Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

пачах the word is in our database.
пачах (тĕпĕ: пачах) more information about the word form can be found here.
Чӑнах та, райкомра, эвакуацине каякан ачасене ӑсатма назначени панӑ чух, чылайччен мана ӳкӗтлерӗҫ, ӑс пачӗҫ: ку вӑл тарни мар, пачах ун пек мар, терӗҫ.

Правда, в райкоме, когда я получала назначение сопровождать ребят в эвакуацию, меня долго вразумляли, втолковывали, что это совсем не бегство и ничего общего с ним не имеет.

15 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Кадрсен секторӗнчен часах ответ илтӗм; отвечӗ пачах хам кӗтнӗ пек пулмарӗ: пӗр-пӗр номер станцийӗнче ӗҫлеме сӗнеҫҫӗ мана — вырӑнне хам суйласа илмелле — ҫавӑн пирки калаҫма Главсевморпутине пыма сӗнчӗҫ.

Вскоре пришёл ответ из сектора кадров, и, к сожалению, совсем не тот, которого я ожидала: мне предлагали работу на одной из полярных станций — по моему выбору — и просили явиться в Главсевморпуть для переговоров.

Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

— Вӑл юхса шӑвакан пӑр тӑрӑх пынӑ, ҫулӗ унӑн пачах тепӗр енче выртать.

— Он шёл по дрейфующему льду и совсем в другом направлении.

Пиллӗкмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Ӗҫ кунта пачах та хӑй тӗрӗсси пирки пыманнине туйрӗ вӑл.

Он почувствовал, что дело совсем не в том, что он лично оказался прав.

Пӗрремӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Урамра пачах тӗттӗм пулса тӑчӗ, ку лайӑх та пулчӗ-ха тепӗр тесен, кунта лара-лара, вӑхӑтран вӑхӑта чӳрече ҫине пӑхма ҫӳрени аван та мар-ха.

Теперь на улице совсем стемнело, и это было прекрасно, потому что стало наконец неудобно, что я так долго сижу в этом садике и время от времени хожу смотреть на окна.

Саккӑрмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Унтан эп Катьӑна та куртӑм — анчах пачах хам кӗтсе тӑнӑ енчен мар: вӑл Оружейнӑй теекен урамран тухрӗ те, машинӑсем иртессе кӗтсе, тротуар ҫинче чарӑнса тӑчӗ.

Потом я увидел её — и вовсе не там: она вышла из Оружейного переулка и стояла на тротуаре, дожидаясь, пока проедут машины.

Саккӑрмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Анчах та ҫак типӗ те сивӗ сӑмахсем хушшинченех мана пачах урӑх сӑмахсем аса килчӗҫ, эпӗ вара хам ҫав тери тунсӑхласа ҫитнӗ Катьӑна куҫ умне ӳкертӗм.

Но за сухими, холодными словами мне мерещились совсем другие слова, и я видел Катю, по которой так тосковал.

Вунпиллӗкмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Пачах урӑхла, вӑл ҫак вӑхӑтра сасартӑк ҫамрӑкланса кайрӗ, тутисене тӑсрӗ, хӑй сӑмахӗ ҫине тӑракан, ҫарти ҫамрӑк тухтӑр пек пулса тӑчӗ.

Он вдруг помолодел, надул губы и стал похож на решительного молодого военного доктора.

Вунпиллӗкмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Вӗсем пачах урӑхла йышшисем-мӗн.

Это совсем другое.

Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Пачах урӑхла, чӑн-чӑн пурнӑҫри пекех, эпӗ ҫав ҫынсем хам тавра пухӑнса тӑнине, вӗсен чир-чӗрне, вӗсем мӗнрен хӑранине, мӗне шанса тӑнине, мӗншӗн тарӑхнине те пӗлтӗм.

Напротив, с необыкновенной ясностью, во всей жизненной полноте, я увидел вокруг себя этих людей с их страхами и болезнями, с отчаяньем, видениями и надеждами.

Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Мана халӗ пачах урах шухӑш ҫавӑрса илчӗ.

Совсем другая мысль теперь занимает меня.

Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Вӑл Ҫурҫӗр Ҫӗрне уҫнӑ, вӑл Патерман ҫӗрӗ пачах та ҫуккине кӑтартса панӑ.

Он открыл Северную Землю, он доказал, что Земли Петермана не существует.

Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Кам пӗлмест-ха ҫав ҫӗр пачах та пулманнине?

Кто теперь не знает, что этой земли не существует?

Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Тепӗр ҫул ҫурӑран тин — ку пачах ӑнсӑртран пулчӗ — эпӗ Ҫурҫӗре кайма назначени илтӗм.

Только через полтора года мне удалось добиться назначения на Север — и то совершенно случайно.

Пиллӗкмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Анчах та хам ӗлӗкрех мӗн ӗмӗтленнине пӑрахӑҫа кӑларса, ҫав ӗмӗт ҫине пачах урӑхла пӑхма пуҫланӑ куна эпӗ лайӑх астӑватӑп…

Но день, когда я понял, что совсем иначе смотрю на то, что составляло прежний смысл моих стремлений, — этот день я помню отлично…

Пиллӗкмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Пӗррехинче эпир ун пирки яра-куна вӑрҫрӑмӑр, вӑл мана хӑй сӑрлама-ӳкерме пачах юратманнине ӗнентерме тӑрӑшрӗ.

Однажды мы спорили с ним об этом целый день, и он уверял меня, что совершенно не любит рисовать.

Иккӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Ку искусствӑпа халӗ пирӗн художниксем пачах ӗҫлемеҫҫӗ тесен те юрать.

Искусство, которым теперь почти не занимаются наши художники.

Иккӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Ку вӑл эпӗ манса кайнипе пулнӑ йӑнӑш мар, пачах урӑх йӑнӑш.

Здесь была не ошибка памяти, а какая-то совсем другая ошибка.

Ҫирӗм тӑваттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Ҫырусем вара маншӑн ачалӑх кунӗсем пек, пачах урӑх вӑхӑтри япаласем пек туйӑнатчӗҫ.

А письма — это было мое детство, то есть совсем другое время.

Ҫирӗм тӑваттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Анчах та кунта пачах урӑхла пулчӗ.

Но тут было иначе, —

Ҫирӗм виҫҫӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed