Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

тин the word is in our database.
тин (тĕпĕ: тин) more information about the word form can be found here.
15. Вӗтӗ теркӑпа 100 грамм хӗрен тымарне хырмалла, тин вӗренӗ 4 литр шыва ямалла, 20 минут вӗретмелле.

Help to translate

Атеросклероза парӑнтарасчӗ // Сывлӑх. «Сывлӑх», 2016.03.16. 10№

1 чей кашӑкӗ пухха тин вӗренӗ 1 стакан шыва ямалла, 3-4 сехетрен сӑрӑхтармалла.

Help to translate

Ӑшӑ тапхӑрта вӗрӗлеҫҫӗ // Сывлӑх. «Сывлӑх», 2016.03.16. 10№

2 апат кашӑкӗ куҫ курӑкне тин вӗренӗ 1 стакан шыва ямалла, ҫӗр каҫа лартмалла.

Help to translate

Ӑшӑ тапхӑрта вӗрӗлеҫҫӗ // Сывлӑх. «Сывлӑх», 2016.03.16. 10№

1 апат кашӑкӗ куҫ курӑкне /очанка/ тин вӗренӗ 1 стакан шыва ямалла.

Help to translate

Ӑшӑ тапхӑрта вӗрӗлеҫҫӗ // Сывлӑх. «Сывлӑх», 2016.03.16. 10№

1 апат кашӑкӗ пухха тин вӗренӗ 1 стакан шыва ямалла, сивӗнсен сӑрӑхтармалла.

Help to translate

Ӑшӑ тапхӑрта вӗрӗлеҫҫӗ // Сывлӑх. «Сывлӑх», 2016.03.16. 10№

1 чей кашӑкӗ шӗпӗн курӑкне /чистотел/ тин вӗренӗ 200 миллилитр шыва ярса 4 сехет лартмалла.

Help to translate

Ӑшӑ тапхӑрта вӗрӗлеҫҫӗ // Сывлӑх. «Сывлӑх», 2016.03.16. 10№

Каҫхине тин киле ҫитнӗ мӑшӑрсем.

Help to translate

Ӗҫре телей тупнисем // Лидия САРИНЕ. «Чӑваш хӗрарӑмӗ», 2016.03.12, 9№

Халӗ тин ҫурта юсама ҫукки те паллӑ.

Help to translate

Асӑрханулӑхпа тимлӗх кирлех // Татьяна НАУМОВА. «Чӑваш хӗрарӑмӗ», 2016.03.12, 9№

Вӑл тин ҫеҫ пурнӑҫ ҫулӗпе утма пуҫланӑскерсенчен пӗр шит те уйрӑлмасть, тӗрлӗ упражнени тутарать.

Help to translate

Ачасемпе ҫыхӑннӑ пурнӑҫ // Юрий КОРНИЛОВ. «Ҫӗнтерӳ ҫулӗ», 2016, пуш, 11

Ҫакӑн хыҫҫӑн тин сеткӑпа йывӑҫсене хӳтлӗхе илтӗм.

Help to translate

Тирпей хамӑртан килет // А. ЛЕОНТЬЕВ. «Авангард», 2016, пуш, 11

Юнашар маршрутри ушкӑнран кӗсье телефонӗпе шӑнкӑравласа тин ҫеҫ унта пӑши пырса тухни ҫинчен пӗлтерчӗҫ.

Help to translate

Ҫывӑхрах - пӑши! // Людмила МАЙОРОВА. «Хыпар», 2016, пуш, 11; 32№

«Эсӗ кирлӗ пире, юлташӑм» проект тин ҫеҫ ирӗке тухнӑ хӗрарӑмсене тӗрлӗ енлӗ пулӑшупа тивӗҫтерме май парать.

Help to translate

Чăваш хĕрарăмĕсем - Раççейре чи малтисем // Рита АРТИ. «Чӑваш хӗрарӑмӗ», 2016.03.05

– Енчен те ертӳҫӗсенчен хӑшӗ-пӗри ҫакӑ вӗсен тӗллевӗ мар тет тата федераци ресурсне кӗтсе илсен тин мӗнле те пулсан ӗҫ туса ирттерме палӑртать пулсан регионӑн ҫак ертӳҫи кун хыҫҫӑнхи ӗҫсӗрлӗх ӳснипе ҫыхӑннӑ кӑмӑллӑ мар лару-тӑрушӑн яваплӑха хӑйӗн ҫине илӗ, – асӑрхаттарнӑ премьер.

Help to translate

Урăх регионра çук мобильлĕ центр… // ВИКТОРИЯ ВЫШИНСКАЯ. «Тӑван Ен», 15-16№, 2016.03.02-10

- Чӑваш Ене 1987 ҫулта, ҫуркунне килмеллискер ҫур ҫул каярах юлса, кӗркунне тин, таврӑнтӑм.

Help to translate

Хӑрасан та каялла чакман // Валентина БАГАДЕРОВА. «Хыпар», 2016, кӑрлач, 21; 23–24№

Кайран тин СВОна кайма контракт ҫырнине йышӑнчӗ.

Help to translate

«Анне, эпӗ хамӑн вырӑна тупрӑм» // Ҫӗпрел тӑрӑхӗ. http://chuprale-online.ru/news/khyparsem ... 1718951634

Яланах хапӑл туса кӗтсе илетчӗ, ҫӗнӗ кӗнекесем парнелетчӗ, тин ҫырнӑ сӑввисене вуласа паратчӗ…

Help to translate

Студент пурнӑҫӗ ҫинчен аса илнисем // Ҫӗпрел тӑрӑхӗ. http://chuprale-online.ru/news/khyparsem ... sa-ilnisem

Пӗр уйӑхран тин техникума таврӑнтӑмӑр.

Help to translate

Студент пурнӑҫӗ ҫинчен аса илнисем // Ҫӗпрел тӑрӑхӗ. http://chuprale-online.ru/news/khyparsem ... sa-ilnisem

Ӑна тин суса илнӗ сӗтрен хатӗрлеҫҫӗ.

Help to translate

Ҫитӗннисем валли те «Сӗт кухни» продукцине кӑларма пуҫлӗҫ // Надежда Родионова. https://ursassi.ru/news/%C3%87%D1%8B%D1% ... -l-3826395

Вӑл ҫав ҫул летчиксен шкулне вӗренсе пӗтернӗ, тин вӗҫме пуҫланӑ ҫирӗм пӗррери ҫамрӑк.

Help to translate

Путиш ача // Ангелина Павловская. Тӑван Атӑл. — 2011. — № 1. — С. 64-77

Тин канлӗх ҫитрӗ ҫемьене, ҫухрашу лӑпланчӗ.

Help to translate

Путиш ача // Ангелина Павловская. Тӑван Атӑл. — 2011. — № 1. — С. 64-77

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed