Шырав
Шырав ĕçĕ:
16. Ҫӳлхуҫа Моисее каланӑ: акӑ эсӗ хӑвӑн аҫусем патне ӑсанӑн та, ҫак халӑх хӑй ҫитсе кӗрекен ҫӗр ҫинчи ют турӑсем хыҫҫӑн асса ҫӳреме тытӑнӗ, Мана пӑрахӗ, Манӑн халалӑма, хӑйсемпе хывнӑ халала, пӑсӗ; 17. ҫав кун ӑна ҫилленнипе ҫиллӗм тулса ҫитӗ те, Эпӗ вӗсене пӑрахса хӑварӑп, Хамӑн сӑнӑма вӗсенчен пытарӑп, вара халӑха пӗтерсе тӑкӗҫ, темӗн тӗрлӗ инкекпе хӗн-асап ҫитӗ ӑна, вара ҫавӑ кун вӑл: «хам хушшӑмра [Ҫӳлхуҫа] Туррӑм ҫуккипе ҫитсе ҫапмарӗ-ши мана ҫак инкек?» тейӗ; 18. урӑх турӑсем еннелле ҫаврӑнса тунӑ мӗнпур ирсӗр ӗҫӗшӗн Эпӗ ҫавӑ кун [унран] Хамӑн сӑнӑма пытарӑп.
Аст 31 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
7. Ҫӳлхуҫа Моисее хушнӑ пек, вӗсем Мадианпа вӑрҫӑ вӑрҫма кайнӑ, унти пӗтӗм арҫынна вӗлерсе тухнӑ; 8. вӗсемпе пӗрле патшисене те вӗлернӗ, унта мадиансен пилӗк патши — Евий, Рекем, Цур, Хур тата Рева — пулнӑ, [вӗсемпе пӗрле] Валаама та, Веор ывӑлне, хӗҫпе касса вӗлернӗ; 9. мадиансен арӑмӗсемпе ачисене вара Израиль ывӑлӗсем тыткӑна илнӗ, вӗсен пӗтӗм выльӑхӗ-чӗрлӗхне, пӗтӗм кӗтӗвне, пӗтӗм килне-ҫуртне туртса илнӗ, 10. вӗсен ҫӗрӗнчи мӗнпур хулине, мӗнпур ялне вутпа ҫунтарса янӑ; 11. ярса илнӗ пӗтӗм тупӑша — тыткӑна илнӗ ҫынсенчен пуҫласа выльӑхӗ-чӗрлӗхӗ таранччен — хӑйсемпе пӗрле илсе кайнӑ; 12. тыткӑна илнисене тата пӗтӗм тупӑша Моисейпе Елеазар священник патне, Израиль ывӑлӗсен халӑхӗ патне, хӑйсен тапӑрне — Иордан хӗрринчи, Иерихон тӗлӗнчи Моав тӳремлӗхне — илсе ҫитернӗ.
Йыш 31 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
42. Эпӗ вара Иаковпа килӗшсе хывнӑ Хамӑн халала, Исаакпа килӗшсе хывнӑ Хамӑн халала асӑма илӗп, Авраампа килӗшсе хывнӑ Хамӑн халала та аса илӗп, ҫӗре те аса илӗп; 43. вӗсем хӑйсен ҫӗрне пӑрахса кайсассӑн, ҫӗр вӗсенчен пушанса юлса хӑйӗн шӑматне вырӑна кӳрӗ, вӗсем вара хӑйсен йӗркесӗр ӗҫӗсемшӗн, Манӑн саккунӑмсене вырӑна хуманшӑн, чунӗсем Эпӗ панӑ йӗркесенчен йӗрӗннӗшӗн асап тӳсӗҫ, 44. вӗсем хӑйсен тӑшманӗсен ҫӗрӗнче пурӑннӑ чухне ҫапах та Эпӗ вӗсене пӗтермеллех, хӑйсемпе хывнӑ Хамӑн халалӑма пӑсмаллах ҫилленмӗп, вӗсенчен йӗрӗнмӗп, мӗншӗн тесессӗн Эпӗ Ҫӳлхуҫа, вӗсенӗн Турри; 45. Хам вӗсенӗн тӗп ашшӗсемпе халал хывнине вӗсемшӗн асӑма илӗп: вӗсенӗн Турри пулам тесе Эпӗ вӗсене халӑхсен куҫӗ умӗнче Египет ҫӗрӗнчен илсе тухрӑм.
Лев 26 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Иосиф вара фараон патне пынӑ та хыпар тунӑ, вӑл каланӑ: манӑн аттем, манӑн тӑванӑмсем хӑйсен вак выльӑхӗпе, шултӑра выльӑхӗпе, хӑйсен мӗн пуррине йӑлтах хӑйсемпе пӗрле илсе Ханаан ҫӗрӗнчен килчӗҫ; акӑ ӗнтӗ вӗсем халӗ Гесем ҫӗрӗнче, тенӗ.
Пулт 47 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Ара, эстрада ҫӑлтӑрӗ тесе хӑйсемпе паллаштаракансен концерчӗсене кайсан: «Ӑҫта эсир, елчӗксем?» - йышши кӑшкӑрашу-ҫуйхашӑва илтме тӳр килет-ҫке.
Сывӑ пултӑр Елчӗк ен! // Таисия Ташней. http://chuvash.org/blogs/comments/2670.html
Хӑйсемпе пӗрле кашниех пӗрер ядерлӑ зарядлӑ торпеда илни те сисчӗвлентернӗ.
Шăпа кулач çитермен // Александр МАКАРОВ. «Хресчен сасси», 7(2594)№, 2016.02.25
Йӗркепе килӗшӳллӗн малтан хӑйсемпе паллаштарчӗҫ, унтан манӑн паспорта аллисенче ҫавӑрттаркаларӗҫ.Представились, как полагается, потом покрутили в руках мой паспорт.
Михаил ГАЛУСТЯН: “Ача кӗтекен хӗрарӑма ӑссӑр арҫын кӑна хирӗҫлет” // Куҫару . Хыпар, ("7 Дней”).