Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Курӑнман (тĕпĕ: курӑн) more information about the word form can be found here.
Куҫа курӑнман инҫетрен вӑл ҫаплах таврӑнайман тейӗн.

Она еще будто не пришла из своей незримой дали.

X // Асклида Соколова. Фраерман Р.И. Динго йытӑ е пӗрремӗш юрату ҫинчен. Повесть. Чӑвашла Соколова А. А куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1983. — 128 с.

Такам сывланипе унӑн тӗпӗнчен тӗтре хӑпарать тейӗн, такамӑн курӑнман аллисем ҫав тӗтрене ҫӗр каҫиччен тытса тӑнӑ та, халӗ ӑна ирӗке кӑларса янӑ, вӑл вара, шыв ҫийӗн хӑйӗн вӑрӑм урисене сетӗрсе чупать.

Будто чье-то дыхание поднимало из глубины туман, будто чьи-то невидимые руки, владевшие им всю ночь, отпустили его на волю, и он бежал теперь по поверхности реки, волоча над водой свои длинные ноги.

VIII // Асклида Соколова. Фраерман Р.И. Динго йытӑ е пӗрремӗш юрату ҫинчен. Повесть. Чӑвашла Соколова А. А куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1983. — 128 с.

Унтан ку тӗлӗк мӗне систерет-ши, ахальтен курӑнман вӑл терӗ, темрен асӑрханма хушни пулать ку.

Потом сказал, что теперь надо «истолковать» сон, потому что он послан нам в предостережение.

Вунпиллӗкмӗш сыпӑк // Асклида Соколова. Твен М. Гекльберри Финн темтепӗр курса ҫӳрени. Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 328 с.

Нихӑш кӗтесре те пӗр милиционер курӑнман пуш-пушӑ Мускав урамӗнчен кунта кӗрсен, ҫак хӗвӗшӳ манӑн чунра самаях шанчӑк ҫуратрӗ.

После замерзших московских улиц, где даже на перекрестках я не встретил ни одного милиционера, все, что происходило в райкоме, вселяло надежду.

1941-мӗш ҫул // Александр Галкин. Баруздин С.А. Пӗр ҫулпах: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970. — 308 с.

Пыл хурчӗсемпе тӗкӗлтурасем сӗрлени те, шӑрчӑксем чӗриклетни те, кӑшт ҫеҫ палӑракан лӑпкӑ ҫил хурӑн ҫулҫисене хуллен хускатса сасӑ кӑларни те, таҫта инҫетре, курӑнман ялта, ӗне макӑрни те ҫак шӑплӑхра йӑлтах илтӗнсе тӑрать.

Слышно было даже, как жужжат пчелы и шмели, как стрекочут кузнечики, как еле заметный ветерок временами шелестит листвой березок и где-то, не близко, мычит корова в невидимой деревне.

1941-мӗш ҫул // Александр Галкин. Баруздин С.А. Пӗр ҫулпах: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970. — 308 с.

Витӗр пӑхсан та нимӗн курӑнман ҫак тӗксӗм Паганель тума шутланӑ ӗҫе пурнӑҫлама питех те аван пулмалла.

Беспросветная чернота неба служила великолепным фоном для фейерверка, задуманного Паганелем.

Вунпиллӗкмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Дикарьсене мӗнле курӑнман хӑват тытса чарчӗ-ха?

Какая невидимая сила удерживала дикарей?

Вунтӑваттӑмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Ку сӑмах хыҫҫӑн пурте, чавса лартнӑ юпасем пек, хытса тӑчӗҫ, дикарьсене куҫа курӑнман темӗнле вӑй килсе амантрӗ темелле.

При этом слове вся толпа замерла как вкопанная, точно дикарей поразила какая-то незримая сила.

Вунпӗрмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Тӗттӗм пулнӑ, пӑхсан нимӗн те курӑнман.

Настала непроглядная темень.

Саккӑрмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

— О, ҫук, куҫран тӗртсен те курӑнман ҫӗрте ӑна ҫав хумсем ҫине ярас тесен, ухмаха тухас пулать.

— О нет, при таком волнении и в такой непроглядной темноте это было бы безумием.

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Эдемран тухнӑранпа ӗнтӗ улттӑмӗш кун ҫине кайнӑ, пӗрмаях уҫӑ ҫил ҫула май вӗрсе тӑрать пулин те Окленд ҫыранӑсем ҫаплах курӑнман.

Шёл уже шестой день со времени отплытия из Эдема, а берегов Окленда ещё не было видно, несмотря на то, что всё время дул попутный довольно свежий ветер.

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Старикӗн алли, сывлӑшра курӑнман йӗр чӗрсе илсе, ҫак решени татӑклӑ иккенне уҫҫӑнах кӑтартса пачӗ.

Рука старика подчеркнула в воздухе всю непреложность решения.

Иккӗмӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.

Ҫак виле квартала, кашни лавка патӗнчех куҫа курӑнман хӑрушлӑх пытанса тӑнӑ ҫӗре, ҫӗрле сайра хӑюллӑ ҫын ҫеҫ килсе кӗме шикленмест.

Не всякий смельчак рискнет ночью углубиться в этот мертвый квартал, где за каждой будкой — немая угроза.

Пӗрремӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.

— Мотька, ҫамка урлӑ ҫутӑлтарса яр-ха ӑна! — терӗ ҫӳлтенех, курӑнман ҫыннӑн ҫинҫе сасси.

А кто-то невидимый сверху пискнул: — Мотька, засвети ему промеж глаз!

Пӗрремӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.

Ҫак нимӗн курӑнман ҫӗрте Мюльредине епле шыраса тупатӑн?

Как вы найдёте Мюльреди в этой кромешной тьме?

Ҫирӗм пӗрремӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Фортра никам та курӑнман.

Форт был пуст.

Вунпӗрмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Пӗри Аделаидӑран пуҫласа Карпентари заливне ҫитнӗ, тепри — Карпентари заливӗнчен Мельбурна; иккӗшӗ те вӗсем, Австралин комитечӗ хушнипе, Бёрка шырама тухнӑ, анчах лешӗ урӑх ниҫта та курӑнман, курӑнма та пултарайман…

Первый прошёл от Аделаиды до залива Карпентария, второй — от залива Карпентария до Мельбурна; оба они были посланы Австралийским комитетом на поиски Бёрка, который больше не появлялся, да и не мог появиться…

Вунпӗрмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Том Аустин курӑнман яхтӑна кӑшкӑрса илесшӗн пулчӗ, анчах хирӗҫ пӗр сасӑ та илтӗнмерӗ.

Том Аустин попробовал окликнуть невидимую яхту, но не получил ответа.

Ҫирӗм улттӑмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Унӑн куҫӗсем ним курӑнман тӗксӗм ҫӗре пӑхма пуҫларӗҫ.

Глаза его вперились в беспросветную тьму.

Вунтӑххӑрмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Ҫӗр тӗттӗм пулнӑ, куҫран чиксен курӑнман.

Ночь темная, хоть глаза выколи.

Пиллӗкмӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed