Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

чылайӑшӗ (тĕпĕ: ) more information about the word form can be found here.
Ача ҫуртӗнче ӗҫлекенсем каланӑ тӑрӑх, Танзельӑна чылайӑшӗ ҫемьене илесшӗн пулнӑ, анчах хӗрача Афиатулловсемпе ҫеҫ пӗр чӗлхе тупайнӑ.

Help to translate

Пӗрре курсах ӑнланнӑ: унӑн хӗрӗ // Ирина КОШКИНА. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.03.17, 10 (6103) №

Ялта тӗпленекен ҫамрӑксенчен чылайӑшӗ тӑван тӑрӑхри сывлӑшпа сывласан кӑмӑл хӑпартланнине, хулара пӗр кун та пурӑнайманнине палӑртаҫҫӗ.

Help to translate

Ачаранпах выльӑх пӑхса ӳснӗ // Ирина КОШКИНА. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.03.17, 10 (6103) №

Чылайӑшӗ юлашки вӑхӑтра ҫамрӑксем ҫӑмӑлттай теме пӑхать пулин те, маттуррисем, тӑрӑшуллисем те йышлӑ-ха.

Help to translate

Олимпиада призерӗ // Н.АРХИПОВА. «Каҫал Ен», 2016, пуш, 18

Чылайӑшӗ районти культура ҫуртӗнче кино кӑтартсан, пит аван пулмалла», тет.

Help to translate

Пӗрле кино курар-и? // А.ЕФРЕМОВА. «Каҫал Ен», 2016, пуш, 18

Хуҫалӑхра вӑй хуракансенчен чылайӑшӗ ҫак шкултан пӗлӳ илсе пурнӑҫӑн анлӑ ҫулӗ ҫине тухнӑ.

Help to translate

Кӗрекене лариччен хура ҫӗре тарпа ҫумалла // Т.НИМАКОВА. «Хӗрлӗ ялав», 2016.03.15

— Журналистсен союзне ертсе пыраканӑн ӗҫӗ канӑҫсӑррине чылайӑшӗ чухламасть те.

Help to translate

Валерий КОМИССАРОВ: «Пичетленме черет кӗтекен статьясене тӗлӗкре те кураттӑм» // Ирина ПУШКИНА. «Хыпар», 2016, пуш, 15; 33-34№

Ашшӗ-амӑшӗ ытларах ывӑл-хӗрне Кӳкеҫ лицейне вӗрентме ярасси вӗрентӳ пахалӑхӗпе – чылайӑшӗ ахӑртнех ҫапла шухӑшланӑ – ҫыхӑнман иккен.

Help to translate

Кӳкеҫсен ыйту нумай // ЛЮБОВЬ МАН. «Тӑван Ен», 19-20№, 2016.03.18-24

Тӗп урамсем те чылайӑшӗ колеяллӑ, шӑтӑк-ҫурӑклӑ, пӗчӗкреххисем, пысӑк пуҫлӑхсен машинисем час-часах иртсе ҫӳременнисем, пирки калама та кирлӗ мар.

Help to translate

Юр каять. Пӗрле асфальт та // Николай КОНОВАЛОВ. «Хыпар», 2016, пуш, 15; 33-34№

Шел пулин те, ялсенче пурӑнакансенчен чылайӑшӗ хальхи вӑхӑтра хӑйсем выльӑхсене килти хуҫалӑхра ҫитӗнтернӗ вӑкӑрпа чуптарать.

Жаль, что сейчас многие деревенские жители свою скотину спаривают быками, выращенными в домашнем хозяйстве.

Пурнӑҫпа тан утаҫҫӗ // Юрий КОРНИЛОВ. «Ҫӗнтерӳ ҫулӗ», 2016, пуш, 11

Ялсенче пурӑнакан арҫынсенчен чылайӑшӗ 25-29 ҫулсенче авланать.

Большинство сельских мужчин женятся в возрасте 25-29 лет.

Мӗнлерех вӑл ялта пурӑнакан арҫын? // Каҫал Ен. «Каҫал Ен», 2016, пуш, 11

Пурӑннӑ чухне темшӗн чылайӑшӗ атте-аннене кирлӗ пек хаклама пӗлейместпӗр туйӑнать: Турӑран ыйтса кун ҫути парнеленӗ ҫыннӑмӑрсене тав тума манатпӑр е тепӗр чухне хал та ҫитерейместпӗр, кӑмӑлӗсене хӑваратпӑр, тимлӗх те сахал уйӑратпӑр пулӗ...

Help to translate

Çемье ăшшин тĕпелĕнче — Узалуковсем // Альбина ЕГОРОВА. «Авангард», 2016, пуш, 4

– Столовӑйра пӗрре пулса курнӑ хыҫҫӑн чылайӑшӗ апатланмашкӑн кунтах ҫӳрет.

Help to translate

Чăваш Ен Пуçлăхне те хăналанă // Любовь Семенова. «Тӑван Ен», 15-16№, 2016.03.02-10

Чылайӑшӗ хӑйӗн ирӗкӗпе фронта тухса кайрӗ, тухтӑр, санинструктор, снайпер, зенитчица, разведчица, ҫыхӑнуҫӑ, повар пулчӗ, пӗр хут ҫеҫ мар вилӗме куҫа-куҫӑн тӑчӗ.

Help to translate

Хĕрарăм – пурнăç, чĕрĕлĕх Турри // ЮРИЙ ЛИСТОПАД. «Тӑван Ен», 15-16№, 2016.03.02-10

Ман патра пӗлӳ илнисенчен чылайӑшӗ хӑйӗн ӗҫне йӗркеленӗ: пӗри вокал студийӗ уҫнӑ, тепри - уявсем ирттерекен фирма.

Help to translate

Сцена çинче - çавраçил, килте - ачаш хĕрарăм // Надежда СМИРНОВА. «Хыпар», 2016, пуш, 4; 29-30№

Шел, вӗсенчен чылайӑшӗ ҫамрӑклах вилнӗ.

Жално, но многие из них умерли молодыми.

Шăпа кулач çитермен // Александр МАКАРОВ. «Хресчен сасси», 7(2594)№, 2016.02.25

Чылайӑшӗ чикӗ леш енче канма кӑмӑллать.

Многие предпочитают отдыхать за рубежом.

Туристсене кану ҫурчӗпе тӗлӗнтереймӗн // Любовь ПЕТРОВА. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.02.25, 7 (6100) №

Кӑҫалхи тӗллевсем уҫӑмлӑ, чылайӑшӗ ӑнӑҫлӑ пурнӑҫланать.

Help to translate

Ырӑ улшӑнусем пулмаллах // Валентин ГРИГОРЬЕВ. «Хыпар», 2016, кӑрлач, 21; 23–24№

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed