Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

курнӑ (тĕпĕ: кур) more information about the word form can be found here.
Вара эпӗ Поляр ункин леш енчи пӗчӗкҫӗ порт хулине курнӑ пек пулатӑп, унӑн йывӑҫ ҫуртлӑ урамӗсем тӑрӑх кӳлнӗ пӑлансем ҫӳреҫҫӗ.

И мне представлялся маленький портовый городок за Полярным кругом, где по деревянным улицам ходят в упряжке олени.

Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Николай Антонович ҫинчен каласан ӗнтӗ, вӑл ҫапла макӑрнине эпӗ пайтах курнӑ, йӑлӑхрӑм та.

Что касается Николая Антоныча, то я уже много раз видела, как он плачет, и мне это надоело.

Улттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Ватӑ ненец кунта нартӑ ҫине вырнаҫтарнӑ кимӗ курнӑ.

Здесь старый ненец нашёл лодку, поставленную на нарты.

Пиллӗкмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Ӑна вара унтан концертран таврӑннӑ Александра Димитриевна курнӑ та ҫавӑнтах тав-шав хускатнӑ, Вальӑн хӑйӗн парнине каялла леҫмеллех пулчӗ.

Но там её нашла Александра Дмитриевна, вернувшаяся со своего концерта, и тут поднялся такой крик, что Вале пришлось уйти со своим подарком.

Пӗрремӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Каҫ кӳлӗм куҫӗсем унӑн ытла хуран курӑнчӗҫ, ҫавӑнтах мана ун куҫӗсене ҫеҫ курнӑ пек туйӑнчӗ, вара, ытти умра мӗн пурри те йӑлтах тӗттӗмленсе шӑранчӗ.

У него глаза казались очень чёрными в сумерках, и мне вдруг показалось, что я вижу только эти глаза, а всё вокруг темнеет и уходит.

Пӗрремӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Ҫак карточкӑна курнӑ пулсан капитан та хӗпӗртенӗ пулӗччӗ.

Капитан был бы доволен, увидев это фото.

Вуннӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Вӑл урам урлӑ каҫнине курнӑ чух эп темшӗн хӑраса ӳкрӗм, вӑл шухӑша кайса утать.

Мне стало почему-то страшно, когда я увидел, как она переходит улицу, задумчивая,

Саккӑрмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Пирӗн калаҫу хам тӗрӗс иккенне тепӗр хут та тӗплӗн кӑтартса парассӑн туйӑнчӗ мана, ҫак старике пӗр кӗтмен ҫӗртен курнӑ пекех, тӗлӗнмелле ҫӗнӗ хыпар илтессӗн туйӑнчӗ.

Мне казалось, что наш разговор будет новым доказательством моей правоты, таким же новым и удивительным, каким было внезапное появление этого человека.

Улттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Хӑйӗн кӑвак ҫӳҫ пайӑрки шӳрешкеленсе тӑнипе вӑл инкек те хӗн курнӑ ватӑ кайӑк евӗрлех.

Со своим острым седым хохлом на голове он был похож на старую, замученную птицу.

Пиллӗкмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Эпӗ ӑнтартӑм: эпӗ пӗр ватӑ ненецпа тӗл пулсаттӑм, ҫав ненец хӑй куҫӗпе хӑй курнӑ экспедици нартисене.

Мне повезло: я встретился со старым ненцем, последним человеком, который своими глазами видел нарты, принадлежавшие экспедиции,

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Ун ячӗпе мухтаса каласан куҫӗ хӗн курнӑ чухнехи пек пӑха-пӑха илчӗ.

Когда его хвалили, у нем становились страдающие глаза.

Иккӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

— Ҫук, ик-виҫ кунлӑха ҫеҫ, — тавӑртӑм эпӗ сассӑма яланхинчен улӑштарас марччӗ тесе; хам асӑмра вара ӑна Триумфальнӑйра юлашки хут курнӑ пекех туйса тӑтӑм, вӑл ҫӗлӗк тӑхӑннӑччӗ, юрпа йӗпеннӗ пальтопаччӗ.

— Нет, на несколько дней, — ответил я, тоже стараясь говорить обыкновенным голосом, как будто мне не казалось, что я вижу ее сейчас в том самом треухе с не завязанными ушами, в том пальто, мокром от снега, в котором она была на Триумфальной в последний раз.

Пӗрремӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Ненецсем паҫӑртанпах пирӗн патра тӑраҫҫӗ, эпӗ ҫак пакура кӑшкӑра-кӑшкӑра тухтӑра кӑтартнине вӗсем пин хут та курнӑ пек пӑхаҫҫӗ.

Ненцы давно уже стояли вокруг нас, и у них был такой вид, как будто они уже тысячу раз видели, как я показывал доктору этот багор, кричал и волновался.

Вунтӑваттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Хӑвӑр пӗр шухӑшпа кӑна пурӑнса курнӑ пулсан, ҫут тӗнчере урӑх шухӑш, урӑх ӗмӗт пур тени те сире тӗлӗнтерсе пӑрахнӑ пулӗччӗ.

Бывает, вы полны одной мыслью, так что даже странным кажется, что есть на свете какие-нибудь другие желания и мысли.

Вунтӑваттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Вӑхӑтӑн-вӑхӑтӑн ырӑ мар тӗлӗк курнӑ хыҫҫӑн вӑранса каяс тесе, мӗн те пулин аса илме тӑрӑшнӑ пек шухӑшла-каласа пӑхас килет пулин те, текех ӗнтӗ вӑл-ку ҫинчен шухӑшламастӑп.

Время от времени хотелось как будто проснуться от кошмара, будто хотелось что-то вспомнить, но я об этом не думаю.

Вунпӗрмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Сӑмах майӗн каласан, тухтӑр ҫитсе курнӑ унта.

Впрочем, доктор бывал там.

Вунпӗрмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Ҫук, ан калӑрах мана, — терӗ Анна Степановна чӗри патӗнчен тухакан туйӑмпа, — эпӗ ӑна хам куҫӑмпа курнӑ.

Нет, вы мне не говорите, — с силой сказала Анна Степановна, — я это видела своими глазами!

Саккӑрмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Эпӗ, театрта сасартӑк ҫутӑ ҫутса янӑ чухнехи пекех, халь ҫеҫ сцена ҫинче курнӑ ҫынсем хам ҫумра тӑнине асӑрхарӑм!

Как будто в театре вдруг зажгли свет и я увидел рядом с собой людей, которых только что видел на сцене.

Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Эпӗ вӗт ҫав хӗрарӑм мӗнле вилнине те курнӑ.

Я ведь видел, как эта женщина умирала.

Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Ҫывӑхарах пырсан, вӗсем акӑлчансен сӑра бутылкине курнӑ.

Подойдя ближе, они увидали недалеко бутылку из-под английского пива.

Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed