Шырав
Шырав ĕçĕ:
Ҫак туйӑм, юлашкинчен, ҫамрӑк хӗрарӑма кӑштах канӑҫсӑрлантарчӗ; вӑл йӑлтӑркка хура ҫӳҫне чӑтӑмсӑррӑн силлерӗ, унтан, никама та курмасса пӗлет пулин те, — ҫаврӑнчӗ; шӑп ҫак самантра камин ҫинчи сехет ҫур ҫӗр ҫапрӗ.
I // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 153–160 с.
Ҫак туйӑм нихӑҫан та улталанмарӗ.
III // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 114–118 с.
Ӑна илтсенех чунӗнче хӗпӗртӳллӗ темӗнле туйӑм амаланса ҫӗкленет, калаҫакан сасӑ ун умне ҫепӗҫ те килӗшӳллӗ ҫын сӑнарне кӑларса тӑратать.
I // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 114–118 с.
Кӑнттам усаллӑх капламӗ ӑна сиксе тӑма хистерӗ, анчах вӑл ҫыпӑҫусӑр хӗпӗртеве ҫак туйӑм авӑкне вӑхӑтра куҫарма ӗлкӗрчӗ:
II // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 58–65 с.
Юрату, намӑс, хумхану, тӗттӗм ӳлӗмлӗхӗн йывӑр тиевӗ, — унра мӗн пур туйӑм чулланса ларчӗ тейӗн; пурне те ҫиекен хӗрӳ туйӑмлӑ васкаварлӑхсӑр пуҫне.
III // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 23–48 с.
Вӑл темӗнле пӑраласа-йӗрӗнтерсе ыратнине туять, анчах унӑн пуҫӗ Кольберӑннинчен майӗпенрех ӗҫлет пулас, кӗҫ-вӗҫ вилес туйӑм ӑна аптӑратаймасть-ха.
Ҫӗлен // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремёш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 381–386 с.
Кольбер хыҫалта чухне унра ҫакӑн пек туйӑм ҫуралчӗ: халь-халь ӳкесле шиклӗхпе тулнӑ стена пырать ун хыҫҫӑн, тӗшмӗртсе ӗлкӗрмелле те кирлӗ саманта — айккинелле пӑрӑнса тӑмалла, вара стена пушӑ вырӑна шаплатса ӳкет.
Ҫӗлен // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремёш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 381–386 с.
Вӑл… сире килӗштерчӗ, ҫавӑнпа манра хӗрӳ туйӑм хӑрушла тилӗрсе капланчӗ.Она предпочла вас; а моя страсть поэтому выросла до чудовищных размеров.
V // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 301–345 с.
Сукмак-йӗр курӑнмасть; вӗсен урисем сенкертерех сарӑ курӑкран чӗр куҫҫи таранах чӑлханаҫҫӗ, экватор вӑрманӗ шутсӑр сарлака оранжерейӑна аса илтерет: кунта витӗр курӑнакан ҫи виттисене тӑвӑл хирсе ывӑтнӑ, ҫут ҫанталӑкпа этем тӑрӑшса тунӑ чикке шӑлса тӑкнӑ; тӗлӗнсе аптӑракан куҫ умне чи авалхи тӗс-тытӑм пултарулӑхӗ сарӑлса выртнӑн туйӑнать; ҫак туйӑм эпир ҫӗр ҫинче асамлӑх-па тӗлӗнтермӗш пирки уйланнипе тӑванлӑ.
III // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 301–345 с.
Ҫак туйӑм кӗтмен ҫӗртен килсе лекрӗ.
II // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 285–292 с.
Хутран-ситрен чӑн-чӑн туйӑм хӗлхемӗ унра та хыпса хӗмленет пек, анчах ҫакӑн валли унӑн эрех ӗҫсе ӳсӗрӗлмелле, ҫапла майпа характерӗшӗн килӗшӳллех мар юрату ҫемҫелӗхӗ пӑснӑ пӗр шайлӑха «йӗркене кӗртмелле».
Пьерпа Суринэ // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 276–284 с.
Илемсӗр, хӗрлӗ питлӗ, ҫутӑ пӗчӗк куҫӗсем талккӑшпех пӗркеленчӗкпе витӗннӗ, тути ҫӳлтен тӑртаннӑ, саралнӑ ҫирӗп шӑлсем курӑнаҫҫӗ, хӗрӗх-хӗрӗх пилӗк ҫулсенче, лутра, ырханкка; ҫак ҫын Геллипе Нок ӑшӗнче пӑлханчӑк та пӑтранчӑк туйӑм ҫуратрӗ.
V // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 229–275 с.
Ҫак туйӑм Нок ытти чухне хӗрарӑмсем ҫине сивӗ курайманлӑхпа пӑхнине пӑртак ҫемҫетрех.Это слегка сглаживало обычную холодную враждебность Нока к прекрасному полу.
II // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 229–275 с.
Пӗлетӗр-и, мӗнлерех туйӑм, атьсем?
Супӑнь ешчӗкӗ // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 170–176 с.
Енчен те вӑл калаҫма тапратмасан ӑна уҫӑлса ҫӑмӑлланма — ку туйӑм чун-чӗрине сирпӗтесле тапса тӑрать, — ҫакна кансӗрлекен пуслӑх-чарака сирсе ывӑтма йывӑр тиветчӗ.Если бы она не заговорила, ей стало бы тяжело от подавленной, непреодолимой потребности разрядиться.
VI // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 125–169 с.
Вара ӑна, — шутласа кӑларайми сасӑсем чунра хорпа тӑрса тухсан кунашкалли тӑтӑшах пулать, — самантӑн кӑткӑс ҫивӗчлӗхӗ, ӑнлантарма май ҫук вӑйлӑ туйӑм хӑпартлантарса ҫӗклентерчӗҫ.
IV // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 125–169 с.
Тепӗр чухне сунарҫӑн пулать ҫавнашкал туйӑм: тискер кайӑкне курмасть те, илтмест те-ха вӑл, унӑн йӗрӗпе кӑна пырать, анчах темскер ӑнланма-пӗлме ҫукки ӑна ҫав тискер кайӑк инҫех те мар иккенни, унпа кӗҫ-вӗҫ куҫа-куҫӑн тӗл пулма пултарасси ҫинчен асӑрхаттарать.
3 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.
Тупата, улшӑнман вӑл ҫак вӑрӑм вӑхӑтра, ҫаплах чуна витерет, кӑмӑла ырӑ-ырӑ туйӑм хушать.
2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.
Темле унччен пулман туйӑм амаланса пычӗ унӑн чӗринче.
2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.
Ҫав туйӑм кӑна пуринчен вӑйлӑрах ҫыхса хума тивӗҫ икӗ ҫынна пӗр-пӗринпе.
2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.