Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

яма (тĕпĕ: ям) more information about the word form can be found here.
— Пирӗн сӑлтав пур: пӗрле каятпӑр тесе Иливана яма ыйтатпӑр.

Help to translate

5. Мӑян ҫулӗ // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Воевода пӑлхавҫӑсене государь ячӗпе каҫарма, пурне те киле яма пулать.

Help to translate

2. Мӑрсан хӑлхи питӗрӗннӗ // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Ҫармӑс мӑрси Мамич-Бердей, хӑйӗн ҫыннисемпе тин ҫеҫ килсе ҫитнӗскер, Хусана темиҫе ҫын яма сӗнчӗ, Скуратовпа Лихорев баскаксене вӗлерни ҫинчен наместникпа воеводӑсене пӑлханакан мӗн пур халӑх ячӗпе пӗлтерсе хумалла терӗ.

Help to translate

2. Мӑрсан хӑлхи питӗрӗннӗ // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Юлашкинчен, ҫӗрпӳсене кун пек кӑмӑлпа кӑларса яма ҫуккипе пӗлсе йӑпӑлтатса та пӑхрӗ.

Help to translate

16. «Ывӑлусем хитре сан, ҫӗрпӳ» // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Кӑҫал вӗсен ҫемйине пысӑк инкексемех умлӑн-хыҫлӑн киле-киле ҫапрӗҫ-ха: ҫур тырри — сӗлӗпе пӑри — алӑпа тӑпӑлтармалӑх ҫеҫ пулчӗ, кӗркунне, выльӑха вӑрмана яма пӑрахсан, ӗнене янккамас упа ҫурса тӑкрӗ.

Help to translate

11. Ват ҫын хаярлӑхӗ // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Эп чӗлхене ҫӑтса яма та хатӗр, ҫак тамӑкран ҫӑлӑнасчӗ ҫеҫ.

Help to translate

2. Чулсем макӑраҫҫӗ // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

— Тӗкӗрҫсене пӗчӗккӗн-пӗчӗккӗн Ту енне кӑларса яма тытӑнмалла.

Help to translate

1. Юнлӑ пукрав // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

— Ирӗке яма ӗлкӗрӗн, — терӗ лешӗ пуллине чӑмлама пӑрахмасӑр.

Help to translate

14. Ҫӳллӗ иккен Хусан хӳмисем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Воротынскисем Арск енне ҫапӑҫӑва татса паракан чи хӑрушӑ вырӑн тесе шутларӗҫ, ҫавӑнпа унта маттур утамансем ертсе пыракан казаксене, вӗсем хыҫҫӑн вара ҫапӑҫура хӑйсене кӑтартса панӑ стрелецки головасене яма сӗнчӗҫ.

Help to translate

14. Ҫӳллӗ иккен Хусан хӳмисем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Вырӑссен умӗнче вара чӗлхене нихҫан та ирӗке яма юрамасть, халь ку пирӗншӗн паллӑ».

Help to translate

14. Ҫӳллӗ иккен Хусан хӳмисем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Ыранах чи хӑрушӑ ҫӗре яма пултаратӑн мана, чи йывӑр ӗҫ хушма пултаратӑн.

Help to translate

14. Ҫӳллӗ иккен Хусан хӳмисем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Анчах эсӗ вӑл сӑмаха тӳрех персе яма хӑратӑн.

Help to translate

14. Ҫӳллӗ иккен Хусан хӳмисем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Анчах кун пек майпа вырӑссене хӑваласа яма май ҫук.

Help to translate

14. Ҫӳллӗ иккен Хусан хӳмисем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

— Ун чухне сире пурсӑра та ҫапӑҫӑва яма май килмерӗ.

Help to translate

14. Ҫӳллӗ иккен Хусан хӳмисем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

— Иртнӗ ҫул аслӑ князь жалованнӑй хут парсан эсир хӑвӑра тутарсене хирӗҫ ҫапӑҫӑва яма ыйтаттӑрччӗ, — терӗ Микулинский Ту енчи мӑрсасене.

Help to translate

14. Ҫӳллӗ иккен Хусан хӳмисем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Ҫыннисене нумаях тивӗртеймерӗҫ пуль ку пищальсем, анчах утсене каялла хӑваласа яма вӑл ҫителӗклӗ пулчӗ.

Help to translate

14. Ҫӳллӗ иккен Хусан хӳмисем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Вӗсем хӑйсене пӗр самантлӑха киле яма ыйтаҫҫӗ.

Help to translate

13. Хусан княҫӗсем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Патша окольничийӗ престолсӑр хӑварнӑ ҫынпа тавлашса ҫӑвар тутине сая яма шутламанччӗ.

Help to translate

13. Хусан княҫӗсем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Тепӗр кунне ҫар пуҫӗсем ҫакна курчӗҫ: Адашев кунта патша сӑмахне ҫитерме ҫеҫ килмен, вӑл мӗн пур ӗҫе йӗркелесе яма, ертсе пыма, Хусанта вырӑссене кирлӗ пек улшӑну тума килнӗ.

Help to translate

13. Хусан княҫӗсем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Вӗсем сисмесӗр тӑма пултараймарӗҫ: тутар ханӗ пулнӑ май Шигалейӗн ҫакӑн пек калама сӑлтав та ҫук мар, вырӑссене хулана кӗртсе яма чӑнах та йывӑр ӑна, ҫав вӑхӑтрах воеводӑсен Хусан хулине алӑран та вӗҫертес килмерӗ, — ытла нумайччен тавлашса пурӑнчӗ вӑл мӑн кӑмӑллӑ та вӑйлӑ Руҫпе, ытла нумай вӑй хучӗҫ вырӑссем ӑна ӗмӗрлӗхех хӑйсене парӑнтарассишӗн.

Help to translate

13. Хусан княҫӗсем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed