Шырав
Шырав ĕçĕ:
Вара Оленин ҫакна лайӑх ӑнланса илчӗ: вӑл пӗрре те вырӑс дворянинӗ мар, Мускав обществин членӗ мар, пӗрин те теприн тусӗпе тӑванӗ мар, вӑл ҫак хӑй таврашӗнче пурӑнакан ахаль вӑрӑмтуна ҫеҫ, е фазан, е пӑлан ҫеҫ.
XX // Иван Васильев, Григорий Краснов-Кӗҫӗнни. Толстой, Лев Николаевич. Казаксем: повесть; вырӑсларан И.С. Васильевпа Г.И. Краснов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 3–136 с.
Вӑл пуҫлӑхсем пек юлхав та кичем сӑнлӑ, куҫӗсене хупса, пуҫне пӗр алли ҫинчен теприн ҫине тӗренсе ларать.Он с выражением начальнической лени и скуки, закрыв глаза, переваливал голову с руки на руку.
VI // Иван Васильев, Григорий Краснов-Кӗҫӗнни. Толстой, Лев Николаевич. Казаксем: повесть; вырӑсларан И.С. Васильевпа Г.И. Краснов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 3–136 с.
Кунта тата темӗнле станцӑна ҫитсе чарӑннӑ та, пӗр ҫуна ҫинчен теприн ҫине куҫса лармалла, эрех валли памалла.А тут приехали на какую-то станцию и надо перелезать из саней в сани и давать на водку.
II // Иван Васильев, Григорий Краснов-Кӗҫӗнни. Толстой, Лев Николаевич. Казаксем: повесть; вырӑсларан И.С. Васильевпа Г.И. Краснов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 3–136 с.
Пӗр-пӗрин ҫине вӗсем пӗр хут та пӑхмарӗҫ, анчах кашниех вӗсенчен теприн шухӑш-кӑмӑлне аякранах курса, туйса тӑчӗ, ҫакна пула самаях вӑйлӑ пӑлханчӗҫ.
XX // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 144–392 с.
Ҫав вӑхӑтрах вӑл, куҫӗсене пӗр судья ҫинчен теприн ҫине куҫаркаласа, вӗсем хӑй тӗлӗшпелен мӗнлерех иккенне асра хакла-хакла пычӗ:
XX // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 144–392 с.
Вӑл е пӗр офицер, е теприн патне ыткӑнчӗ, вӗсен ҫаннисемпе тӳмисене тыта-тыта, йӗнӗ евӗр кӑшкӑрашрӗ:
XVIII // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 144–392 с.
Ромашов, киленӗҫлӗн те айвантараххӑн кулкаласа, пӗрин патӗнчен теприн патне ҫӳрерӗ, пӗрремӗш хут курнӑ евӗр, тӗлӗнсе те пӗтӗм кӑмӑлтан Бек-Агамалова, Лбова, Веткина, Епифанова, Арчаковские, Олизара тата ыттисене палла-палла илчӗ.
XVIII // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 144–392 с.
Ӑна вӑл пӗр йӑва патӗнчен теприн патне иле-иле ҫӳрерӗ, хӑйӗн юратнӑ кайӑкӗсене кӑтартрӗ, вӗсем ҫинчен, сӑмах ырӑ та савӑк пӗлӗшсем пирки пынӑ чухнехи пеклӗн, питӗ хавхаланса та питӗ ӑшшӑн, вӗсен йӑли-йӗркисемпе кӑмӑлӗсене ҫав тери пӗлсе, кала-кала пачӗ.
XII // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 144–392 с.
Анчах ӑна итлемерӗҫ, ҫавна пула унӑн, хӗрхенекен, хӑй хутне кӗрекен шыраса, куҫӗсемпе пӗр офицер ҫинчен теприн ҫине сике-сике ӳкме, йӗркипелен черетлесе тухма тиврӗ.
VIII // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 144–392 с.
Гайнан ним те чӗнмерӗ, пӗр уринчен теприн ҫине ҫеҫ пускаларӗ.
III // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 144–392 с.
Варламов куҫне хутор ҫинчен илмесӗр тем калаҫать; лаши канӑҫсӑррӑн пӗр ури ҫинчен теприн ҫине пускалать.
VI // Ваҫлей Игнатьев. Чехов, Антон Павлович. Ҫеҫенхир: повесть; вырӑсларан Ваҫлей Игнатьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1988. — 116 с.
— Ку вӑл — ят яни! — кӑшкӑрса пӑрахрӗ Огнянов, малтан пӗрин ҫине, унтан теприн ҫине пӑхкаласа.— Это — низость! — вскричал Огнянов, переводя глаза с одного на другую.
XXIV. Аслати умӗнхи тӑвӑл // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.
Итле-ха, Викентий, эп тӳрӗ ҫын, теприн асап хакӗпе хам пурнӑҫа тума шутламастӑп.Послушай, Викентий, я честный человек и не хочу покупать себе жизнь ценой чужих страданий.
VII. Паттӑрлӑх // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.
Пӗр ҫуна ҫинчисем шавласа, шӳт туса пыраҫҫӗ; теприн ҫинчисем вара ҫав тери килӗшӳсӗр хӑтланаҫҫӗ; хуларан тухсанах пӗтӗм вӑйран юрласа ячӗҫ, мӗн юрласа ячӗҫ тата!
XXII // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Тупӑша уйӑрса, унпа мӗнле усӑ курни ҫинчен тӗплӗн калаҫнӑ пек мастерскойри йӗркен ытти енӗсем ҫинчен те ҫавӑн пек тӗплӗн калаҫни питӗ вӑрӑм та питӗ кичем пулӗччӗ; кичем ан пултӑр тесе, нумай япала ҫинчен пачах та калаҫмасӑр, теприн ҫинчен кӑшт асӑнса кӑна иртмелле пулать; сӑмахран, заказсем пулман чухне ҫӗленӗ япаласене сутма мастерской агентство туни ҫинчен, — мастерской уйрӑм магазин тытма пултарайман-ха, анчах вӑл Гостинӑй дворти пӗр лавккапа килӗшӳ турӗ, Толкучий рынокра пӗчӗк лавкка уҫрӗ, — карчӑксенчен иккӗшӗ лавккара приказчиксем пулчӗҫ.
IV // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Тӑванӗсем пур пирки виҫӗ хӗр пӗрле пурӑнмалли хваттере ҫӳремеҫҫӗ: пӗрин амӑшӗ, кӑра кӑмӑллӑскер, ҫынсемпе килӗштерсе пурӑнаймасть иккен; теприн амӑшӗ, чиновница, мужиксемпе пӗрле пурӑнасшӑн мар, виҫҫӗмӗшӗн ашшӗ питӗ ӗҫме юратать, яланах ӳсӗр ҫӳрет.
IV // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Ку вӑл ыттисенни пекех ӗнтӗ: пӗрин лайӑх ҫурт туса лартас килет, теприн — лайӑх сад лартса ӳстерсе е оранжерея туса вӗсем ҫине пӑхса савӑнас килет; манӑн акӑ ҫӗвӗ ҫӗлекен лайӑх мастерской уҫса, ун ҫине пӑхса хавасланас килет.
IV // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Тепӗр куннех Марья Алексевна хӑйӗн хӗрне саклата хурса каялла илмен фермуар парнелерӗ тата хӗрӗ валли икӗ ҫӗнӗ платье ҫӗлеме хушрӗ, питӗ лайӑх платьесем — материйӗ кӑна — пӗр платьин 40 т., теприн 52 т. тӑнӑ, пӗрмесемпе, хӑюсемпе тата фасонпа шутласан, икӗ платьи 174 т. ларнӑ; Марья Алексевна упӑшкине ҫапла каларӗ ӗнтӗ, Верочка вара платьесем ҫӗлетме укҫа 100 тенкӗрен те каярах тухнине пӗлнӗ, — илессе ун умӗнче илнӗ-ҫке, — анчах 100 тенкӗпе те икӗ питӗ лайӑх платье тума пулать вӗт.
I // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Вӑл кулленхи ӗҫ текенскерпе паллашма та ӗлкӗрейменччӗ, ҫамрӑк та именчӗк каччӑ, ватӑ Абрамов колхозник ывӑлӗ, килсе ҫитрӗ, пӗр ури ҫинчен теприн ҫине пускаласа, вӑл именсе калаҫма пуҫларӗ:
XXVIII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.
Пӗр урине теприн ҫине хурса, тусанланнӑ аттин пуҫӗ ҫине ним курман пек пӑхса, Нагульнов нумайччен чӗнмесӗр ларчӗ, вара ҫапла каларӗ:
XXVI сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.