Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

вӑхӑтӗнче (тĕпĕ: вӑхӑт) more information about the word form can be found here.
— Родион Караньялов вӑрҫӑ вӑхӑтӗнче мӗнлерех паттӑрлӑх кӑтартни ҫинчен пирӗн ял ҫыннисем анчахрах пӗлчӗҫ.

Help to translate

5 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.

Кӑнтӑр апачӗ вӑхӑтӗнче иксӗмӗр хула паркӗнче тӗл пулаймӑпӑр-ши?

Help to translate

5 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.

Кӑнтӑрлахи тӑхтав вӑхӑтӗнче столовӑйран апат ҫисе таврӑнтӑм кӑна — мана редактор хӑйӗн пӳлӗмне чӗнтерчӗ.

Help to translate

1 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.

Ӗҫ вӑхӑтӗнче ҫывӑрма шутланӑшӑн эсир пире лекци вуласах намӑслантартӑр та, сире эпӗ ҫавӑн чух чунчӗреренех тарӑхнӑччӗ.

Help to translate

Ӑшӑ шыракан арҫынпа ятсӑр хӗрарӑм // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 61-74 с.

Ӑна акӑ ӗҫҫи вӑхӑтӗнче «Малалла» колхозӑн Шӑпчӑккассинчи бригадӑри йӗтем ҫинче «Боевой листок» кӑларма хушнӑ, вӑл иккӗвиҫҫӗ кӑларнӑ та лӑпланнӑ.

Help to translate

4 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 35-61 с.

Арӑмне те хурламасть Моляков, хӑй вӑхӑтӗнче вӑл ырӑ вырӑс хӗрӗ тӗлнех ҫакланчӗ.

Help to translate

Авӑн уйӑхӗнчи тӗлпулу // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 9-21 с.

Д. Исаев хӑйӗн «Марксизм-ленинизмпа литературӑ» ятлӑ статйинче М. Федоров критикӑн шухӑшӗсене тиркесе, содержанипе формӑ пирки хӑй вӑхӑтӗнче ҫакӑн пек ҫырнӑ:

Help to translate

Дмитрий Исаев ҫырӑвӗсене вуласан... // Василий Долгов. «Тӑван Атӑл». — 1962, 2(95)№ — 97-99 с.

Вӑл хушнипе ӗнтӗ Алюнов ҫыннисем хӑруш вырӑнтан илсе тухнӑ патька-патшана юлашки ҫапӑҫу вӑхӑтӗнче часрах Атӑл урлӑ каҫарчӗҫ, ҫапла вара тыткӑнран ҫӑлса хӑварчӗҫ.

Help to translate

Сутӑнчӑк шӑпи // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Апат вӑхӑтӗнче вӑл Савантера кӑшт мухтаса та илчӗ:

Help to translate

Шикли шикленнӗ — кӗрӗк пӗркеннӗ // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Ун алли хӑй вӑхӑтӗнче тискер тӑшман пуҫне касма та пӗлнӗ.

Help to translate

Ҫула туясӑр ан тух // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Ун алли хӑй вӑхӑтӗнче хӗҫ те тытма пӗлнӗ.

Help to translate

Ҫула туясӑр ан тух // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Ҫавра сӗтел вӑхӑтӗнче гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институчӗн ӗҫченӗсем: истори наукисен докторӗ Иван Бойко, филологи наукисен кандидачӗсем Артём Гаврилов тата Алевтина Долгова — тухса калаҫӗҫ.

Во время круглого стола выступят сотрудники Института гуманитарных наук: доктор исторических наук Иван Бойко, кандидаты филологических наук Артём Гаврилов и Алевтина Долгова.

Чӗлхе лару-тӑрӑвне сӳтсе явӗҫ // Таисия Ташней. https://chuvash.org/news/34726.html

Ун вӑхӑтӗнче «Н.И. Ашмарин – корифей чувашской филологии» монографие сӳтсе явӗҫ.

Во время него пройдет обсуждение монографии «Н.И. Ашмарин – корифей чувашской филологии».

Ашмарина халалласа – ҫавра сӗтел // Таисия Ташней. https://chuvash.org/news/34724.html

Ӗҫлӗ тӗлпулу вӑхӑтӗнче ертӳҫӗсем патшалӑхӑн наци политикипе епле ӗҫлесе пыни пирки канашланӑ, тӗрлӗ пулӑшусемпе тивӗҫтерессине сӳтсе явнӑ, Раҫҫейри регионсенчи чӑвашсен обществӑлла организацисен ӗҫӗсене пӗр чӑмӑра пухса, пӗрне-пӗри пулӑшса, пӗр-пӗрин паха ӗҫ опычӗсене тӗпе хурса ҫирӗппӗн аталанса вӑй илтерсе пырассипе ҫыхӑннӑ ыйтӑва пӑхса тухнӑ.

Help to translate

Пӗтӗм чӑвашсен «Акатуйне» Наци ӗҫӗсемпе ӗҫлекен Федераци агенстви пулӑшу парать // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2023/04/04/pete ... eken-feder

Кун пирки те уҫӑ калаҫу вӑхӑтӗнче кӗскен сӳтсе явнӑ ертӳҫӗсем.

Help to translate

Пӗтӗм чӑвашсен «Акатуйне» Наци ӗҫӗсемпе ӗҫлекен Федераци агенстви пулӑшу парать // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2023/04/04/pete ... eken-feder

Вӑл шӑварать шывӗпе, Юха-юха хӗррипе, Айлӑм аслӑ улӑха — Чӑвашсемшӗн ырлӑха: Вӑхӑтӗнче ҫулӑр, тет.

Help to translate

X. Ниме // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

Сурхури вӑхӑтӗнче пухӑнсан, Таш ташлама пӑрахсан, Тытӑнаҫҫӗ ҫӗр яма, Такмакласа юрлама: Пулас пурнӑҫ хисепне Ҫӗррисене чӳлмеке Пӑрахаҫҫӗ шыв ӑшне, Пӑтратаҫҫӗ йӗкепе.

Help to translate

II. Чӗкеҫ // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

Патшалӑх техника надзорӗн тӗп инженерӗ С.Н.Кокарев хӑрушсӑрлӑх йӗркине пӑхӑнманнипе иртнӗ ҫул республикӑра сиксе тухнӑ инкек-синкексем пирки чарӑнса тӑчӗ, ӗҫ вӑхӑтӗнче пурне те тимлӗрех пулма сӗнчӗ.

Help to translate

Юсавлӑ техникӑпа хире тухма шанчӑклӑ // Ю.Гаврилов. http://kasalen.ru/2023/03/31/%d1%8e%d1%8 ... %bb%d3%91/

Техосмотр вӑхӑтӗнче пуҫламӑшӗнчен вӗҫне ҫитичченех вӑл техника юсавлӑхӗ мӗнле пулнипе интересленсех пычӗ.

Help to translate

Юсавлӑ техникӑпа хире тухма шанчӑклӑ // Ю.Гаврилов. http://kasalen.ru/2023/03/31/%d1%8e%d1%8 ... %bb%d3%91/

Техосмотр хыҫҫӑнхи канашлура патшалӑх техника надзорӗн инженерӗ С.Н.Кокарев ӗҫсем вӑхӑтӗнче хӑрушсӑрлӑх йӗркисене ҫирӗп пӑхӑнма ыйтрӗ.

Help to translate

Юсавлӑ техникӑпа хире тухма шанчӑклӑ // Ю.Гаврилов. http://kasalen.ru/2023/03/31/%d1%8e%d1%8 ... %bb%d3%91/

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed