Шырав
Шырав ĕçĕ:
4. Эпӗ сана нумаях чӑрмантарса тӑрасшӑн мар, ӗнтӗ сана йӑлӑнатӑп: эпир кӗскенӗн каланине эсӗ яланхи пекех йӑвашшӑн итлесемччӗ: 5. ҫак ҫын халӑх синкерӗ иккенне пӗлсе, пӗтӗм тӗнчери иудейсем хушшинче пӑлхав кӑларнине, назорейсен суя вӗрентӗвне ертсе пынине пӗлсе, 6. вӑл Турӑ Ҫуртне те ирсӗрлентерме хӑйнине курса, эпир ӑна тытрӑмӑр та хамӑр саккун тӑрӑх сут тӑвас тесеттӗмӗр.
Ап ӗҫс 24 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
2. Павела чӗнсе пырсассӑн, Тертулл ҫапла каласа ӑна айӑпла пуҫланӑ: 3. эй тивӗҫлипе хисеплӗ Феликс, сана кирек хӑҫан та пур ҫӗрте те эпир тем тӗрлӗ тав туса асӑнатпӑр: эпир питех те канлӗхлӗ пурӑнни санран килет, эсӗ тӑрӑшнипе ҫак халӑх ырӑ курса пурӑнать.
Ап ӗҫс 24 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
22. Павел ӗнтӗ Ареопаг умне тӑрса каланӑ: эй Афинӑ ҫыннисем! эсир нумай турра хисеплени мана пур енчен те курӑнать: 23. эсир пуҫҫапакан вырӑнсене курса ҫӳренӗ чухне эпӗ пӗр парне вырӑнӗ куртӑм, ун ҫине: «Пӗлмен Турӑ валли» тесе ҫырса хунӑ.
Ап ӗҫс 17 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
16. Вӗсене кӗтсе Афинӑра пурӑннӑ чухне хула тулли суя турӑсен кӗлетки ларнине курса Павелӑн чунӗ тӑвӑлса ҫитнӗ.16. В ожидании их в Афинах Павел возмутился духом при виде этого города, полного идолов.
Ап ӗҫс 17 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
27. Тӗрме хуралҫи вӑраннӑ та, тӗрме алӑкӗсем уҫӑ тӑнине курса, хупнӑ ҫынсем тарса пӗтнӗ пулӗ тесе, хӗҫне туртса кӑларса хӑйне хӑй вӗлересшӗн пулнӑ.
Ап ӗҫс 16 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
19. Вара ҫав хӗрарӑм тарҫӑн хуҫисем, тупӑш тума шанӑҫ пӗтнине курса, Павелпа Силана тытрӗҫ те халӑх пуҫтарӑнакан ҫӗре пуҫлӑхсем патне сӗтӗрсе кайрӗҫ.
Ап ӗҫс 16 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Павел ун ҫине тимлӗн пӑхса илнӗ те, вӑл хӑй сывалмалӑх ӗненнине курса, 10. хытӑ сасӑпа каланӑ: Иисус Христос Ҫӳлхуҫамӑр ячӗпе калатӑп сана: уру ҫине тӳррӗн тӑр! тенӗ.
Ап ӗҫс 14 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
23. Унта ҫитсессӗн вӑл Турӑ тивлетне курса питех те савӑннӑ, пурне те Ҫӳлхуҫана пӗтӗм чӗререн пӑхӑнса пурӑнма ӳкӗтленӗ; 24. Варнава ырӑ кӑмӑллӑ ҫын, Таса Сывлӑшпа тата ӗненӳпе хӑватлӑланнӑ ҫын пулнӑ.
Ап ӗҫс 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
13. Симон хӑй те ӗненме пуҫланӑ; тӗне кӗрсен Филипран хӑпма та пӗлмен; пысӑк хӑватсем, паллӑсем пулнине курса, вӑл тӗлӗнмеллипех тӗлӗннӗ.
Ап ӗҫс 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
6. Филипп тунӑ хӑватсене курса, вӗсем ҫинчен илтсе, халӑх ун сӑмахне пӗр кӑмӑлпа тӑнланӑ: 7. усал ернисенчен нумайӑшӗнчен усал сывлӑшсем темӗн тӗрлӗ уласа туха-туха кайнӑ, шалкӑм ҫапнисемпе уксаххисем те нумайӑшӗ сывалнӑ.
Ап ӗҫс 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Ҫамрӑксем кӗрсен, вӑл вилсе выртнине курса, ӑна та илсе тухса упӑшки ҫумнех пытарнӑ.И юноши, войдя, нашли ее мертвою и, вынеся, похоронили подле мужа ее.
Ап ӗҫс 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
13. Петрпа Иоанн хӑюлӑхне курса, вӗсем кӗнекеҫӗсем те мар, ахаль ҫынсемех иккенне ӑнкарса, пуҫлӑхсем тӗлӗннӗ; вӗсем ӗнтӗ кусем Иисуспа пӗрле ҫӳренӗ ҫынсем иккенне те ӑнланса илнӗ; 14. анчах та сывалнӑ ҫын вӗсемпе пӗрлех тӑнине курса хирӗҫ нимӗн те калайман.
Ап ӗҫс 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
9. Вӑл ҫӳренине, Турра мухтанине пӗтӗм халӑх курса тӑнӑ, 10. унтан ӑна палласа илнӗ те, ку Турӑ Ҫурчӗн Илемлӗ хапхи патӗнче ыйткаласа ларакан ҫын иккенне курса, ӑна мӗн пулнинчен сехӗрленсе, ӑсран кайса тӑнӑ.
Ап ӗҫс 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
25. Давид Ун ҫинчен ҫапла калать: «Ҫӳлхуҫана эпӗ яланах умӑмра курса тӑтӑм: Вӑл манӑн сылтӑм енче — такӑнассӑм ҫук. 26. Ҫавӑнпа чун-чӗрем хӗпӗртерӗ, чӗлхем хавасланчӗ; шанӑҫлӑ тӑнипе ӳтӗм те канӑҫлӑ пулӗ. 27. Эсӗ манӑн чунӑма тамӑкра хӑвармӑн, Хӑвӑн сӑваплӑ ҫыннуна ҫӗрсе кайма памӑн. 28. Эсӗ мана чӗрӗлӗх ҫулне кӑтартрӑн; Санӑн умӑнта тулли савӑнӑҫпа савӑнӑп» тет.
Ап ӗҫс 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
5. Ҫав тӗле ҫитсен Иисус ҫӳлелле пӑхнӑ та ӑна курса каланӑ: Закхей! ан хӑвӑртрах, Манӑн паян санӑн килӳнте пулмалла, тенӗ.
Лк 19 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
24. Иисус вӑл салхуланнине курса каланӑ: пуян ҫынсене Турӑ Патшалӑхне кӗме епле хӗн!24. Иисус, видя, что он опечалился, сказал: как трудно имеющим богатство войти в Царствие Божие!
Лк 18 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
23. Вӑл тамӑкра асапланнӑ чухне ҫӳлелле пӑхнӑ та, аякран Авраампа унӑн ҫумӗнчи Лазаре курса, кӑшкӑрса каланӑ: 24. «эй Авраам аттем! хӗрхенсем мана — Лазаре кунта ярсам, вӑл пӳрни вӗҫне шывпа йӗпетсе манӑн чӗлхеме сивӗтинччӗ; эпӗ ку ҫулӑм ӑшӗнче чӑтма ҫук асапланатӑп» тенӗ.
Лк 16 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
47. Арӑм вара, хӑй пытанса юлайманнине курса, Ун патне чӗтресе пынӑ та Ун умне ӳксе хӑй мӗншӗн сӗртӗннине те, сӗртӗнсенех епле сывалнине те пӗтӗм халӑх умӗнче каласа кӑтартнӑ.
Лк 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
20. Иисус, вӗсем мӗн тӗрлӗ ӗненнине курса, ҫав ҫынна: санӑн ҫылӑхусем каҫарӑнаҫҫӗ, тенӗ.20. И Он, видя веру их, сказал человеку тому: прощаются тебе грехи твои.
Лк 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
8. Ҫавна курса Петр теекен Симон Иисус ури умне ӳксе: эй Ҫӳлхуҫамӑр! кайсам ман патӑмран: эпӗ — ҫылӑхлӑ ҫын, тенӗ.
Лк 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.