Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ҫӗклесе (тĕпĕ: ҫӗкле) more information about the word form can be found here.
Ҫак хушӑра Ольӑпа Уля Палас хӗрринче хӑйӑрпа ҫап-ҫутӑ тасатнӑ сӑмавара иккӗшӗ икӗ хӑлхинчен ҫӗклесе кӗчӗҫ.

Help to translate

Тарье таврӑнсан // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Хрестук савнӑ тусӗ михӗ ҫӗклесе каҫнине те, вӑл каялла васкаса кайнине те аванах курса тӑчӗ, анчах тухса сӑмах таврашӗ хушмарӗ: ытла та аван мар пек туйӑнчӗ ӑна.

Help to translate

Эй, Хветут, Хветут // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Ҫӑнӑхӗ ҫур михӗрен иртсен, Хветут шӑлне вӗҫертрӗ те: — Ҫитет пуль, Сергей, унсӑрӑн эпӗ ҫӗклесе те каҫаймӑп, — терӗ.

Help to translate

Эй, Хветут, Хветут // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Вара пӗр минтер илсе килчӗ те, упӑшки пуҫне ҫӗклесе, ун айне хучӗ, хӑй, тарӑн шухӑша путса, мӑшӑрӗпе юнашар ларчӗ.

Help to translate

Якку атте шӑпи // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Матушка хыпӑнса ӳкрӗ, ӑна вырӑн ҫине ҫӗклесе вырттарасшӑн тӗрмешрӗ, анчах вырӑнӗнчен те хускатаймарӗ.

Help to translate

Якку атте шӑпи // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Халиччен тӳсӗмлӗ итлесе тӑнӑ Хрестук сылтӑм аллине ҫӗклесе сывлӑшра ваш! сулса илчӗ те: — Ухмах эсӗ! — тесе хучӗ.

Help to translate

Пуху // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Алӑ ҫӗклесе уҫҫӑн-и е вӑрттӑн-и? — докладчика пӳлсех ыйтрӗ пӗри.

Help to translate

Пуху // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Ҫитменнине тата, хӗр ун ҫине пуҫ ҫӗклесе те пӑхмасть — ҫӑвать те ҫӑвать.

Help to translate

Пӑтӑрмах // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Пӑхрӗ те, саппун аркине ҫӗклесе кантринчен хӗстернӗ, тутӑрне майралла ҫавӑрса ҫыхнӑ Хрестук васкасах урай сӗрнине курса, кӑтӑрса кайрӗ.

Help to translate

Пӑтӑрмах // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Петӗрпе Сахар арман хуҫин йывӑр кӳлепине иккӗшех вырӑн ҫине ҫӗклесе хучӗҫ.

Help to translate

Вилӗм // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Унтан виҫҫӗшӗ пӗрле — кӳршӗ, Хӗритун тата хуҫа хӗрӗ — Тилӗ ҫӗлӗкне ҫуна ҫине хурса килне илсе кайрӗҫ, пӳрте ҫӗклесе кӗрсе вырӑн ҫине хучӗҫ.

Help to translate

Вилӗм // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Усӑнакан йывӑр пуҫне ҫӗклесе тем каласшӑн пулчӗ-ха вӑл — калаймарӗ, тутине ҫеҫ мӗкӗлтеттерсе илчӗ.

Help to translate

Вилӗм // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Урса, тулхӑрса кайнӑ ашшӗ крыльца алӑкне хупнӑ-хупманах чышкине ҫӗклесе ун ҫине ыткӑнчӗ.

Help to translate

Вилӗм // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

— Хапхана ҫӗклесе, ерипентерех уҫ-ха, Иван, — терӗ Сергей.

Help to translate

Тилӗ ҫӗлӗкӗ // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

— Сергей мана нихҫан та алӑ ҫинче ҫӗклесе ҫӳреп темест.

Help to translate

Тилӗ ҫӗлӗкӗ // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Ӗҫлеттерме мар, алӑ ҫинче ҫӗклесе ҫӳренӗ пулӑттӑм.

Help to translate

Тилӗ ҫӗлӗкӗ // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Хӑй ӗҫне пӗтерсен, Сахар сӗтел умнерех пычӗ, тулли черккине пуҫӗнчен те ҫӳле ҫӗклесе, пурин ҫине те ӑшшӑн пӑхса ҫаврӑнчӗ, унтан: — Ытарайми ырӑ тӑванӑмсем, пӗр-пӗринпе сайра хутра ҫеҫ тӗл пулакан пултӑмӑр. Хальхинче эпӗ сире пӗр куна мар, эрне тесен эрне те хӑналама чӗнтӗм. Пурсӑр та кӑмӑл тӑраниччен ӗҫсе ҫийӗр, юрлӑр та ташлӑр, савӑнӑр! Ӗмӗр асӑнмалӑх пултӑр. Пурне те ман пек ӗҫме сӗнетӗп, — терӗ те вӑл, аллинчи черккене пушатса та хучӗ.

Help to translate

Ӗҫке-ҫикӗ мыскари // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Кайран, виҫҫӗшӗ пӗрле, ӑна ҫӳлелле ҫӗклесе тӑратрӗҫ те туртисемпе тӗревлесе хучӗҫ — ҫурма хӳшӗ пулса та тӑчӗ.

Help to translate

Вырмара // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Ҫапла калаҫкаланӑ чухне ун патне хӗрача пырса тӑчӗ те, Ленин ӑна арки ҫине ҫӗклесе лартрӗ.

Help to translate

Горкӑран таврӑнсан // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

— Вова аллинчи хутне ҫӳлелле ҫӗклесе кӑтартрӗ.

Help to translate

Горкӑран таврӑнсан // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed