Шырав
Шырав ĕçĕ:
Ҫынсем ҫине чунсӑрла пӑхнӑ, вӗсене таптанӑ атмосферӑра, пӗтӗм ӗҫе укҫапа чин татса панӑ ҫӗрте пӗчӗк ҫынсем тӗлӗнмелле асап кураҫҫӗ, мӑшкӑл тӳсеҫҫӗ, нумай чухне хӑрушӑ вилӗмпе вилсе выртаҫҫӗ.
Н. В. Гоголь ҫырнӑ «Петербург повеҫӗсем» // Михаил Рубцов. Николай Гоголь. Повеҫсем; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 147–158 с.
Анчах манах хӑй кисть тытма тивӗҫсӗр пулни ҫинчен, унӑн кисчӗ таса марри ҫинчен, унӑн ҫак ӗҫе тытӑниччен малтан турра кӗлтуса тата нумай асап тӳссе хӑйӗн чунне тасатмалли ҫинчен каласа панӑ.
Иккӗмӗш пай // Михаил Рубцов. Николай Гоголь. Повеҫсем; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 96–146 с.
Ҫакӑн хыҫҫӑн пулса иртнӗ инкексене: кӗтмен ҫӗртен арӑмӗ, хӗре тата пӗчӗк ачи вилнине вӑл турӑ янӑ асап вырӑнне хурса йышӑннӑ, мана ҫут тӗнчере пурӑнма юрамасть тесе шутланӑ.
Иккӗмӗш пай // Михаил Рубцов. Николай Гоголь. Повеҫсем; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 96–146 с.
Анчах ун хыҫҫӑн та ӑшӗ вӑркани лӑпланмарӗ: унӑн мӗнпур чунӗ хускалчӗ, вӑл чӑннипех асапланма пуҫларӗ, ҫын кун пек хӑйӗн пысӑк мар талантне пысӑк пек кӑтартма тӑрӑшнӑ чухне, кӑна ниепле те кӑтартса парайман чухне асапланать, ҫамрӑк ҫын кун пек асапланнӑ хыҫҫӑн чаплӑ ӗҫ туса хума пултарать, анчах виҫерен тухсан ку асап пушӑ ӗмӗт патне ҫеҫ илсе каять, тепӗр чухне вӑл ҫынна усал ӗҫ патне илсе ҫитерет.
Пӗрремӗш пай // Михаил Рубцов. Николай Гоголь. Повеҫсем; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 96–146 с.
Кирлӗ таран хӑйне те асап кӑтартӑр, анчах унӑн пурнӑҫӗшӗн хӑвӑр пуҫӑрпа ответ тытатӑр.Нервы натягивать до предела, но за сохранность жизни отвечаете своей головой.
Вунтӑваттӑмӗш сыпӑк // Михаил Рубцов. Николай Бирюков. Чайка: роман; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 432 с.
Ридлер йӑл кулса илчӗ: камера хӑй мӗнле асап кӑтартма пултарнӑ таран асаплантарнӑ иккен.
Вуниккӗмӗш сыпӑк // Михаил Рубцов. Николай Бирюков. Чайка: роман; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 432 с.
Каччӑ асап та хӗн курса пӗтнӗ, хаярланса ҫитнӗ, терӗ пуль…
Саккӑрмӗш сыпӑк // Михаил Рубцов. Николай Бирюков. Чайка: роман; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 432 с.
Халь ак пурте Сталинӑн кӗрешӗве чӗнекен сӑмахӗсене пӗлнӗ хыҫҫӑн, йыхравҫӑ ҫинчен илтнӗ хыҫҫӑн, нимӗҫсене пуриншӗн те часах тавӑрма шанса тӑнӑ чух, ҫак асап ытларах тарӑхтарнӑ, чӗрене ыраттарнӑ.
Пиллӗкмӗш сыпӑк // Михаил Рубцов. Николай Бирюков. Чайка: роман; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 432 с.
Танк ӑшне кӗрсе ларнӑ чух, вӑл ытти ялсене пӑлхав тума кӑна мар, ун ҫинчен шухӑшлама та пӑрахтарас шутпа Покатной ҫыннисене мӗнле асап кӑтартасси ҫинчен шухӑшланӑ хушӑра, аллисене сӑтӑркаласа илчӗ.
Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Михаил Рубцов. Николай Бирюков. Чайка: роман; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 432 с.
Акӑ вӑл — халӑха асап кӑтартакан, Федьӑна вӗлерекен ҫын.
Ҫирӗм тӑваттӑмӗш сыпӑк // Михаил Рубцов. Николай Бирюков. Чайка: роман; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 432 с.
Халӑхшӑн асап тӳссе ирттерет.
Ҫирӗм тӑваттӑмӗш сыпӑк // Михаил Рубцов. Николай Бирюков. Чайка: роман; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 432 с.
Вӑт ман Степан, ывӑл… ним айӑпсӑрах нимӗҫсен тӗрминче асап курать.Вот сын мой Степан… невинно в немецком застенке муку принимает.
Ҫирӗм пӗрремӗш сыпӑк // Михаил Рубцов. Николай Бирюков. Чайка: роман; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 432 с.
Йӗри-тавра мӗнле асап та хӗн-хур, мӗн чухлӗ юн…
Вунвиҫҫӗмӗш сыпӑк // Михаил Рубцов. Николай Бирюков. Чайка: роман; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 432 с.
Ним пирки те асап тӳсместпӗр.
Саккӑрмӗш сыпӑк // Михаил Рубцов. Николай Бирюков. Чайка: роман; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 432 с.
— Кунта эпир кӗпе-йӗме пӗтӗмпех ҫӗтсе пӗтеретпӗр, йытӑ пек асап курӑпӑр та каҫ кӳлӗм пӗр пӗрене аран касса кӑларӑпӑр.
IX сыпӑк // Илпек Микулайӗ. Юрий Сотник. Курман-илтмен кайӑк; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 155–238 с.
Вӗсем шыв хӗррине питӗ нумай асап тӳснӗ хыҫҫӑн тухрӗҫ, хӑйсем ҫапах та савӑнӑҫлӑ.Они выбрались на берег, продрогшие, измученные, но очень гордые.
Вовка Грушинӑн «Архимечӗ» // Илпек Микулайӗ. Юрий Сотник. Курман-илтмен кайӑк; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 69–84 с.
Ӑна карнӑ чух мӗнле асап курнине каласа та пӗтерес ҫук: пралукӑн пӗр вӗҫне лагерьти хурӑнран ҫыхса ятӑмӑр, тепӗрне хӑйӑр ҫыранӗ тӗлӗнчи хыр йывӑҫҫинчен ҫыхрӑмӑр.
Хӑйӑр // Илпек Микулайӗ. Юрий Сотник. Курман-илтмен кайӑк; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 47–57 с.
Ҫакӑ мӗнешкел йывӑр асап иккенне кӑшт та пулин пӗлеесчӗ ҫав кӑпӑк ҫӑварӑн!
4 // Антал Назул. Титов, Владислав Андреевич. Вилӗме ҫӗнтерсе…: повесть; вырӑсларан Анатолий Ерусланов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1972. — 7–163 с.
Ҫак кӑвакрах ҫӳҫлӗ ҫамрӑкпа ҫирӗме кӑна ҫитейнӗ хӗрарӑм, этем тӳсмелле мар хӗнпе асап урлӑ иртсе те, пӗр-пӗрин патне тап-таса та ҫав тери ҫепӗҫ, ҫакӑнпа пӗрлех тата ҫӳле-ҫӳле хӑпартакан туйӑм ҫыхласа хӑварма пултарнине ӗненес те килмест.
4 // Антал Назул. Титов, Владислав Андреевич. Вилӗме ҫӗнтерсе…: повесть; вырӑсларан Анатолий Ерусланов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1972. — 7–163 с.
Анчах мӗнле право тӑрӑх, инкекӗмсемпе асап кӑтартнисӗр пуҫне, пӗтеретӗп эпӗ сана?
3 // Антал Назул. Титов, Владислав Андреевич. Вилӗме ҫӗнтерсе…: повесть; вырӑсларан Анатолий Ерусланов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1972. — 7–163 с.