Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

хӗрарӑмсен (тĕпĕ: хӗрарӑм) more information about the word form can be found here.
Уй-хирте пралук карса тухман-ха, анчах пулас электричество ҫулӗ вуншар ҫухрӑма палӑрчӗ: ун тӑрӑх пӗчченшер те, ушкӑнпа та ҫынсем сапаланнӑ — вӗсем шӑтӑксем чавнӑ, юпасем лартнӑ, пралук карса пынӑ; вӑкӑр е лаша кӳлнӗ лавсем юпа салатса, унталла та кунталла пӗр йӗрпе кумса ҫӳренӗ, тиенӗ пушӑ лавсене туртса пыракан тракторсем хире-хирӗҫ пулса пӗр-пӗрне ҫул панӑ; унта та кунта вӑхӑтлӑх хӳшӗ е палатка курӑннӑ, вучахран тӗтӗм йӑсӑрланса хӑпарнӑ, апат пӗҫерекен хӗрарӑмсен шурӑ тутӑрӗсем вӗлтлетнӗ; чавнӑ шӑтӑксенчен кӑларнӑ тӑпра тӗмескисем тӗлӗнмелле тӳрӗ выртнӑ, каюра чавса кӑларнӑ тӑпра пекех туйӑннӑ вӗсем, кашни тӗмеске тӗлӗнчех юпа выртнӑ…

Еще не поднялись над степью провода, а уже на десятки километров обозначилась будущая электрическая дорога: по ней и группами и в одиночку разбрелись строители — рыли ямы, ставили столбы, тянули провода; взад и вперед по одному следу двигались конные и бычьи упряжки, развозя бревна; встречались и разминались тракторы, тянувшие вереницу подвод с грузом и без груза; там и здесь раскинулись походные таборы — балаган или палатка, — поднимался дым от костра и белели косынки кухарок; удивительно ровной стежкой чернели бугорки свежей земли, напоминая кротовьи насыпи, и возле этих насыпей лежали столбы…

XXXIV сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Сире Пӗтӗм тӗнчери хӗрарӑмсен кунӗ ячӗпе пӗтӗм чунтан саламлатӑп!

От всей души поздравляю вас с Международным женским днем!

Пӗтӗм тӗнчери хӗрарӑмсен кунӗ ячӗпе саламлани (2020) // Олег Николаев. http://www.cap.ru/news/2020/03/06/vrio-g ... ravlyaet-s

Хапха тӗлӗнче хӗрарӑмсен батальонӗ кӗпӗрленсе тулнӑ та, унтан хӗсӗнсерех иртсе каймалла пулчӗ.

У ворот, где густо столпился весь женский батальон, — заминка.

XIX // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Тепӗр сехетренех Хӗллехи двореца юнкерсен полкӗпе хӗрарӑмсен батальонӗ пырса ҫитнӗ.

Через час пришли полк юнкеров и женский батальон.

XIX // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

 — Вӑт хӗрарӑмсен кам пек ҫынсене нумайрах ҫуратмалла.

— Во каких бабы побольше бы родили.

XVII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Перрон ҫинче — Александровски училищӗ юнкерӗсем, виадук ҫывӑхӗнче хӗрарӑмсен вилӗм батальонӗ хисеплӗ хурала йӗркеленсе тӑраҫҫӗ.

На перроне строится почетный караул от Александровского военного училища, у виадука — московский женский батальон смерти.

XIV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Урампа татти-сыпписӗр куҫакан ҫынсен ҫӑра ушкӑнӗ арҫынсен улӑм шлепкисемпе, вӑр-ҫаврака тӑрӑллӑ цилиндрӗсемпе, карттуссемпе, хӗрарӑмсен хитре те шукӑль шӗлепкисемпе ула-чӑлаланнӑ.

Густая толпа пенилась мужскими соломенными шляпами, котелками, кепками, изысканно-простыми и нарядными шляпками женщин.

X // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Хӗрарӑмсен ун ҫинчен пӗлме кирлӗ мар, мана уҫҫӑнах кала.

— Бабам про то знать не следует, а со мной ты говори начистую.

XXVII сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

— Мӑйракаллӑ шуйттансем, — терӗ кула-кула Ирина, хӑй хӗрарӑмсен ушкӑнӗ патнелле утрӗ.

— Черти с рогами, — улыбаясь сказала Ирина, а сама пошла к женскому кругу.

XXIII сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Алӑкран хӗрарӑмсен тутӑрӗсем хушшинчен хура та лутра, чалӑш лартнӑ кубанкӑпа Артамашов курӑнчӗ.

В дверях, меж женских платков, показался Артамашов, чернея низенькой кубанкой, сбитой на затылок.

XX сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Ҫум ҫумлакан хӗрарӑмсен шурӑ тутӑрӗсемпе шурӑ кофтисем симӗс уй варринче хур кӗтӗвӗ пек курӑнаҫҫӗ.

Стаями гусей белели платки и кофточки полольщиц на зеленом фоне поля…

VI сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Вӑл пӑсӑк хӗр иккенне эпӗ пӗрре пӑхсах чухларӑм: ун пек хӗрарӑмсен куҫӗсем кирлинчен ытлашшипех каласа параҫҫӗ.

Что она испорченная девушка, я понял с первого взгляда: у таких женщин глаза говорят больше, чем следует.

11 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Юрӑ пуҫаруҫи аллинчи чӗлпӗре ҫӳлелле ҫӗклесе ваштах пӑрахрӗ те тротуарсем ҫине казаксене ӑсатма кӗпӗрленсе пухӑнса тӑнӑ хӗрарӑмсен ушкӑнӗ еннелле намӑссӑррӑн куҫ хӗссе илчӗ; унӑн ӗнтӗ йӗс тӗслӗ питҫӑмартийӗсем тӑрӑх хура мӑйӑхӗсем патне тар мар, йӳҫӗ эрӗм шӗвекӗ юхса анчӗ.

Запевала, наотлет занося, бросал поводья, цинично подмигивал в густые на тротуарах толпы провожавших казаков женщин, и по жженой бронзе его щек к черным усикам стекал горький полынный настой, а не пот.

7 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Пӗр ҫултан вӗсем хӗл каҫнӑ пӑру пысӑкӑш ӳссе кайнӑ, малтанах Мохов килӗ патӗнче ҫӳрекен хӗрарӑмсен кӗписене турта-турта ҫурнӑ, унтан хӗрарӑмсене ҫӗрте йӑвалантарса пӗҫҫисене туллама вӗреннӗ, Панкратий пупӑн пӑрушӗпе Аптехинсен хӗл каҫарнӑ сысна ҫӳрисене иккӗшне тулласа вӗлернӗ хыҫҫӑн кӑна Сергей Платонович хӑйӗн йыттисене сӑнчӑрласа усрама хушнӑ.

Через год вымахали с годовалого телка ростом, сначала рвали на бабах, ходивших мимо моховского двора, юбки, потом научились валить баб на землю и кусать им ляжки, и только тогда, когда загрызли до смерти телку отца Панкратия да пару атепинских кабанков-зимнухов, Сергей Платонович приказал посадить их на цепь.

2 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Казак картузӗсен хӗрлӗ кӑшӑлӗсем, кӑвак та хура мундирсемпе сюртуксем, ҫаннисене шурӑ тутӑр ҫыхнӑскерсем, хӗрарӑмсен тутрисем ҫинче йӑлкӑшакан асамат вӑййи, тӗрлӗ-мӗрлӗ юбкӑсем, мӑкӑрланакан ҫутӑ тусан хӳрисем вӗлтӗртетсе юлаҫҫӗ кашни урапа-кӳме хыҫӗнчен.

Красные околыши казачьих фуражек, синие и черные мундиры и сюртуки, рукава в белых перевязях, рассыпанная радуга бабьих шалевых платков, цветные юбки, кисейные шлейфы пыли за каждой бричкой.

21 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

— Ырӑ ҫын лексессӗн, пама та пулать, — Пантелей Прокофьевич ҫатӑртатса калаҫакан хӗрарӑмсен сӑмахне хутшӑнмасӑр тӳсеймерӗ.

— Попадется добрый человек, и выдать можно, — протиснулся Пантелей Прокофьевич в бабий трескучий разговор.

15 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Малта, йӗркен тӑрса тухнӑ хӗрарӑмсен асамат кӗперӗ пек эрешлӗ тутӑрӗсем вӗлтлетеҫҫӗ, анчах та вӑл куҫӗсемпе пӗрне ҫеҫ, хӑюпа ҫӗленӗ шурӑ тутӑрлине шырать.

Впереди рассыпанной радугой цвели бабьи завески, но он искал глазами одну, белую с прошитой каймой.

9 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

— Ман айӑпӑм мар, хӗрарӑмсен айӑпӗ, — тет старик куларах, чӗн пушӑпа вӑкӑрӗсене васкатса.

— Не моя вина, бабья! — усмехался старик и торопил быков плетенным из сырца кнутом.

9 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Ирхине ирех займище хӗрарӑмсен уявра тӑхӑнмалли юбкисемпе, тутӑрӗсем яр уҫӑ тӗррисемпе тата хӑюсемпе тӗслӗрен тӗслӗ тӗрӗллӗ тутӑрсемпе чечекленсе чӑпарланчӗ.

С самого утра зацвело займище праздничными бабьими юбками, ярким шитвом завесок, красками платков.

9 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Кун пек тӗлӗнмелле хӑтланнин тупсӑмне тупма пикенсе, хутор темӗн тӗрлӗ те шутласа пӑхнӑ, хӗрарӑмсен, яланах ҫакӑн ҫинчен тӑрӑлтатнипе, пӗр-пӗрне пуҫ пӑхса яма та вӑхӑт пулман.

Хутор терялся в догадках, подыскивая объяснение таким диковинным поступкам, бабам за разговорами поискаться некогда было.

1 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed