Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

шкулӗнче (тĕпĕ: шкул) more information about the word form can be found here.
Асанкасси вӑтам шкулӗнче ирттернӗ тӗлпулура Пӗрлехи информаци кунӗн ыйтӑвӗсене сӳтсе явма учительсем активлӑн хутшӑнчӗҫ.

Help to translate

Тӗрлӗ ыйтупа калаҫнӑ // Л.ШУРЯШКИНА, Н.АРХИПОВА. «Каҫал Ен», 2016.04.22

Апрелӗн 16-мӗшӗнче «Сывлӑх» спорт шкулӗнче шывра ишессипе район чемпионачӗ иртрӗ.

Help to translate

Спорт хыпарӗсем // Ҫӗнтерӳ ялавӗ. «Ҫӗнтерӳ ялавӗ», 2016.04.20

Ҫак уйӑхра та Шупашкар хулинчи ачасемпе ҫамрӑксен «Спартак» спорт шкулӗнче хӗрсемпе ҫамрӑксем хушшинче асӑннӑ волейбол лигин VI Чемпионачӗн финалти вӑййисем пулчӗҫ.

Help to translate

Тушкилсем - виҫҫӗмӗш // Е.ЕМЕЛЬЯНОВА. «Ял ӗҫченӗ», 2016.04.22

Пушарнӑйсемпе ҫӑлавҫӑсене Елчӗк шкулӗнче вӗренекенсем, культура ӗҫченӗсем, «Туслӑх» фольклор ансамблӗ илемлӗ юрӑсемпе саламларӗҫ.

Help to translate

Пушарнӑйсемпе ҫӑлавҫӑсен уявӗнче // В.СМИРНОВА. «Елчӗк Ен», 2016.04.20

9. Анчах та хӑшӗ-пӗрисем ӗненмен, вӗсем халӑх умӗнче Ҫӳлхуҫа ҫулне хурланӑ; ҫавӑнпа Павел вӗренекенсене уйӑрса илнӗ те вӗсем патӗнчен кайнӑ, вара кулленех Тиранн ятлӑ пӗр ҫыннӑн шкулӗнче вӗрентнӗ.

9. Но как некоторые ожесточились и не верили, злословя путь Господень перед народом, то он, оставив их, отделил учеников, и ежедневно проповедывал в училище некоего Тиранна.

Ап ӗҫс 19 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Искусствӑсен шкулӗнче ачасене тӳлевсӗрех ятарлӑ пӗлӳ панӑ.

Help to translate

Анатолий Никитин: «Ҫынпа калаҫнӑ чухне те пуҫра кӗвӗ янӑрать» // Дмитрий МОИСЕЕВ. «Хыпар», 2016, пуш, 18; 35-36№

Ҫук, ӳнер шкулӗнче мар, хӑйӗн вӑйӗпе, укҫи-тенкипе ҫӗклесе лартнӑ икӗ хутлӑ кирпӗч ҫуртра.

Help to translate

Ҫитсе курӑр Муркаш тӑрӑхне // Надежда СМИРНОВА. «Хыпар», 2016, пуш, 18; 35-36№

Пӗрремӗш сеанса хӑй пӗлӳ илнӗ Тӑвай шкулӗнче ирттернӗ.

Первый сеанс провел в Янтиковской школе, где сам получал знание.

Сывлӑхне ҫапла ҫирӗплетнӗ // Хресчен сасси. «Хресчен сасси», 2016.03.17, 10№

Йӑмӑкӗ Валентина Вячеславовна Пӗрҫырлан шкулӗнче биологи вӗрентет.

Help to translate

Упа та, слон та — тем те пур кунта! // Элиза ВАЛАНС. «Тантӑш», 2016.03.17, 10№

Ирина Вячеславовна пултарулӑхӗпе аппӑшне, Хӗрлӗ Чутай районӗнчи Штанаш шкулӗнче ӗҫленӗ Галина Зотовӑна, хывнӑ.

Help to translate

Упа та, слон та — тем те пур кунта! // Элиза ВАЛАНС. «Тантӑш», 2016.03.17, 10№

Вӗсенчен пӗри - Комсомольски 1-мӗш вӑтам шкулӗнче пӗлӳ пухакан Аня Таборкина 11-мӗш класра вӗренекенскерӗн дневникӗнче «5» тата «4» паллӑсем ҫеҫ.

Help to translate

Олимпиада призерӗ // Н.АРХИПОВА. «Каҫал Ен», 2016, пуш, 18

Паянхи куна ку тӑрӑхра ҫивӗч ыйтусенчен пӗри - Тукай Мишер вӑтам шкулӗнче автобус ҫукки.

Help to translate

Ыйтусене ял ҫыннисемпе сӳтсе явнӑ // А.ЕФРЕМОВА,Н.АРХИПОВА. «Каҫал Ен», 2016, пуш, 18

1959-1964 ҫулсенче районта куҫса ҫӳрекен 6 кубокран 5-шӗ Апаш шкулӗнче упраннӑ.

Help to translate

Ҫаврӑнса пӑхсан та – ҫитӗнӳсем // ЛЕОНИД ПАВЛОВ. «Тӑван Ен», 19-20№, 2016.03.18-24

Тепӗр ҫулталӑкран Апаш шкулӗнче ӑс пухакан Миша Трофимов, Зоя Александрова, Николай Иванов, Галина Лаврентьева, Нина Николаева, Валентин Прокопьев йӗлтӗрпе ӑмӑртса малтисен ретне тухаҫҫӗ.

Help to translate

Ҫаврӑнса пӑхсан та – ҫитӗнӳсем // ЛЕОНИД ПАВЛОВ. «Тӑван Ен», 19-20№, 2016.03.18-24

Ҫапла вара, 1995-2015 ҫулсенче Чӑрӑшкасси шкулӗнче математикӑпа вӗрентрӗм.

Help to translate

Ашшӗне итлемесӗр професси суйланӑ // ВЕРА ШУМИЛОВА. «Тӑван Ен», 19-20№, 2016.03.18-24

Туҫи шкулӗнче ман пек ҫамрӑк специалистсем самаяхчӗ.

Help to translate

Ашшӗне итлемесӗр професси суйланӑ // ВЕРА ШУМИЛОВА. «Тӑван Ен», 19-20№, 2016.03.18-24

Паян вулакана ҫамрӑк ӑрӑва пурнӑҫ ҫулӗ ҫине тухма пулӑшакансенчен пӗринпе, Чӑрӑшкасси шкулӗнче нумай ҫул вӗрентекенре тимленӗ Любовь Степановӑпа паллаштарасшӑн.

Help to translate

Ашшӗне итлемесӗр професси суйланӑ // ВЕРА ШУМИЛОВА. «Тӑван Ен», 19-20№, 2016.03.18-24

Манӑн Калинино шкулӗнче вӗренме тӳр килчӗ.

Help to translate

Ачасемпе ҫыхӑннӑ пурнӑҫ // Юрий КОРНИЛОВ. «Ҫӗнтерӳ ҫулӗ», 2016, пуш, 11

2015 ҫулта вӗрентекен дипломне алла илсен Екатерина тӑван яла таврӑннӑ, Кӗҫӗн Ҫӗрпӳел вӑтам шкулӗнче технологипе рисовани предмечӗсене вӗрентме тытӑннӑ.

Help to translate

Ӗмӗтне пурнӑҫа кӗртнӗ // Н.АРХИПОВА. «Каҫал Ен», 2016, пуш, 11

Ӳкерме хӑнӑхнӑ, ӑсталӑхне районти искусство шкулӗнче туптанӑ.

Help to translate

Ӗмӗтне пурнӑҫа кӗртнӗ // Н.АРХИПОВА. «Каҫал Ен», 2016, пуш, 11

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed