Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

курнӑ (тĕпĕ: кур) more information about the word form can be found here.
Туркестанах ҫитсе курнӑ пулсан, татахчӗ хуть, каласа парсан та юратчӗ.

Если бы мы дошли до Туркестана, тогда другое дело.

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Курнӑ пӗр-пӗр япала ҫине эпӗ вӑрахчен тӗлӗнсе пӑхса тӑраттӑм.

Я долго ничего не понимал, удивляясь всему без разбору.

Иккӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Канашлу йышӑннине аса илсе, Оренбург хӳмисем хушшинче чылайччен хупӑнса пурӑнма тивессе курнӑ май, эпӗ тарӑхнипе кӑшт ҫеҫ йӗрсе ямарӑм.

Вспомня решение совета, я предвидел долговременное заключение в стенах оренбургских и чуть не плакал от досады.

Вуннӑмӗш сыпӑк. Хулана хупӑрлани // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940

Мана вӑл хавассӑн йышӑнса, хам куҫпа курнӑ питех те хӑрушӑ ӗҫсем ҫинчен ыйтса пӗлме тытӑнчӗ.

Он мне обрадовался и стал расспрашивать об ужасных происшествиях, коим я был свидетель.

Вуннӑмӗш сыпӑк. Хулана хупӑрлани // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940

Унӑн сӑн-пичӗ мана таҫта курнӑ пек туйӑнать.

Лицо его показалось мне знакомо.

Ҫиччӗмӗш сыпӑк. Тапӑну // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940

Пуҫӑмах-ши, манӑн пуҫӑм эс, — Хурлӑх курнӑ пуҫӑмҫӑм!

Голова моя, головушка, Голова послуживая!

Ҫиччӗмӗш сыпӑк. Тапӑну // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940

Башкирне те, киргизне те курнӑ: тен Пугачевран та ҫӑлӑнӑпӑр.

Видали и башкирцев и киргизцев: авось и от Пугачева отсидимся!

Улттӑмӗш сыпӑк. Пугачевщина // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940

Вӑл ӑна илнине курнӑ.

Он видел, как ее брали.

Улттӑмӗш сыпӑк. Пугачевщина // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940

Анчах, тӳрӗ кӑмӑллӑ та чӑна юратакан ҫын пулнӑ май, Иван Кузмич, пӗрре усӑ курнӑ сӑлтавсӑр пуҫне урӑх сӑлтав тупайман.

Но как Иван Кузмич был человек самый прямодушный и правдивый, то и не нашел другого способа, кроме как единожды уже им употребленного.

Улттӑмӗш сыпӑк. Пугачевщина // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940

Тепӗр кун, кӑнтӑрлахи кӗлӗрен таврӑннӑ чухне, вӑл Иван Игнатьич тупӑ кӗпҫи ӑшӗнчен ачасем чиксе тултарнӑ тутӑр татӑкӗсене, чул катӑкӗсене, турпассене, тӗрлӗ ҫӳп-ҫапсене кӑларнине курнӑ.

На другой день, возвращаясь от обедни, она увидела Ивана Игнатьича, который вытаскивал из пушки тряпички, камушки, щепки, бабки и сор всякого рода, запиханный в нее ребятишками.

Улттӑмӗш сыпӑк. Пугачевщина // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940

Василиса Егоровна упӑшки суйнине уҫҫӑнах курнӑ, анчах нимӗн те ыйтса пӗлеймессине асра тытса, ыйтма пӑрахса, Акулина Памфиловна хӑяр тӑварлама темле мел пӗлни ҫинчен калаҫса кӗрсе кайнӑ.

Василиса Егоровна увидела коварство своего мужа; но, зная, что ничего от него не добьется, прекратила свои вопросы и завела речь о соленых огурцах, которые Акулина Памфиловна приготовляла совершенно особенным образом.

Улттӑмӗш сыпӑк. Пугачевщина // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940

Крепӑҫсене майлӑ тесе палӑртса суйласа илнӗ вырӑнсенче тунӑ, вӗсенче пурӑнма пуринчен ытларах Яик улӑхӗсемпе ӗлӗкренпех усӑ курнӑ казаксене вырнаҫтарнӑ.

Крепости выстроены были в местах, признанных удобными, заселены по большей части казаками, давнишними обладателями яицких берегов.

Улттӑмӗш сыпӑк. Пугачевщина // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940

Хам пулса хам куҫпа курнӑ тӗлӗнмелле ӗҫсем ҫинчен каласа париччен, манӑн малтанах Оренбург губернийӗн 1773 ҫул вӗҫӗнчи лару-тӑрӑвӗ ҫинчен пӗр-ик сӑмах калама тивет.

Прежде нежели приступлю к описанию странных происшествий, коим я был свидетель, я должен сказать несколько слов о положении, в котором находилась Оренбургская губерния в конце 1773 года.

Улттӑмӗш сыпӑк. Пугачевщина // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940

Эпӗ чи юлашкинчен курнӑ япала Петька пулчӗ, вӑл урама сиксе тухрӗ, сӑран пальтоллӑ ҫынӑн куҫӗ умӗнчех хапхана шатлаттарса хупса хӑварчӗ.

Последнее, что я еще видел, был Петька, выскочивший на улицу и захлопнувший ворота перед самым носом человека в кожаном пальто.

Вунулттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Ҫавсене вӑл пӗтӗмпех хӑй тарҫӑра ӗҫленӗ чух курнӑ ӗнтӗ.

Видел же он это где-нибудь все эти смешные и странные штуки.

Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

— Мӗншӗн тесен, хам пурӑнса курнӑ тӑрӑх, хам сӑнанипе пӗлетӗп эпӗ унӑн кӑмӑлӗпе йӑлисене, — терӗ вӑл, тамӑк кулли пек куллипе йӗкӗлтесе ахӑрса.

— А потому, — отвечал он с адской усмешкою,— что знаю по опыту ее нрав и обычай.

Тӑваттӑмӗш сыпӑк. Пӗрне-пӗри // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940

Кӗмӗл пек пулӑ хупписем йӑлтӑртата-йӑлтӑртата ун ури ҫине вӗҫе-вӗҫе ӳкнине те курнӑ пек пултӑм эпӗ.

Мне казалось, что я вижу, как серебристые чешуйки отскакивают и, поблескивая, ложатся у ее ног.

Саккӑрмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Шыв ҫине пӑхса пынӑ май эпӗ тӗлӗрсе кайнӑ, ҫав тери хӑрушӑ тӗлӗк курнӑ: каллех чӗлхесӗр пулнӑ пек.

Заглядевшись на воду, я задремал и до смерти испугала во сне: мне померещилось, что я опять онемел.

Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Эпӗ тӗлӗк курнӑ.

Мне приснился сон.

Иккӗмӗш сыпӑк. Вожатый // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940

Эпӗ епле тӑрӑшса служба ӗҫне тытӑннин паллисене пӗр иккӗленмелле мар курнӑ хыҫҫӑн, вӑл ахлатсах ячӗ.

Он ахнул, увидя несомненные признаки моего усердия к службе.

Пӗрремӗш сыпӑк. Гварди сержанчӗ // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed