Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ыратать (тĕпĕ: ырат) more information about the word form can be found here.
Пар каласа пӗтерме: манӑн ав ак ҫакӑнта сурса ыратать, пӗрмаях чуна вӑтӑрса хӗсет…

Дай мне сказать: у меня вот тут сосет и сосет, кортит все время…

XLVI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

— Мӗн ыратать, тӗлӗнтермӗш-паттӑрсем?

— Чем больны, чудо-богатыри?

Госпиталь // Василий Чураков. Алексеев, Сергей Петрович. Суворов ҫинчен: повесть; вырӑсларан Василий Чураков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1967. — 5-143 с.

— Мӗн ыратать, тӗлӗнтермӗш-паттӑрсем?

— Чем больны, чудо-богатыри?

Госпиталь // Василий Чураков. Алексеев, Сергей Петрович. Суворов ҫинчен: повесть; вырӑсларан Василий Чураков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1967. — 5-143 с.

— Мӗн ыратать? — ыйтнӑ каллех Суворов.

— Чем больны? — повторил Суворов.

Госпиталь // Василий Чураков. Алексеев, Сергей Петрович. Суворов ҫинчен: повесть; вырӑсларан Василий Чураков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1967. — 5-143 с.

— Мӗн ыратать, тӗлӗнтермӗш-паттӑрсем?

— Чем больны, чудо-богатыри?

Госпиталь // Василий Чураков. Алексеев, Сергей Петрович. Суворов ҫинчен: повесть; вырӑсларан Василий Чураков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1967. — 5-143 с.

Анчах манӑн чӗре леш пакунлӑ харам пырсемшӗн мар ыратать.

Но не о тех, с погониками, болит сердце…

XX // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Ҫара урисене урайне антарса, алтупанӗпе питне сӑтӑркаласа илчӗ те Сергей ҫине ыйхӑллӑ та тунсӑх куҫӗсемпе: «А! Эсӗ-ҫке ку, Тутаринов… Мӗн кирлӗ сана? Эпӗ ӗнер час выртман, манӑн пуҫ ыратать, сана мӗн арҫурисем ҫапла ир сӗтӗрсе ҫӳреҫҫӗ…» — тенӗ пек пӑхрӗ.

Опустив босые ноги на пол, он протер ладонью лицо и посмотрел на Сергею своими заспанными и тоскливыми глазами, будто говоря: «А! Это ты, Тутаринов… Что тебе нужно? Я вчера лег поздно, у меня голова болит, чего тебя черти носят в такую рань…»

XXXIII сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Вӑл Сергее пӗр сӑмах та чӗнмерӗ, пуҫӗ ыратать тесе ҫывӑрма выртрӗ…

Он не обмолвился с Сергеем ни одним словом, сказал только, что у него болит голова, и лег спать…

XXII сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Чӗрем ыратать, тӳсеймерӗм…

Сердце болит, не мог…

XII сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Мана питӗ хурлӑх, питӗ чӗрем ыратать

Мне больно и горько…

IX сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

— Сережа, манӑн чунӑм питӗ ыратать, анчах эсӗ ман ҫинчен ун пек каласса эпӗ шанмастӑп…

— Сережа, мне больно, но я не верю, чтобы ты такое обо мне сказал…

IX сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

— Пӗлетӗп эпӗ, — терӗ Анфиса, Соня ҫине йӑпӑрт пӑхса илсе, — санӑн, Соня, чӗрӳ ыратать

— Я знаю, — сказала Анфиса, мельком взглянув на Соню, — у тебя, Соня, серденько болит…

V сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Чун ыратать ман, Сергей Платонович!..

Обидно, Сергей Платонович!..

VII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

— Текех ҫӳретӗн, текех васкатӑн, сан ҫинчен шухӑшласа манӑн чун ыратать

— Все ездишь, а у меня только душа болит, думаючи о тебе…

XXX сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Вӑкӑрсемпе пыраймастӑп, пуҫ ыратать, тет.

Не могу, говорит, ехать на быках, голова болит.

XXII сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Манӑн хирсем тӑрӑх ҫӳремелле, эпӗ выртатӑп ак… сурать… ыратать, — вӑл хурлӑхлӑн кулса илчӗ, аллине кӑкӑрӑн сулахай енне хучӗ.

Мне бы по степи мотаться, а я вот лежу… пошаливает… болит, — и он положил руку на левую сторону груди.

XXI сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

«Чӗре ыратать, тет.

«На сердце жалуется.

XX сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

— Сана вӑл пӗррелӗхе ҫапла туйӑнать, кунӗпе ҫӳресен, пӗтем шӑмшак ыратать.

— То тебе так кажется с охотки, а ежели денек вот так поплаваешь, все тело разболится.

IV сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Ыратать, ваше сиятельство! — кӑшкӑрать Кобылин.

— Болит, ваше сиятельство! — кричит Кобылин.

Чаплӑ куҫпӑван // Георгий Ефимов. Сергей Алексеев. Гришатка Соколовӑн пурнӑҫӗпе вилӗмӗ: повесть. Георгий Ефимов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 83 с.

Григорийӗн сулахай куҫӗ йӗппе тирнӗ пек ыратать, пӑхма памасть; вӑл аран-аран сылтӑм куҫне уҫрӗ: ҫуртӑн ҫурри ишӗлсе аннӑ, хӗрлӗ кирпӗч тӗпренчӗкӗсем нӗрсӗррӗн купаланса выртаҫҫӗ, вӗсенчен хӗрлӗ тусан мӑкӑрланать.

Острая боль в левом глазу не давала Григорию возможности глядеть; с трудом раскрыв правый, увидел: половина дома разрушена, красным уродливым месивом лежали кирпичи, над ними курилась розовая пыль.

20 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed