Шырав
Шырав ĕçĕ:
Касторнӑй патӗнче контузи пултӑм, кайран тытамак силлеме тапратрӗ.
4-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
Нагульнов, ӗҫсем епле тӑни ҫинчен каласа панӑ май, Гремячири пӗрлешсе ҫӗр ӗҫлемелли юлташлӑх ҫинчен сӑмах тапратрӗ.
2-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
Ӑна пула юн тымарӗсем тӑрӑх юн хытӑрах чупма тапратрӗ, ҫак музыка пире таҫталла кайма йыхӑрать.
Макар Чудра // Хумма Ҫеменӗ, Феодосия Ишетер. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 7–19 стр.
Мӗншӗн пурӑнатӑп ҫут тӗнчере? — тесе шухӑшласа илтӗм пӗрре, кичем пулнӑран, — тӗрмере кичем унта, адам, э, мӗн тери кичем! — чӳречерен уялла пӑхса илсенех, ӑш вӑркама тапратрӗ, ҫав тери хытӑ вӑркать, шалтан темскер хӗскӗчпе хӗснӗнех туйӑнать.
Макар Чудра // Хумма Ҫеменӗ, Феодосия Ишетер. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 7–19 стр.
Муромец йывӑр лава васкамасӑр вырӑнтан тапратрӗ.
21-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Сасартӑк унӑн хӑмӑр пит-куҫӗ хӑрушла та йӗренчӗкле турткаланса илчӗ, вӑл вара макӑрса ячӗ: тутисем тӑсӑлчӗҫ те хӗррисемпе аялалла усӑнчӗҫ, питӗнчи мӗнпур шӑнӑрӗ карӑнса чӗтӗрерӗ, кӳҫ харшийӗсем, ҫамкине тарӑн йӗрсемпе пӗркелентерсе, ҫӳлелле ҫӗкленчӗҫ, куҫӗсенчен нихӑҫан пулман хӑвӑртлӑхпа пӑрҫа пекех шултра куҫҫуль тӑкӑнма тапратрӗ.
XIII сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 3–84 с.
Захар утнӑ пек турӗ, анчах хӑй тайӑлса, вырӑнтан куҫмасӑр, урисене тапратрӗ ҫеҫ.Захар сделал вид, что будто шагнул, а сам только качнулся, стукнул ногой и остался на месте.
VIII сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Вӑл кӗрнеклӗ арҫын урамри сак ҫинчен тӑнине асӑрхарӗ те ҫавӑнтах машинӑна тапратрӗ.Она увидела, как здоровяк встал со скамейки, повернула ключ зажигания.
Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Галина Матвеева. Килти архив
Акӑ пӗр чӳрече ҫуталса кайрӗ, унтан тепри, самантрах пӗтӗм Мускав ялкӑшма тапратрӗ.Вот вспыхнуло одно окно, потом другое, и засветилась вся Москва.
30 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950
Унтан алӑк каллех хӑрушӑ чӗтреме тапратрӗ.
25 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950
Ҫак самантра тулта, инҫе те мар, сирена сывлӑш тревогине систерсе, улама тапратрӗ.В это время близко за окном завыла сирена воздушной тревоги.
14 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950
Акӑ хула тулашнерех, театр вырӑнта ҫунма тапратрӗ.
9 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950
Пирӗн те ҫывӑхри пысӑк ҫурт ҫинче сирена улама тапратрӗ, е ҫӳлти нотӑсем ҫине сиксе кӑшкӑрать, е аялти регистр ҫине ҫемҫен анать, е каллех хӑпарса кайса ҫухӑрма тытӑнать.
9 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950
Ҫав вӑхӑтра NO ҫил хӑватлӑн вӗрме пуҫларӗ, вӑл вӑйлӑланнӑҫемӗн вӑйлӑланма тытӑнчӗ, тепӗр ҫур сехетрен вара айӑн-ҫийӗн ҫавӑрттарма, хӳме пек хумсене хӑвалама тапратрӗ.
Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Сулахай енчи борт ҫинче хӗрлӗ ҫул хунарӗ ҫутӑлчӗ, вара, ӑна хирӗҫ ответ панӑ пек, тӗттӗмленсех те ҫитеймен пӗлӗтре, шӑп горизонт тӗлӗнче, малтан йӑваш, кайран — вӑйлӑрах та пикенерех пӗр хӗп-хӗрлӗ ҫӑлтӑр йӑмӑхма тапратрӗ.
18 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950
Пирӗн умра тем ҫӳлӗш хура стена ҫинче вутла хушӑк палӑрма тапратрӗ, вӑл сарӑлнӑҫемӗн сарӑлса пычӗ, — чӗмсӗр хапха уҫӑлчӗ.
16 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950
Унтан вӑл кышлакан чӗрчунсем ҫинчен калама тапратрӗ, хӗрсе кайрӗ.
Иккӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Грушницкий мана хирӗҫ тӑчӗ те паллӑ панӑ хыҫҫӑн пистолетне ҫӗклеме тапратрӗ, чӗркуҫҫийӗсем чӗтреҫҫӗ унӑн.Грушницкий стал против меня и по данному знаку начал поднимать пистолет, колени его дрожали.
Июнӗн 16-мӗшӗ // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964
Унӑн чӗри хыттӑн та хӑвӑрт тапма тапратрӗ.
4 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Вӑл кресло ҫине ӳкнӗ пекех ларчӗ те, аллисемпе пуҫне пӑчӑртаса тытса, енчен енне сулкаланма тытӑнчӗ, вӑл сулкаланнипе кресло та нӑтӑртатма тапратрӗ.Он бросился в кресло, обхватил голову ладонями, закачался так, что и кресло застонало.
3 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950