Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

РФ (тĕпĕ: ) more information about the word form can be found here.
РФ Вӗрентӳпе наука министерстви аслӑ вӗрентӳ заведенисене вӗренме кӗнӗ чухнехи тӗрӗслев йӗркине тата вӗренӳ программине ҫитес ҫулхи сентябрӗн 1-мӗшӗччен ҫирӗплетес пулать.

Help to translate

А.Аршинова: «Вӗренме кӗмелли экзаменсене улӑштарни килӗшӳсӗр» // Хӗрлӗ ялав. «Хӗрлӗ ялав», 2016.05.07

Апрелӗн 22-мӗшӗнче РФ Патшалӑх Думи сентябрӗн 1-мӗшӗ хыҫҫӑн аслӑ вӗренӳ заведенийӗсене вӗрентӳ программипе килӗшӳллӗн вӗренме йышӑнмалли йӗркене тата экзаменсене упраса хӑварасси пирки калакан саккун проектне пӗрремӗш вулавра йышӑннӑ.

Help to translate

А.Аршинова: «Вӗренме кӗмелли экзаменсене улӑштарни килӗшӳсӗр» // Хӗрлӗ ялав. «Хӗрлӗ ялав», 2016.05.07

Ырӑ чунлӑ Вальӑна ашшӗ те /РФ тава тивӗҫлӗ артисчӗ Владимир Семенов/ юратмасӑрах качча тухма тархаслать, буфетра пӗрле ӗҫлекен Анна Васильевна /ЧР халӑх артисчӗ Валентина Ситова/ хулана тухса кайма сӗнет.

Help to translate

Вампилов пьесисем кивелмеҫҫӗ // Андрей МИХАЙЛОВ. «Хыпар», 2016.05.05, 67-68№

Унта Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Михаил Игнатьев, РФ Патшалӑх Думин депутачӗ Алена Аршинова, РФ Федераци Пухӑвӗн Федераци Канашӗн членӗ Вадим Николаев, ЧР Министрсен Кабинечӗн Председателӗн заместителӗ — ЧР Пуҫлӑхӗн Администрацийӗн ертӳҫи Юрий Васильев, «Чӑвашрессовпроф» ертӳҫи Анатолий Коршунов, ЧР Патшалӑх Канашӗн Председателӗн заместителӗ, «Единая Россия» политика партийӗн Чӑваш регион уйрӑмӗн секретарӗ Николай Малов, Шупашкар хула пуҫлӑхӗ Леонид Черкесов тата ыттисем те хутшӑнчӗҫ.

Help to translate

Ӗҫлеме юратакансене пӗрлештерекен уяв // Ирина КЛЕМЕНТЬЕВА. «Хыпар», 2016.05.05, 67-68№

Производствӑра суранланнипе ҫыхӑннӑ пӑтӑрмахсемпе ҫыхӑннӑ кӑлтӑксемшӗн пуҫиле ӗҫе ытларах чухне РФ Пуҫиле кодексӗн 143-мӗш статйипе (ӗҫ сыхлавӗн правилине пӑснине пула ҫынна йывӑр суранлатнӑшӑн е ҫынна вӗлернӗшӗн), 216-мӗш статйипе (хӑрушсӑрлӑх правилине пӑснине пула ҫын сывлӑхне йывӑр сиен кӳнишӗн е пысӑк тӑкак кӑтартнишӗн, е ҫын вилнишӗн) тата 109-мӗш статьяпа (асӑрханманнине пула вилӗм кӳнишӗн) ӗҫ пуҫарнине пӗлтерет асӑннӑ управленин пуҫлӑхӗн пулӑшуҫи Олег Дмитриев.

Help to translate

Ӗҫрен суранланса килеҫҫӗ // Таисия Ташней. http://chuvash.org/news/12252.html

Пӗтӗм тӗнчери ӗҫ сыхлавӗ пуҫарнипе ҫирӗплетнӗ ҫак кун тӗлне РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енри управленийӗ республикӑра ку енӗпе лару-тӑру еплереххине тишкернӗ.

Help to translate

Ӗҫрен суранланса килеҫҫӗ // Таисия Ташней. http://chuvash.org/news/12252.html

Ӗҫлӗ тӗлпулу регионсенчи ача-пӑча специалисчӗсен-хирургсен тата профессорсемпе педагогсен ҫул ҫитменнисене РФ округӗсенче хирурги пулӑшӑвӗ парассипе ҫыхӑннӑ ыйтусемпе ирттернӗ канашлӑвӗпе вӗҫленнӗ.

Help to translate

Шупашкарта - ача-пӑча хирургӗсем // Валентина СМИРНОВА. «Хыпар», 2016.04.22, 61-62№

РФ Федераци Пухӑвӗн Федераци Канашӗн Социаллӑ политика комитечӗн членӗ, Раҫҫей Федерацийӗн тава тивӗҫлӗ врачӗ Владимир Круглый пухӑннисене Федераци Канашӗн Председателӗ Валентина Матвиенко тата Федераци Канашӗн Социаллӑ политика комитечӗн председателӗ Валерий Рязанский ячӗпе саламланӑ тата тухӑҫлӑ ӗҫлемешкӗн ырӑ суннӑ.

Help to translate

Шупашкарта - ача-пӑча хирургӗсем // Валентина СМИРНОВА. «Хыпар», 2016.04.22, 61-62№

РФ Сывлӑх сыхлавӗн министерстви пулӑшнипе ӑна ҫулленех ирттереҫҫӗ.

Help to translate

Шупашкарта - ача-пӑча хирургӗсем // Валентина СМИРНОВА. «Хыпар», 2016.04.22, 61-62№

РФ Ҫут ҫанталӑк ресурсӗсен тата экологи министерстви ҫирӗплетнӗ сунар йӗркипе килӗшӳллӗн ҫӗршывра ҫуркунне кайӑк кӑвакала, карӑк тата ӑсан амине, пӑчӑра, кукша кӑвакала, симӗс ураллӑ шыв автанне, сӑрӑ хура, кӑрӑпчака /ирхине/ тытма юрамасть.

Help to translate

Кайӑкҫӑсем, каяр сунара! // Юрий МИХАЙЛОВ. «Хыпар», 2016.04.22, 61-62№

Ҫак сӑмахсене йӑлтах Шупашкарти Музейпе курав центрӗнче Раҫҫей художникӗсен союзӗн членӗ, РФ тата ЧР культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ Татьяна Шаркова ячӗпе каларӗҫ.

Help to translate

«Кашни кун эп тӗрлӗрен» // Роза Власова. «Хыпар», 2016.04.22, 61-62№

Шел те, РФ Патшалӑх Думи ӑна ҫирӗплетмен.

Help to translate

Атнер ХУСАНКАЙ: Чӑваш пурнӑҫӗн хӑшпӗр моделӗ кивелнӗ // Надежда СМИРНОВА. «Хыпар», 2016, ака, 22; 61-62№

Форумӑн пӗтӗмлетӳллӗ пӗрлехи ларӑвне РФ Правительствин Председателӗ, Пӗтӗм Раҫҫейри «Единая Россия» политика партийӗн председателӗ Дмитрий Медведев хутшӑнчӗ.

Help to translate

Вырӑнти влаҫ - ял ҫыннисемшӗн чи ҫывӑххи // Каҫал Ен. «Каҫал Ен», 2016.04.22

Комсомольски район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Алексей Самаркин тата Петр Краснов депутат ертсе пыракан ӗҫлӗ ушкӑн Федераллӑ налук службин Чӑваш Республикинчи районсем хушшинчи 2-мӗш номерлӗ инспекцийӗн тата РФ Пенси фончӗн районти управленийӗн коллективӗсемпе тӗл пулнӑ.

Help to translate

Тӗрлӗ ыйтупа калаҫнӑ // Л.ШУРЯШКИНА, Н.АРХИПОВА. «Каҫал Ен», 2016.04.22

Хӑш-пӗр сӗнӳ РФ Правительствин тата регионсен влаҫӗсен кун йӗркине кӗнӗ те ӗнтӗ.

Help to translate

Ялти пурнӑҫа лайӑхлатассипе - форум // Ял ӗҫченӗ. «Ял ӗҫченӗ», 2016.04.22

Форумӑн пӗтӗмлетӳллӗ пӗрлехи ларӑвне РФ Правительствин Председателӗ, Пӗтӗм Раҫҫейри «Единая Россия» политика партийӗн председателӗ Дмитрий Медведев хутшӑннӑ.

Help to translate

Ялти пурнӑҫа лайӑхлатассипе - форум // Ял ӗҫченӗ. «Ял ӗҫченӗ», 2016.04.22

Аса илтеретпӗр: партин ҫак проектне «Единая Россия» парти председателӗ, РФ премьер-министрӗ Дмитрий Медведев пуҫарнипе хута янӑ.

Help to translate

Ялти пурнӑҫа лайӑхлатассипе - форум // Ял ӗҫченӗ. «Ял ӗҫченӗ», 2016.04.22

Вӗрентӳ пайӗн начальникӗ Олег Ломоносов, РФ Пенси Фончӗн Чӑваш Республикин управляющийӗн ҫумӗ Валерий Николаев тата районти управленийӗн начальникӗ Дамир Сабиров, надзор ӗҫӗсен пайӗн инспекторӗ Андрей Симуков, Чутей ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Григорий Куклов асӑннӑ территорире Пӗрлехи информаци кунӗн темисемпе калаҫу йӗркеленӗ.

Help to translate

Ҫурхи пӗлтерӗшлӗ ыйтусемпе // А.АЛЕКСАНДРОВА. «Ял ӗҫченӗ», 2016.04.22

Тӑвай ене иртнӗ юнкун культура, наци ӗҫӗсен тата архив ӗҫӗн министрӗн ҫумӗ Иван Архипов, РФ Пенси фончӗн ЧР управляющийӗн ҫумӗ Валерий Николаев, пурнӑҫри тивӗҫтерӳ ӗҫченӗсен Пӗтӗм Раҫҫейри профсоюзсен Чӑваш республикинчи организацийӗн председателӗ Эдуард Иванов, республикӑри «Чӑваш наци музейӗ» бюджетлӑ учрежденин директорӗ Ирина Меньшикова килчӗҫ.

Help to translate

Ҫурхи пӗлтерӗшлӗ ыйтусемпе // А.АЛЕКСАНДРОВА. «Ял ӗҫченӗ», 2016.04.22

РФ тата ЧР культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ Геннадий Борисов та уявран пӑрӑнса юлман.

Help to translate

Пушарнӑйсемпе ҫӑлавҫӑсен уявӗнче // В.СМИРНОВА. «Елчӗк Ен», 2016.04.20

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed