Шырав
Шырав ĕçĕ:
Ак ӗнтӗ кашни, пӗрер дыня илчӗ те, ҫӗҫӗпе лайӑх кӑна тасатрӗ (ҫыннисем пурте унта-кунта пулса курнӑскерсем, сахал мар куркаланӑ, пӗлеҫҫӗ ӗнтӗ ҫын ҫинче мӗнле ҫимеллине, — халь тесен халь пан сӗтелӗ хушшине кӗрсе ларса ҫиме те хатӗр тейӗн); тасатнӑ хыҫҫӑн вара пӳрнисемпе шӑтӑк туса, дыня ӑшӗнчи шӗвекне ӗҫрӗҫ, унтан вара кашниех ҫӗҫӗпе касса илсе ҫӑварне чикме пуҫларӗ.
Тухатнӑ вырӑн // Василий Алагер, К. Никифорова, Михаил Рубцов, Афиноген Кузьмин. Николай Гоголь. Диканька ҫывӑхӗнчи хуторти каҫсем. Вырӑсларан чӑвашла В. Алагер, К. Никифорова, М. Рубцов, А. Кузьмин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 254 с.
Ҫапла вара, ыттисем вырӑнти ҫынсен лашисемпе пӗчӗк ҫӗр улпучӗсем патне ҫӳренӗ вӑхӑтра вӑл, хӑйӗн хваттерӗнче ларса, йӑваш та ырӑ чунлӑ ҫынсене пӳрнӗ ӗҫпе аппаланнӑ: е тӳмисене тасатнӑ, е малалла мӗн пулассине каласа паракан кӗнеке вуланӑ, е хваттерӗн кӗтессисене шӑши тапписем лартнӑ, кайран вара мундирне хывса пӑрахнӑ та вырӑн ҫине выртнӑ.
I. Иван Федорович Шпонька // Василий Алагер, К. Никифорова, Михаил Рубцов, Афиноген Кузьмин. Николай Гоголь. Диканька ҫывӑхӗнчи хуторти каҫсем. Вырӑсларан чӑвашла В. Алагер, К. Никифорова, М. Рубцов, А. Кузьмин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 254 с.
Кама та пулин перо шӗвӗртме ҫӗҫӗ кирлӗ пулсан, вӑл ҫавӑнтах Иван Федоровичран ыйтнӑ, пӗлнӗ вӑл ун кирек хӑҫан та ҫӗҫӗ пуррине; Иван Федорович вара, ун чухне вӑл Ванюшка ҫеҫ пулнӑ-ха, ҫӗҫҫине кӑвак сюртукӑн йӑллинчен ҫакса янӑ пӗчӗкҫеҫ сӑран йӗннинчен кӑларса панӑ та, перо тасатнӑ чух ҫӗҫӗ ҫивчӗшпе ан хырӑр, ун валли тӳрчӗ пур, тенӗ.
I. Иван Федорович Шпонька // Василий Алагер, К. Никифорова, Михаил Рубцов, Афиноген Кузьмин. Николай Гоголь. Диканька ҫывӑхӗнчи хуторти каҫсем. Вырӑсларан чӑвашла В. Алагер, К. Никифорова, М. Рубцов, А. Кузьмин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 254 с.
— Ҫар дисциплинине ӑнланмаҫҫӗ пулсан, вӗсене пӗр сӑмах кӑна… — котелокне тасатнӑ хушӑра каларӗ Андрей.— А с ними один разговор, раз они не понимают военной дисциплины… зачищая котелок, ответил Андрей.
VI // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.
Сӑмахран акӑ, театра кӗмелли картлашкасене тул ҫути килсенех ҫине тӑрсах шӑлса тасатнӑ, анчах гранит плитасене юр мар, пас ҫӳхе сийпе хупласа илнӗ те хаклӑ хӑнасене кӗме нимӗн шеллемесӗрех сарса хунӑ чаплӑ пурҫӑн пек тунӑ.
XIX // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
Сергей, пирус туртса пӗтерсен те хӑй вырӑнӗнчех ларса, чарӑннӑ калаҫӑва тепӗр хут пуҫлама тӑнӑччӗ, анчах ҫав вӑхӑтра куппене тӑваттӑмӗш пассажир кӗчӗ — вӑл таҫта, кӳршӗсем патӗнче, пулнӑ пулмалла: вал чылай ҫула ҫитнӗ кӗрнеклӗ, сарлака питлӗ, пысӑк та чакӑр куҫсемлӗ арҫын; илемлӗн касса айккисене хырса тасатнӑ ҫутӑрах хӗрлӗ сухаллӑ, уссисӗр; хӳхӗм ҫар тумне тӑхӑннӑ, сарлака хулпуҫҫи ҫинче полковник погонӗсем илемлӗн выртаҫҫӗ.
XVIII // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
Саввӑпа Сергей тасатнӑ ҫул тӑрӑх траншейӑри пек утса ӑшӑ пӳрте кӗчӗҫ.Савва и Сергей прошли по расчищенной дорожке, как по траншее, и очутились в теплом помещении.
XVII // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
Лашине хапха патне тӑратса, Алексей тасатнӑ сукмакпа пӳрт умӗнчи сада кӗчӗ те чӳречерен пӑхрӗ, анчах мӗн тумаллине пӗлмерӗ: каймалла-и е юлмалла.
XIII // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
Колхоз правленийӗсен чӳречисенче ҫурҫӗр иртсен те нумай вӑхӑт хушши ҫутӑ сӳнмен: ҫак каҫсенче бухгалтерсен те, учетчиксен те, бригадирсен те ӗҫ ҫителӗклӗ пулнӑ; шоферсем ҫывӑрман тата пӑлханнӑ — баксене бензин тултарнӑ, тормозсене тӗрӗсленӗ, ларма лайӑх вырӑнсем тунӑ; кучерсем те шоферсенчен кая мар хумханнӑ тата ӗҫленӗ: тачанкӑсемпе вӑрӑм урапасен кустӑрмисене малтанах сӗрсе хунӑ, сӳсмен-пӑявсене тикӗт сӗрсе ҫемҫетнӗ, лаша ури тупанӗсене тасатса таканланӑ, ҫилхисене тураса тасатнӑ, хальчченхинчен ытларах сӗлӗ панӑ…
XXI // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
Тӗрӗс, агрономилле кӑтартса панӑ тарӑнӑш пур ҫӗрте те сухаламаҫҫӗ: пӗр плугӗ тарӑн илет, ҫӗр сийне анлӑн сире-сире пӑрахать, тепри ҫӗр питне кӑна сирсе тухать; тырӑсене те тӗрлӗрен акаҫҫӗ: пӗр ҫӗрте речӗ-речӗпе, тепӗр ҫӗрте шӑйрӑксемлӗ; пӗр ҫӗрте ҫурхи тырӑсем ҫӳллӗ, таса, вӗсене хуҫалла лайӑх тата вӑхӑтра ҫумласа тасатнӑ, теприсене ҫумкурӑкӗ пусса илсе пӗтерсе лартнӑ, — ҫӗрӗҫлекен юлхавланнӑ курӑнать, ҫуркунне тырӑ пӗрчине ҫӗре пӑрахнӑ та, ун ҫинчен манса кайнӑ, анчах хӑй ҫимӗҫне пухма хатӗрленет; кунсӑр пуҫне тата пилӗк пусӑллӑ пусӑҫаврӑнӑшӗпе, тап-таса ҫӗртмепе тата курӑк акнӑ уйпа юнашар халӗ те вилмен карчӑка-йӑранлӑ анасене курма пулать; пӗр сӑмахпа каласан, ҫӗре пур ҫӗрте те пӗр пек ӗҫлесе ҫемҫетмен, анчах плуг хӑйӗн тӗренӗ вӗҫӗпе те пулин пырса тивмен пӗр татӑк ҫӗр те ҫук; хӑшпӗр кая юлнӑ ҫӗрӗҫлекен хӑй пӗлекен тӳремлӗх ҫине пӑхса, ҫакна пӗтӗмпех курать те ирӗксӗрех ҫапла калать:
XXI // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
Ҫак темшӗн аса килсе кӗнӗ сӑмахсене вӑл темиҫе хут ӑшра каларӗ, унӑн яп-яка хырса тасатнӑ питӗнче кулӑ сӳнме пӗлмест; ыйӑхран вӑрансан ху кӗҫех атте пуласси ҫинчен шухӑшлама епле лайӑх-ха, шутларӗ вӑл, вара ӑна йӗри-тавра кам пур — пурте ун ҫине пӑхнӑ пек, пурин пичӗсем те хӑйӗн пекех телейлӗ кулӑпа ҫуталса тӑнӑ пек туйӑнать; хӗвел пайӑркисем чӳрече кантӑккисем ҫинче нихҫан та паянхи пек йӑлтӑртатса ҫуталман; тап-таса та кӑн-кӑвак тӳпенелле кармашса ларакан йывӑҫсем темшӗн ӗнерхинчен ҫӳллӗрех та лапсӑрккарах пулнӑ; такам ҫӑра пылпа сапнӑ пек ҫутӑ-сарӑ тӗслӗ пиҫсе ҫитнӗ абрикоссем шутсӑр нумай ҫакӑнса тӑракан турат хӳме урлӑ усӑнса аннӑ, анчах Сергее ҫав турат хӑйне евӗрлӗ кулса ӑна пуҫ тайнӑн туйӑнать; турат ҫинче абрикосран та пысӑк мар ылтӑн мӑйлӑ кайӑк ларать.
XIII // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
Пирӗн юланутҫӑна ҫурт-йӗрсем те, тулӑ куписем те, веялкӑсемпе тарасасем те, чупса пыракан трехтонкӑсем те тӗлӗнтермерӗҫ, унӑн хӑравҫӑ куҫӗсем тырӑ типӗтнӗ тата тасатнӑ ҫӗрте ӗҫлекен ҫынсене курман пулсан, вӑл, тен, лашине те чарман пулӗччӗ, ҫавӑн пекех васкавлӑ решени те йышӑнман пулӗччӗ.
X // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
Ку пуриншӗн те халиччен пулман ҫӗне япала пулнӑ, ҫавӑнпа ҫынсем, тырӑ типӗтсе тасатнӑ ҫӗрте ӗҫленӗ хушӑра, хутран-ситрен хӗрлӗ скатерть витнӗ сӗтелпе пӗлтерӳ ҫине пӑха-пӑха илнӗ.
IV // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
Пӗр ҫӗрте тулла веялкӑпа алласа тасатнӑ та, вӑл бронза пек ҫуталса выртать — арҫынсемпе хӗрарӑмсем ӑна михӗсене тултарса машинӑсем ҫине илсе каяҫҫӗ, тепӗр ҫӗрте — халь анчах комбайнсем патӗнчен илсе килнӗ тулӑ — вӑл чӗрӗ, арпаллӑ, хӑльчӑклӑ, — каччӑсемпе хӗрсем ӑна ҫӳхе сийӗн саркаласа, йывӑҫ кӗреплесемпе тураҫҫӗ, кӗреҫесемпе пӑлхатаҫҫӗ; виҫҫӗмӗш вырӑнта — тасатаҫҫӗ: ултӑ веялкӑна юнашар лартнӑ, йӗтем ҫинче кӗрен тусан капланса тӑрать, татти-сыпписӗр шав кӗрлет, шестернясем кичемлӗн шакӑртаттарни янӑрать.
IV // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
Стан патне пынӑ чухне тырӑ куписене, тараса патне кутӑн чакса пыракан полуторкӑна, тырӑ типӗтнӗ тата тасатнӑ ҫӗрте ӗҫлекен колхозниксене курсан, Кондратьев тырӑ куписем бронза е ылтӑн тӗслӗ ҫуталса выртни ҫинчен мар шутланӑ.
III // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
Халиччен тӑнӑ вырӑна улӑштарса, трактор бригадисем те хӑйсен пӗтӗм хуҫалӑхӗпе: уйри тимӗрҫ лаҫҫипе, кухньӑри савӑт-сапасемпе, тимӗр пичкесемпе, тӗренӗсене тӗкӗр пек йӑлтӑртатичченех тӑпрапа сӑтӑрса тасатнӑ плугсемпе тулӑ пуссинелле куҫрӗҫ.
II // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
Бригадӑсен станӗсенче ҫынсем ҫук-ха, тасатса шыв сапнӑ йӗтемсем ҫине халь анчах тарасасем илсе килнӗ, васкавлӑн тунӑ ӳплене тырӑ виҫекен вырнаҫнӑ; юсаса тасатнӑ ҫулсем тӑрӑх тырӑ тиенӗ грузовиксем тусан мӑкӑрлантармаҫҫӗ-ха, хӑмӑл ҫинче те ҫӗмелсем чӑпарланмаҫҫӗ, анчах тырӑ вырмалли вӑхӑт ҫывӑххи ӗнтӗ пур ҫӗрте те: уй-хир пӗтӗмпех сарӑ тӗспе сӑрланнинче те, шӑрӑх пӗлӗтре те тата тӑрисен сасси ҫеҫ пӑсакан нихҫан пулман темле уйрӑмла шӑплӑхра та палӑрать…
II // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
Иртсе кайнӑ шавлӑ ҫумӑр ҫуса тасатнӑ евӗрлӗ ҫемҫе ҫил ҫуркуннехи майлӑ чӑштӑртатакан ешӗл тӗнчене ӑшшӑн лӑпкаса вӗрнӗ.
Вуннӑмӗш сыпӑк // Иван Васильев. Эммануил Казакевич. Ҫӑлтӑр: повесть; вырӑсларан И.С. Васильев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 1622 с.
Вӑйлӑ ҫумӑр ҫуса тасатнӑ вӑрман ырӑ шӑршӑпа тулса тӑнӑ.
Вуннӑмӗш сыпӑк // Иван Васильев. Эммануил Казакевич. Ҫӑлтӑр: повесть; вырӑсларан И.С. Васильев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 1622 с.
Халь акӑ, хӑй тасатнӑ ҫулпа фронта каякан гитлеровецсене курнӑ хыҫҫӑн, Андрей ҫинчен Марийка унчченхинчен ытларах хуйхӑрса тата шикленсе шухӑшлама пуҫларӗ.
III // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.