Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

курса (тĕпĕ: курс) more information about the word form can be found here.
Пӗр-иккӗ «ҫавӑрса хунӑ» хыҫҫӑн ҫыравҫӑ-хӗрарӑмпа художник калаҫса савӑннине курса ларма уйрӑмах кӑмӑллӑ.

Help to translate

Мӗтри мучи пек ватӑласчӗ // Юрий Яковлев. Хыпар, 1998.08.28

Хам та ҫак ҫӗнӗлӗхсемпе усӑ курса пӑхрӑм.

Сам я тоже воспользовался этими нововведениями.

Транспорт реформи — ырламалла е хурламалла? // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/content/4736-%D0%A2% ... 0%BC%D0%B0

Вӗсем кӗске вӑхӑтра ҫӗр пулӑхлӑхӗпе усӑ курса ытларах тупӑш илсе юлма кӑна ҫул-йӗр шыраҫҫӗ.

Help to translate

Ҫӗр ҫинче ӗҫлеме мантӑмӑр // П. Воробьев. «Ҫӗнтерӳ ялавӗ», 2010,10,27

Ҫитменнине тата «минимализаци» меслечӗпе усӑ курса ҫӗр-аннемӗре сухалама та манчӗҫ, пусӑсем тӑрӑх «шӑйӑркаласа ҫеҫ иртеҫҫӗ».

Help to translate

Ҫӗр ҫинче ӗҫлеме мантӑмӑр // П. Воробьев. «Ҫӗнтерӳ ялавӗ», 2010,10,27

Пурте курса тӑни ҫинчех мӗншӗн-ха ял хуҫалӑхӗ арканма чарӑнмасть?

Хотя все видят, почему же сельское хозяйство все же разрушается?

Ҫӗр ҫинче ӗҫлеме мантӑмӑр // П. Воробьев. «Ҫӗнтерӳ ялавӗ», 2010,10,27

Атнер пиччепе ун пурнӑҫӗнчи чи йывӑр кунӗнче куҫа куҫӑн курса паллашмалла пулса тухрӗ те ман, ҫав вӑхӑтранпа ку таранчченех пӗр татӑлмасӑр ҫумма ҫуммӑн пӗрле юлташла килӗштерсе пурӑнатпӑр темелле.

Help to translate

Юбилеюпа сана, Атнер пичче! // Николай Лукианов. https://chuvash.org/content/4710-%D0%AE% ... B5%21.html

Вӑл ҫуккипе усӑ курса хваттерти кивелнӗ обойсене ҫӗнетме шухӑшларӑмӑр.

Help to translate

Мӗн пур ӗҫе пӑрахса майра шырамалла! // Ҫамрӑксен хаҫачӗ. Ҫамрӑксен хаҫачӗ

Яш чухне курса ҫӳремелле.

Help to translate

Воркутана вӑркӑнтӑм... // Ҫӗнтерӳ ҫулӗ. Ҫӗнтерӳ ҫулӗ, 2009,04,18

Курса ҫӳренипе вӗсен куҫӗсем уҫӑлаҫҫӗ, тавракурӑмӗ аталанать, тарӑн шухӑш хӑварать.

Help to translate

Паллӑ каникул // Светлана ЧИКМЯКОВА. Ҫӗнтерӳ ҫулӗ, 2016,07,06

— Мониторинг ирттернӗ лавккасенче республикӑри тӗрлӗ предприяти хатӗрлекен мӗнпур йышши апат-ҫимӗҫ, пылак ҫимӗҫ, сӗт юр-варӗ, ял ӗҫченӗсем ҫитӗнтерекен пахчаҫимӗҫ, ҫӗрулми, ӗҫмелли шыв, эрех-сӑра, ытти тавар ҫителӗклӗ пуррине хамӑр куҫпа курса ӗнентӗмӗр, — терӗ ял хуҫалӑх министрӗ рейда пӗтӗмлетсе.

Help to translate

Хамӑрӑн тавара туянӑр! // Юрий МИХАЙЛОВ. «Хыпар», 2016.07.20

Ҫакӑн пек ӑнӑҫлӑ мелпе усӑ курса калавҫӑ Ястребовӑн наука ӗҫӗнчи вырӑнӗпе «йывӑрӑшне» те лайӑх туйса илме май парать вулакана.

Help to translate

Илемлӗ хайлаври типсемпе вӗсен пурнӑҫри прототипӗсем ҫинчен // Юрий Артемьев. https://chuvash.org/content/3128-%D0%98% ... 1%80%D0%B8

Кунта Плутарх каланине аса илни вырӑнлӑ пулӗччӗ: «Чӑнлӑха ӑнлансах пӗтереймен ҫын айван, анчах та чӑнлӑха курса тӑрсах ӑна суя тесе ӗнентерме пӑхакан этем — преступник».

Help to translate

Илемлӗ хайлаври типсемпе вӗсен пурнӑҫри прототипӗсем ҫинчен // Юрий Артемьев. https://chuvash.org/content/3128-%D0%98% ... 1%80%D0%B8

Ҫав самантсенче унра яланах хамшӑн кӑсӑк енсем-пулӑмсем асӑрханӑ ҫеҫ мар, час-часах ниепле те пуҫа шӑнӑҫма пултарайман мыскаралла япаласем курса шалтах тӗлӗнни асӑмран тухмасть.

Help to translate

Илемлӗ хайлаври типсемпе вӗсен пурнӑҫри прототипӗсем ҫинчен // Юрий Артемьев. https://chuvash.org/content/3128-%D0%98% ... 1%80%D0%B8

Чуна час-часах ҫав тери тӑвӑрччӗ, сӑмахран, пӗр-пӗр пуҫлӑх шутланаканскер, этем чысӗ-тивӗҫӗпе ҫыхӑннӑ пахалӑхсене ним чухлӗ те уямасӑр ҫеҫ мар, вӗсене «ури айне сарса» утса ҫӳренине куллен курса тӑма.

Help to translate

Илемлӗ хайлаври типсемпе вӗсен пурнӑҫри прототипӗсем ҫинчен // Юрий Артемьев. https://chuvash.org/content/3128-%D0%98% ... 1%80%D0%B8

Палӑртса хӑварма кӑмӑллӑ: пирӗн районта туса илекен хӑмлапа хамӑр Чӑваш Енри Муркаш районӗнчи сӑра тӑвакан заводра та усӑ курса тутлӑ та техӗмлӗ Чӑваш сӑрине вӗретеҫҫӗ.

Help to translate

«Симӗс ылтӑнран» - чӑн-чӑн ылтӑн медаль // А.НИКОЛАЕВА. Хӗрлӗ ялав, 10.06.17

Ҫапла майпа усӑ курса темиҫе ҫул каялла «Ялав» журнала хупрӗҫ.

Help to translate

Шӑннӑ чӗресем пирки // Базиль Кириллов. https://chuvash.org/content/3102-%D0%A8% ... D0%B8.html

Икӗ хурӑнпа усӑ курса уявӑн йыхрав стендне хатӗрленӗ.

Help to translate

Кӗрлеври ял уявне мӗншӗн чӑвашла илемлетмен? // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/content/3122-%D0%9A% ... B%D0%B5%D1

«Ара, манӑн монографирен юлнӑ материал чылай, вӗсемпе усӑ курса ҫакӑн пек словарь кӑлараятӑп-ҫке», — терӗм.

Help to translate

Словаре те кӑсӑклӑ роман пекех вулама пулать // Роза Власова. «Хыпар», 2017.04.26, 60№

Аниса Алексеева тӗрлӗ чӗлхене танлаштарассипе ҫыхӑннӑ «Танлаштаруллӑ лингвистика, контрастивистика» курса ертсе пыратчӗ.

Help to translate

Словаре те кӑсӑклӑ роман пекех вулама пулать // Роза Власова. «Хыпар», 2017.04.26, 60№

Вӑхӑт ҫитӗ - хӑвӑр курса, акӑ, тӗлӗнӗр.

Help to translate

Уявра парад та пулӗ // Юрий ЛИСТОПАД. «Хыпар», 2015.04.30, 76-77№

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed