Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

хӑйне (тĕпĕ: ) more information about the word form can be found here.
Нивушлӗ Хӗлимун халӑх ҫапла пурӑнтӑр тесе кӗрешет хӑйне пач та шеллемесӗр?

Help to translate

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Ҫавӑнтах йӑл кулса илчӗ: ара, пустуй айӑплать-иҫ хӑйне, ӗмӗтленнӗ упӑшка е еркӗн арҫын кӑна тейӗпӗр ҫумра пулас-тӑк, пач урӑхла пурӑнмалла вӑл, тупата, апатне те чи тутлине пӗҫермелле, тумтирне те чи чаплине тӑхӑнмалла…

Help to translate

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

«Эй, хӗрарӑм, — хӑйне хӑй ятларӗ вӑл, — упӑшка ҫинчен ӗмӗтленен ху ҫаплах, анчах хӑш арҫын пурӑнтӑр санпа, тулӑксӑрскерпе.

Help to translate

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Ҫавӑнтанпа хӑйне ятлать, кӑшлать, ҫиет, ҫав вӑхӑтрах ӳкӗнет, ӳпкелешет Сӑпани.

Help to translate

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Ҫапах, ара, Калюкова кам ҫул кӑтартнине вӑл халлӗхе пӗлмест-ҫке-ха, шухӑшласа илчӗ каярах, вара, кайран куҫ курӗ унта тесе хӑйне хӑй лӑплантарса, тепӗртакран каллех хӑюлӑхне пухса ҫитерчӗ, мӗн пулать те мӗн килет тенешкел, Крапивинпа Никифоров пуху хыҫҫӑн ӑҫта кайнине курса юлнӑскер, хуняшшӗ килне, Ольга Матвеевна патне уттарчӗ.

Help to translate

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Ара, епле хӑйтӑр Хӗлимун Сӑпанипе пуҫласа ҫавнашкал сӑмах тапратма, епле хӑйтӑр, вӑл, ахӑртнех, унӑн умӗнче хӑйне айӑплӑ туять-ҫке.

Help to translate

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

«Чунӗнче, тен, хӑйне тӑшман тесе шутламасан та, ӗҫӗпе пирӗн тӑшман вӑл, ӑнланатӑн-и?

Help to translate

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

— Укҫине эпӗ мӗн чухлӗ илнӗ — пӗтӗмпех тавӑрса паратӑп, килтех тытатӑп, расхутласа пӗтермен, — пуҫлӑхсем хӑй ҫине пӑхнине хӑйне май ӑнланса, пӗлтерчӗ Оглоблин.

Help to translate

3 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Оглоблин пуҫне сулчӗ те, хӑйне каллех чӗнсе илессе кӗтнӗн, иккӗленерех тухса кайрӗ.

Help to translate

3 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

«Чим, — чарчӗ хӑйне Крапивин, — чим, тӑванӑм, мӗн аташатӑн эсӗ, мӗн калаҫатӑн кирлӗ мара.

Help to translate

3 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

«Ҫапах ытлашши хӗрсе кайма юрамасть, — лӑплантарчӗ хӑйне Крапивин.

Help to translate

3 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Хӑйне хӑй тӑшман тесе шутламасан та, ӗҫӗпе пирӗн тӑшман вӑл, ӑнланатӑн-и?

Help to translate

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Татах та татах калаҫтарас килет ӑна, анчах Сӑпани, хӑйне кил хуҫи мӗн хуравласса кӗтсе, шӑпӑртах пулчӗ.

Help to translate

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Мӗншӗн тесен вӗсем ӗнтӗ харпӑр хӑйӗн мар, колхоз ӗнисем, ӑнланатӑр-и? — хӑй уҫӑмлах калайманшӑн хӑйне тарӑхса ӑнлантарчӗ Никифоров.

Help to translate

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

— Ҫук! — терӗ вара хӑйне хӑй татса каланӑн.

Help to translate

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Тӳрех палласа та илеймӗн хӑйне: тутӑрне каялла ҫавӑрса ҫыхнӑ, ҫинҫе те пиҫӗ пилӗкне, лавкка пусминчен ҫӗлетнӗ хӑмӑр кӗпепе чӗнтӗрлӗ кӑвак саппун ҫийӗн, арҫын чӗн пиҫиххине ҫыхса янӑ, урине сӑран атӑ тӑхӑннӑ вӑл.

Help to translate

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Шартах сикрӗ Хӗлимун, вӑрт! ҫаврӑнчӗ хӑйне хӳтӗлеме хатӗрскер.

Help to translate

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Сых енне хыҫалалла ҫаврӑнкаласа пӑхсах утнӑ май (ара, хӑй тахҫан Кашкӑр Микулине хӗрлӗ автан ярса хӑварнӑ яла килет-ҫке, ҫитменнине, пӗр кутамкка хаҫат, кӗнеке, листовка йӑтнӑ), шӑп масарпа усрав вӑрман хушшине кӗрсен, Вӑрманхыҫ енчен хӑйне темле ҫатан урапа хӑваланине асӑрхарӗ те вӗлт ҫеҫ пӑрӑнчӗ сылтӑмалла, ҫамрӑк юманлӑхри шӗшкӗ тӗмӗсем хушшинелле.

Help to translate

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Уҫах мар унӑн сасси, хулӑнрахскер, кӑкӑртан тухаканскер, анчах илемлӗ, ҫитменнине, темле асамлӑ вӑй пур тейӗн унра, тӳрех хӑйне пӑхӑнтарать.

Help to translate

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

«Анчах усӑсӑр ӗмӗт-шухӑш кӑна-ҫке ку, пач усӑсӑр! — ятларӗ хӑйне Крапивин.

Help to translate

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed