Шырав
Шырав ĕçĕ:
Тупата, кушак чухлӗ — кушак та куҫне уҫайман ҫурисене куҫ пек сыхласа пӑхать, чӑхӑ та хӑйен вӑйсӑр чӗпписене хурчӑка тытасран епле упрать, кирлӗ чухне ҫунат ҫапса ҫапӑҫать, хӑй чӗп-чӗрӗ юна ӳксен те, чӗпписене, тыттарасшӑн мар.
XXII. Амӑшӗ // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.
Унӑн пуҫӗ ним вӑйсӑр каялла сулӑнса кайнӑ.
14. Чӗрӗллех пытарнӑскер // Леонид Агаков. Матвеев Г.И. Симӗс вӑчӑрасем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 112 с.
Хупнӑ кантӑк хушшинчен пӳлӗме вӑйсӑр кӑвак ҫутӑ ӳкет, тул ҫутӑлса килет.
Кивӗ пусӑ // Уйӑп Мишши. Гарин-Михайловский Н.Г. Тёмӑн ача чухнехи пурнӑҫӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 164 с. — 3–157 с.
Ҫӗрлехи лампӑн тӗксӗм ҫути ачасен тӑватӑ пӗчӗк краватне тата няня ҫывракан пӗр пысӑк кравать енне вӑйсӑр ҫутатать; няня хӑй кӗпе вӗҫҫӗнех ларать, ҫивӗтне кӑларса янӑ, вӑл пӗчӗк Аньӑна сиктерет.
Кивӗ пусӑ // Уйӑп Мишши. Гарин-Михайловский Н.Г. Тёмӑн ача чухнехи пурнӑҫӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 164 с. — 3–157 с.
Хӗрӗн тутисем, леш малтанхи хут паллашнӑ кунхи пекех, чӗтренсе илчӗҫ, вара вӑл ачанни пек вӑйсӑр сассипе аран ҫеҫ каларӗ:
VIII // Степан Апаш. Короленко В.Г. Суккӑр музыкант: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 194 с.
Анчах каярахпа кун пек чухне те унӑн питӗнче вӑл ӑнлансах, пӗлсех итленине курма пулатчӗ: шӑна хӑш еннелле вӗҫсе каять, ҫав еннелле пуҫне пӑрать — вичкӗнленсе ҫитнӗ хӑлхи шӑна ҫуначӗ кӑларакан вӑйсӑр сасса та илтме пултаратчӗ.
V // Степан Апаш. Короленко В.Г. Суккӑр музыкант: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 194 с.
Укрепленисене хӳтӗленӗ чух яланах вӑйсӑр вырӑнсем юлаҫҫӗ.
XIII. Маркиз мӗн тӑвать // Михаил Рубцов. Гюго Виктор. Тӑхӑрвун виҫҫӗмӗш ҫул: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 282 с.
Старик те вара, ҫакнашкал йывӑр хурлӑх умӗнче сӑмах вӑйсӑр пулнине ӑнланса, шарламарӗ.И старик тоже молчал, он понял, как бессильны перед такой смертельной тоской все людские слова.
VI. Суран тӳрленнӗ, анчах чӗререн юн сӑрхӑнать // Михаил Рубцов. Гюго Виктор. Тӑхӑрвун виҫҫӗмӗш ҫул: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 282 с.
— Трубачёв! — чӗнчӗ Одинцов вӑйсӑр сасӑпа.
25 сыпӑк // Василий Хударсем. Осеева В.А. Ваҫҫук Трубачевпа унӑн юлташӗсем. Повесть. 1-мӗш кӗнеке. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1955. — 221 с.
— Уҫар, уҫӑр! — тесе кӑшкӑрма пуҫларӗ Одинцов, хӑй вӑйсӑр хулпуҫҫийӗпе алӑк кӗлинчен тӗке-тӗке.— Открывай, открывай! — налегая худеньким плечом на щеколду, кричал Одинцов.
4 сыпӑк // Василий Хударсем. Осеева В.А. Ваҫҫук Трубачевпа унӑн юлташӗсем. Повесть. 1-мӗш кӗнеке. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1955. — 221 с.
Вӑл манпа вӑйсӑр та сивӗччӗ.
Виҫҫӗмӗш пайӗ // Борис Чиндыков. Килти архив
Вӑйсӑр.
Иккӗмӗш пайӗ // Борис Чиндыков. Килти архив
— Ҫапла, — терӗм эпӗ вӑйсӑр саспа.
XXIX сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Жюль Верн. Ҫӗр варрине анса курни: роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1947. — 228 с.
Сасӑсем ытла та вӑйсӑр пулнине юлташсем патне ҫитеймест пулӗ, тесе шухӑшлатӑп.Я подумал, что мой голос, вероятно, слишком слаб, чтоб дойти до моих спутников.
XXVIII сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Жюль Верн. Ҫӗр варрине анса курни: роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1947. — 228 с.
Эпӗ ҫакна асӑрхарӑм: эсир, совет ҫыннисем, калама ҫук ҫивӗч куҫлӑ, хӑвӑр курнисене те лайӑх асра тытатӑр, анчах вӑйсӑр — ан кӳренӗр, — питӗ вӑйсӑр… мӗн тума… типлама, ҫапла-и?
Саккӑрмӗш сыпӑк // Николай Евстафьев. Павленко П.А. Телей: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 312 с.
— Ӑнланатӑп, доктор, — ответлерӗ ун чух Воропаев, — эп ӳпкелешместӗп, эсир мана операци тӑвассинчен кӑна хӑратать, халь эсир вӑйсӑр, операци тума хал ҫитмӗ.
Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Николай Евстафьев. Павленко П.А. Телей: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 312 с.
Эпӗ — ашшӗ, манӑн ачана вӗрентсе ӳстерес пулать, тата эпӗ сывмар, имшер, вӑйсӑр, эпӗ никама та кирлӗ мар, ытлашши ҫын.Я — отец, я должен воспитывать мальчика; и я болен, слаб, немощен, я никому не нужен, я — обуза.
Пӗрремӗш сыпӑк // Николай Евстафьев. Павленко П.А. Телей: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 312 с.
— Ҫук, юратнӑ Аксель, вӑйсӑр хӗр сирӗншӗн чӑрмав пулмасан, эпӗ хӑвассӑнах сирӗнпе пӗрле пырӑттӑм.
VII сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Жюль Верн. Ҫӗр варрине анса курни: роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1947. — 228 с.
Вара вӑл, хӑйӗн чӗрин пур вӑйне пухса, пӗтӗм кӗлеткине хытарчӗ те, ҫав пур чее, пӗчӗк те вӑйсӑр хӗмсене сӳнтерсе, хӑйне хӑй ҫирӗппӗн: «Намӑса пӑл!» — терӗ.
XXIX // Леонид Агаков. Горький, Максим. Амӑшӗ: [Роман] / М. Горький. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 362 с.
Ҫавӑнпа та судьясем ҫак ҫамрӑксем ҫине, тытса хыпма алӑ ҫитереймен лайӑх ҫимӗҫ ҫине пӑхнӑ пек, пӑхса ӑмсанаҫҫӗ, вӗсем, ют вӑйпа тӑранас пултарулӑха ҫухатнӑ та тутӑ пулмалли май хӑйӗн умӗнченех кайнине курнипе салхуллӑн ӳлекен вӑйсӑр тискер кайӑк пек тарӑхса, вӗсене тавӑрма ӗмӗтленсе пӑхаҫҫӗ..
XXVI // Леонид Агаков. Горький, Максим. Амӑшӗ: [Роман] / М. Горький. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 362 с.