Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Киле (тĕпĕ: кил) more information about the word form can be found here.
Сан хӑвӑн та арӑмупа курнӑҫма киле кайсан аванрах пулӗ тесе шутлатӑп эпӗ.

По-моему, и тебе лучше собрать вещи да вернуться домой к жене.

Застава хыҫне // Николай Григорьев. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 75–89 стр.

Сторешников киле ҫӗнтерӳпе таврӑнчӗ.

Сторешников возвратился домой с победою.

IX // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.

Эпӗ сире урӑх тытса тӑмастӑп, сирӗн киле васкас пулать.

Я не удерживаю вас более, вам надобно спешить домой.

V // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.

— Тата вунпилӗк минутран сирӗн киле васкамалла пулать, атту эсир Жанпа тӗл пулаймастӑр.

— Через четверть часа вы должны будете спешить домой, чтобы Жан застал вас.

V // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.

Ӗнер вӑл пуҫӗ ҫине пулнӑ инкек — задачӑна мӗнле татса памаллине нумайччен пӗлеймерӗ; вӑл киле ресторантан ҫуран тухса утрӗ те пӗрмаях шухӑшласа пычӗ.

Он вчера долго не знал, как ему справиться с задачею, которую накликал на себя; он шел пешком из ресторана домой и все думал.

III // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.

Халь ӗнтӗ киле кайма вӑхӑт.

А теперь пора по домам.

II // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.

Экзаменсем пӗтнӗ хыҫҫӑн Чэнь Ши-чэн куҫӗнче темле расна ҫутӑ палӑрнине, ун пек чух ӑна чӑрмантарма юраманнине, киле иртерех питӗрӗнсе лармаллине ҫывӑхра пурӑнакансем ытти ҫулсенчи тӗслӗхсенченех лайӑх пӗлсе тӑраҫҫӗ.

Живший здесь мелкий люд по опыту прежних лет знал, что с окончанием ежегодных экзаменов, после того как вывесят списки, в глазах у Чэня появляется особый блеск, и тогда лучше поменьше судачить о чужих делах и пораньше запереть двери.

Йӑлтӑр ҫутӑ // Николай Григорьев. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 67–76 стр.

Чэнь Ши-чэн уезд управленийӗнче экзамен тытнисен списокне, стена ҫумне ҫакса хунӑскерне, пӑхкаланӑ хыҫҫӑн киле таврӑнма тухнӑ чухне кӑнтӑрла иртнӗччӗ ӗнтӗ.

Было уже за полдень, когда Чэнь Ши-чэнь вернулся домой, а ведь ушел он очень рано, чтобы просмотреть списки выдержавших уездные экзамены.

Йӑлтӑр ҫутӑ // Николай Григорьев. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 67–76 стр.

Ну, каям-ха, хам ӑйӑрсемпе сывпуллашатӑп та — киле.

Ну, пойду, попрощаюсь с моими жеребцами — и домой.

XXIX сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Киле карчӑк патне каймалли ҫук манӑн: киле пыратӑп, анчах мӗн усси пур-ха?

Домой, к старухе, мне идти ни к чему: приду, а что от этого толку?

XXVIII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Пулса ҫитнӗ тулла ҫил урапа ҫинчен кӗлти-кӗлтипе, тӗмӗ-тӗмӗпе вӗҫтерсе кайнине курса, урнӑ ҫанталӑкпа кӗрешме ывӑнса, вӑл виҫӗ йӳплӗ сенӗкпе тем пысӑкӑш ҫӗклем тулӑ ҫӗкленӗ те, хӗвелтухӑҫнелле пӑхса, ҫиле хирӗҫ: «Эсӗ аплах вӑйлӑ пулсан, кӑна та вӗҫтерсе кай! Вӗҫтер, мур илесшӗ!» — тесе тарӑхса кӑшкӑрнӑ; — унтан, тула тиенӗ урапана тӳнтерсе ярса, тем-тем каласа вӑрҫса, пушӑллах киле таврӑннӑ.

Видя, что с возов ветер несет вязанками, копнами спелую пшеницу, отчаявшись бороться со стихией, поднял на вилах-тройчатках огромное беремя пшеницы и, глядя на восток, адресуясь к ветру, в ярости заорал: «Ну, неси и эту, раз ты такой сильный! Неси, будь ты проклят!» — и, перевернув арбу с наложенной по наклецки пшеницей, нещадно ругаясь, порожняком поехал домой.

XXVIII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Эсир кунта ларнине кура тӑркачах мӗн шуйттан тума киле чӗннӗ пулӑттӑм-ха эпӗ вӗсене?

За каким же чертом, прости господи, зазывал бы я их в дом, ежели вы тут отсиживаетесь?

XXVI сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

— Эпӗ чӗнмен вӗсене, хӑнана пыратпӑр тесе хӑйсем ҫулӑхрӗҫ вӗсем, киле халех кӗме тӑчӗҫ, каҫчен кӗтме аран-аран ӳкӗте кӗртрӗм.

— Не я их приглашал, они сами навязались в гости и норовили зараз же пройти в дом, насилу уговорил их подождать до вечера.

XXVI сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Уйранах киле вӗҫтертӗм.

Прямо с поля повернулся и поехал домой.

XXV сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Унӑн ҫемйи пысӑк, хӑй вӑл — асли, пӗтӗм киле тытса пырать…

У нее большая семья, сама она — старшая, тянет весь дом…

XXIV сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Шутласа пӑх та киле вӗҫтер, ҫывӑрса тӑран.

Одумайся и ступай домой, проспись.

XXIV сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Киле пулсан, пирӗн ҫулсем пӗрле.

Ежели домой, то нам по дороге.

XXIV сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

— Эсир киле каятӑр-и?

— Вы домой идете?

XXIV сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Эсир киле яланах ҫак тӑкӑрлӑкпа кайнине пӗлетӗп эпӗ.

Я знаю, что вы этим переулком всегда домой ходите.

XXIV сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Вӑл арӑмне киле пуртӑ илме ячӗ.

Он уже ее домой послал за топором.

XXIII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed