Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

хӑйсене (тĕпĕ: хӑйсем) more information about the word form can be found here.
Тепӗр кунне, мӑрсасене хӑйсене кӑна йышӑннӑ чух, ҫав княҫах урӑхла калаҫрӗ.

Help to translate

12. Мӑрсасен ыйхӑ вӗҫнӗ // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Северьянпа Ахтупай хӑйсене пӗр тимӗр татки те паманни, Хусана илнӗ хыҫҫӑн вырӑссем ытти вак халӑхсене тимӗр япаласем тума чарни ҫинчен каласа кӑтартсан Таланов тӗлӗнмеллипех тӗлӗнчӗ.

Help to translate

10. Пӗр ял ҫыннисем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Мӗнле йӗрке вӑл хӑйсене тӑрантарса пурӑнакан халӑха тыткӑна илсе каяс йӗрке?

Help to translate

9. Шухӑшӑм, ман шухӑшӑм // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Хӑйсене таканламалли тимӗре те хӑйсемех хӗртсе туптанӑ Хусанта чурасем.

Help to translate

9. Шухӑшӑм, ман шухӑшӑм // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Ҫапах та ҫӗр ҫинче ҫынсем хӑйсене валли туса хунӑ хӑш-пӗр йӗркесем тискер, выльӑхсем те унашкал тискер хӑтланмаҫҫӗ пуль.

Help to translate

9. Шухӑшӑм, ман шухӑшӑм // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Ҫав кунах вӗсем ҫул кӗскелнӗшӗн, Шигалей хӑйсене кунта юлма ирӗк панӑшӑн савӑнса киле кайма тухрӗҫ.

Help to translate

8. Кӑрмӑш ҫулӗ // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Хӑйсене кунта Шигалее Васильев-Новгорода ӑсатма юри янине пӗле тӑркач Салтыков вӗсене хӑнасем валли хатӗрленӗ палатӑна чӗнмерӗ.

Help to translate

8. Кӑрмӑш ҫулӗ // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Иван Васильевичпа ун ҫыннисем хӑйсене кӗтсе илнӗ старикпе пӗрле ҫӳллӗ сӑрт ҫине улӑхрӗҫ.

Help to translate

7. Атӑл тӑрӑх — тӑвалла // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Кӑшт тӗлӗнсе пӑхса тӑнӑ хыҫҫӑн мӑрсасем хӑйсене кунта мӗншӗн чӗнтернине пӗр сӑмахсӑрах ӑнланчӗҫ: кремль сӑрчӗ хыҫӗнчен, Булак текен шыв енчен, тыткӑна лекнисен пысӑк мар ушкӑнне илсе тухрӗҫ.

Help to translate

3. Япанча ҫыннисем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Мӑрсасем ав мӗнле хаваслӑ тытаҫҫӗ хӑйсене.

Help to translate

2. Чулсем макӑраҫҫӗ // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Бурнаш ывӑлӗ хӑйсен кӑмӑлне пӑсса хӑварнӑшӑн-ши е ывӑннипе пурте паянах Ар тӑрӑхне, хӑйсене вырнаҫтарнӑ вырӑна, таврӑнас терӗҫ.

Help to translate

1. Юнлӑ пукрав // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Вӗсем хӑйсене ӑшшӑн кӗтсе илнипе кӑшт хӑюлланса княҫпа хан хыҫҫӑн утрӗҫ, часах ытти хӑнасемпе хутшӑнса кайрӗҫ.

Help to translate

1. Юнлӑ пукрав // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Хӑйсене чӗнме пынӑ вырӑс ҫӗрпӗвӗпе (Иливан уйӑрса илчӗ, ку вӑл стрелец мар, ҫӗрпӳ пулчӗ) тем ҫинчен канашлакаларӗҫ те, чӗлпӗрсене хытарса урхамахӗсене майӗпен ҫеҫ уттарчӗҫ.

Help to translate

1. Юнлӑ пукрав // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Воротынскисем Арск енне ҫапӑҫӑва татса паракан чи хӑрушӑ вырӑн тесе шутларӗҫ, ҫавӑнпа унта маттур утамансем ертсе пыракан казаксене, вӗсем хыҫҫӑн вара ҫапӑҫура хӑйсене кӑтартса панӑ стрелецки головасене яма сӗнчӗҫ.

Help to translate

14. Ҫӳллӗ иккен Хусан хӳмисем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Чавнӑ шӑтӑксене аслӑлатакансем тата тар пички йӑвантаракансем шалта, хӳме леш енче мӗн кӑшкӑрашнине те хӑйсене мӗнле сӑмахсемпе ылханнине те илтрӗҫ.

Help to translate

14. Ҫӳллӗ иккен Хусан хӳмисем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Хӑҫанччен ҫапӑҫма хушать сире ухмах патшӑр? — кӑшкӑрчӗҫ ратниксем хӑйсене хирӗҫ хӑюллӑн тапӑнса пыракан аскерсене.

Help to translate

14. Ҫӳллӗ иккен Хусан хӳмисем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Темиҫе эрне ӗҫсӗр тӑнӑран Ту енчен килнӗ тӗкӗрҫӗсем хӑйсене Хусаншӑн пачах ҫапӑҫтармаҫҫӗ пулӗ тесе шутланӑччӗ.

Help to translate

14. Ҫӳллӗ иккен Хусан хӳмисем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Шигалейпе Булгаков, хулана хупӑрласа тӑма пуҫланӑранпах Ту енче тӑраканскерсем, хӑйсене Хусан патне чӗнсе илессе кӗтрӗҫ.

Help to translate

14. Ҫӳллӗ иккен Хусан хӳмисем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Каякансем те — Ахтупайпа Иливан — хӑйсене халичченхи пек мар тытрӗҫ.

Help to translate

14. Ҫӳллӗ иккен Хусан хӳмисем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Ӗҫ ҫав тери хӑвӑрт пулса иртнӗрен-тӗр, ҫар пуҫӗсем хӑйсене утланма хатӗрленнӗ урхамахӗсем кӗтмен ҫӗртен вӗҫерӗнсе тарнӑран тӑна кӗрсе ҫитеймен ҫынсем пекех тытрӗҫ.

Help to translate

13. Хусан княҫӗсем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed