be found here.
«Кашни гектар ҫӗр лаптӑкӗпе тухӑҫлӑ усӑ курмалла, территорисен ресурсӗсем тӗлӗшӗпе тӗрӗс план тумалла», – тесе палӑртнӑ республика Пуҫлӑхӗ.

Help to translate

Олег Николаев ҫӗр ӗҫченӗсене кашни гектар ҫӗр лаптӑкӗпе тухӑҫлӑ усӑ курма чӗнсе каланӑ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2023/03/27/oleg ... er-laptkpe

2070 гектар ҫине кӗр тыррисем акса хӑварнӑ.

Help to translate

Пӗрле - ҫӗнӗ тӗллевсем патне // Ял ӗҫченӗ. https://yantik-press.ru/press/publicatio ... sem-patne/

2023 ҫулта ҫуракине 10712 гектар ҫинче туса ирттерме планланӑ.

Help to translate

Пӗрле - ҫӗнӗ тӗллевсем патне // Ял ӗҫченӗ. https://yantik-press.ru/press/publicatio ... sem-patne/

Тӗш тыррӑн чи пысӑк тухӑҫӗ - Вячеслав Николаев хресчен-фермер хуҫалӑхӗн - пӗр гектар пуҫне 43 центнер.

Help to translate

Пӗрле - ҫӗнӗ тӗллевсем патне // Ял ӗҫченӗ. https://yantik-press.ru/press/publicatio ... sem-patne/

Грачев хресчен-фермер хуҫалӑхӗ 230 гектар ҫинче пирӗн вырӑншӑн ҫӗнӗ культура - хӗвелҫаврӑнӑш туса илме тытӑннӑ.

Help to translate

Пӗрле - ҫӗнӗ тӗллевсем патне // Ял ӗҫченӗ. https://yantik-press.ru/press/publicatio ... sem-patne/

Пӗрчӗллӗ тата пӑрҫа йышши тӗш тырӑ культурисене пӗтӗмпе 38,5 пин (2021 ҫулта - 19,4 пин) тонна ытла пухса кӗртнӗ, вӑтам тухӑҫ пӗр гектар пуҫне 30,2 центнера (2021 ҫулта - 16,1 центнера) ҫитнӗ», - палӑртнӑ Владимир Михайлов.

Help to translate

Пӗрле - ҫӗнӗ тӗллевсем патне // Ял ӗҫченӗ. https://yantik-press.ru/press/publicatio ... sem-patne/

— Виҫӗ гектар ҫинчи кӑшман, юр айне тӑрса юлнӑскер, халь мӗнле япалана куҫнине каласа параймӑн-ши?! — хыттӑн ыйтать вӑл председательтен.

Help to translate

Актсӑрах // Петр Речкин. Шухӑшлама вӑхӑт пур: калавсем. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1981. — 64 с. — 31–33 с.

— Шухӑшласа пӑхӑр-ха, революцичченхипе танлаштарсан, совет саманинче ял хуҫалӑхӗнчи кашни усӑллӑ гектар ҫинче ик-виҫӗ хут ытларах тыр-пул туса илнӗ…

Help to translate

Ҫил хӳри // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 181–188 с.

Калӑпӑр, «Аксаринский» совхозра М. П. теплицӑра куҫарса лартмалли ҫамрӑк хӑмла тата 0,25 гектар ҫинче ир пулакан ҫӗрулми ӳстерет.

Help to translate

Пӗрремӗш экзамен // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 70–96 с.

Пӗр гектар ҫинчи тӑпрана азот кӗни 41 тонна тислӗк тӑкнипе танлашать.

Help to translate

Биологи меслечӗн пӗлтерӗшӗ пысӑк // Владимир МУТИКОВ. «Хыпар», 2015, 38-39 (26690-26691)№, 4 с.

Пӗлтӗр илепер июнь пуҫламӑшӗнчех гектар пуҫне 178,3 центнер ешӗл курӑк панӑ, лешсем ҫӗр ҫумӗнчен ҫӗкленеймен те.

Help to translate

Биологи меслечӗн пӗлтерӗшӗ пысӑк // Владимир МУТИКОВ. «Хыпар», 2015, 38-39 (26690-26691)№, 4 с.

Тырпул тухӑҫӗ хӑшпӗр ҫӗршывра гектар пуҫне 60-80 центнера ҫитнӗ.

Help to translate

Биологи меслечӗн пӗлтерӗшӗ пысӑк // Владимир МУТИКОВ. «Хыпар», 2015, 38-39 (26690-26691)№, 4 с.

Усӑ куракан 100 гектар ҫӗр пуҫне шутласан, аш-какай туса илнин кӑтартӑвӗ — 68, сӗт — 825 центнерпа танлашнӑ.

Help to translate

Йӗркелӗх, ӗҫлӗх — чи кирли // Светлана АРХИПОВА. http://елчекен.рф/2023/02/14/%d0%b9e%d1% ... %bb%d0%b8/

Усӑ куракан ҫӗр лаптӑкӗ пысӑк — 2705 гектар.

Help to translate

Йӗркелӗх, ӗҫлӗх — чи кирли // Светлана АРХИПОВА. http://елчекен.рф/2023/02/14/%d0%b9e%d1% ... %bb%d0%b8/

Виҫӗмҫул гектар пуҫне 2-шер центнер хуратул туса илнӗччӗ.

Help to translate

Хӳри вӗҫне туй килсен // Геннадий Мальцев. Мальцев Г.С. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: кулӑшла каласем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 80 с. — 42–45 с.

— Тӗрӗс, — ача пек хӗпӗртерӗ Никифор Захарович, — эпӗ те леш хире юлнӑ 20 гектар кӑшман пирки ялхуҫалӑх управленине ҫырса сан ятна ямӑп.

Help to translate

Майлаштарсан майлашать // Геннадий Мальцев. Мальцев Г.С. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: кулӑшла каласем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 80 с. — 26–29 с.

Эс ман ҫинчен, леш хире юр айне юлнӑ 20 гектар кӑшмана шыраса илес тесе, ялхуҫалӑх управленине ҫырса панӑ пек.

Help to translate

Майлаштарсан майлашать // Геннадий Мальцев. Мальцев Г.С. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: кулӑшла каласем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 80 с. — 26–29 с.

Пӗлетӗн-и, кашни гектар фацелирен хуртсем вӑтӑр-хӗрӗх пӑт пыл пухма пултараҫҫӗ!

Help to translate

VII // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.

Ватӑ ҫыннӑн вилмеллех, анчах унӑн анкартине, ҫур гектар ҫӗре, колхоз касса илни — чӑн-чӑн пысӑк хуйхӑ, — шеллесе каларӗ Поля.

Help to translate

XVIII // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 132–188 с.

— Ыран ӗҫе пӗтеретпӗр, икӗ пин гектар кӗрхи тулӑпа ыраша апатлантартӑмӑр, — терӗ вӑл.

Help to translate

XIV // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed