Шырав
Шырав ĕçĕ:
Хӗрӗ мӗн тунине сӑнама мерӑсем ахальтен ҫеҫ йышӑннӑ пулнӑ, мӗншӗн тесен, килӗшӗр ӗнтӗ, сӑнамасан юрамасть-ҫке-ха; ырӑ сунассине те вӑл ахальтен ҫеҫ суннӑ, мӗншӗн тесен, килӗшӗр ӗнтӗ, ҫапах та хӑйӗн хӗрӗ-ҫке-ха.
II // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Ун хыҫҫӑн Марья Алексевна темиҫе кун хушши, сӑнама пӑрахса, кӑштах канса илет.После того на несколько дней Марья Алексевна дает себе некоторый (небольшой) отдых в надзоре.
XI // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Епле-ха ҫакӑн хыҫҫӑн Марья Алексевнӑн татти-сыпписӗр сӑнама чарӑнмалла мар? — Лопухов корсет шал енне те пӑхмасть, пит-куҫӗнче те нимӗнле туйӑм ҫук, турӑш кӗнекисем те вулама парать, — ҫителӗклӗ те пек-ҫке ӗнтӗ.
VII // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
— Хатӗрлевҫӗсем выльӑх кам патӗнче туяннине пӗлетпӗр те, шӑпах ҫав ҫуртсене сӑнама пуҫлатпӑр.— Узнаем, у кого заготовители покупали скот, и вот именно эти-то дворы и возьмем под наблюдение.
XXVI сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.
Сутӑн илекенсем иккӗшӗ те тына пӑрӑва тимлӗн сӑнама, хыпалашма пуҫларӗҫ, унтан кӗрнекли йӑлӑхтармалла хаклашма тытӑнчӗ, тепри, чӑпӑрккалли, тунсӑхлӑн шӑхӑркаласа, кил карти тӑрӑх утса кайрӗ, чӑх витине те, пушӑ лаша витине те, хӑйне пачах та кирлӗ мар ҫӗре те пӑхса ҫӳреме пуҫларӗ…
XXVI сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.
Тахҫан иртсе кайнӑ ҫамрӑклӑхӗ тепӗр хут пуҫланчӗ тейӗн: вӑл иккӗ сиксех ҫыран ҫине вӑркӑнса тухрӗ, вара, тӑм тӗмеске ҫине ларсан ҫеҫ, ылханлӑ шыв ҫинелле вӑхӑтӑн-вӑхӑтӑн шиклӗн пӑха-пӑха илсе, уринчи икӗ пӗчӗк хӗрлӗ пӑнчӑ сӑнама пуҫларӗ.
XVIII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.
— Сирӗн пек вӗрентекенсем кунта ҫеҫен хир тӑрӑх нумайӑн сулланса ҫӳреҫҫӗ, хӑв чӗртсе яма хӑтланса пӑх-ха эппин, вара сан сӑмса шӑтӑкӗнчи ҫил мӗнле вӑйлине курӑп эпӗ, — кӑмӑлсӑррӑн каласа хучӗ Куприяновна, — хӑй вара кӑмӑллӑнах айккинелле пӑрӑнчӗ те палламан ҫынна тимлесе сӑнама тытӑнчӗ.
VIII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.
Ик алла та тӑсса патӑм хайхине, ӗҫе мӗнле пуҫӑннине сӑнама тытӑнтӑм.Я протянул старику руки, сжав их в кулак, и стал наблюдать, как он приступит к делу.
IV // Николай Григорьев. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 8–23 стр.
Ҫапла каланӑ Соломона турӑ, ун сӑмахӗ тӑрӑх вара патша тӗнче мӗнле пулса кайнипе ӑнсӑртла вӑйсен хӑватне пӗлнӗ, вӑхӑтӑн пуҫламӑшне, вӗҫне тата варрине ӑнланнӑ, пулӑмсем ӗмӗр-ӗмӗр хумлӑн-хумлӑн та ҫаврӑм-ҫаврӑммӑн киле-киле тухнин вӑрттӑнлӑхне тавҫӑрнӑ; Библос, Акра, Саргон, Борсиппӑпа Ниневи астрономӗсем патӗнче вӑл ҫӑлтӑрсен вырнаҫӑвӗ мӗнлерех улшӑнса пынине сӑнама тата ҫулталӑк ҫаврӑнашӗсем хыҫҫӑн йӗрлеме вӗреннӗ.
III сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 85–143 с.
Юлашкинчен пурте Таньӑпа салтака сӑнама пулчӗҫ, хӗре унран сыхланма хушас терӗҫ…И наконец все решили наблюдать за солдатом и Таней, предупредить девочку, чтобы она опасалась его…
Ҫирӗм улттӑпа пӗрре // Петӗр Хусанкай. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 119–131 стр.
Анчах лешсем вӑл ҫапасран пӑрӑна-пӑрӑна тӑнӑ, хӑйсем ӑна ҫаплах тивмен; каярахпа вӑл, халран кайнӑскер, пит хурлӑхлӑ сасӑпа кӑшкӑрса ярса ҫӗре ӳксен, аяккарах кайса ун еннелле пӑхса сӑнама пуҫланӑ.
I сыпӑк // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 50–69 стр.
Вӑл Андрей Иванӑчпа ачасем уй-хир тӑрӑх ҫӳренине паҫӑрах сӑнама пуҫланӑ иккен.Он уже давно следил, как Маша водила Андрея Иваныча по полю.
23-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Шкул сторожӗ пӑр кайнине пӑхса сехете сӑнама маннӑ пулӗ тесе те шухӑшласа пӑхрӗ Санька.
5-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Штольц унӑн сӑнне тинкерсе сӑнама тӑрӑшрӗ.
IV сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Ольга хӑйне сӑнама пуҫларӗ те, хӑраса ӳксе, ҫакна ӑнланчӗ: вӑл хӑйӗн малтанхи юратӑвӗшӗн кӑна мар, савнишӗн те вӑтанать-мӗн…
IV сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Ҫапах та вӑл, магазин умне пырса, ҫав дамӑсене чӳрече витӗр сӑнама пуҫларӗ: «Ним те уйӑрса илме ҫук, вӗсем чурече еннелле ҫурӑмпа тӑраҫҫӗ».
IV сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Вӑл, хӑрах куҫне хӗссе, урампа иртсе каякан кашни каретӑнах чӳрече витӗр сӑнама пуҫларӗ.Она начала глядеть в окно, прищуря немного один глаз и следя за каждой проезжавшей каретой.
XI сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Обломов, кулленхи йӑлипе, каҫхине каҫах хӑйӗн чӗри мӗнле тапнине итлерӗ, унтан ӑна аллипе хыпашласа пӑхрӗ, унта ҫирӗплӗх ӳсрӗ-и, тесе тӗрӗслерӗ, юлашкинчен хӑйӗн телейне тишкерсе сӑнама тытӑнчӗ те сасартӑк тумлам йӳҫӗк тӗлне лексе, кӑмӑлне пӑсрӗ.
X сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Анчах вӑл нимӗн те каламарӗ, ун ҫумне ҫеҫ вырнаҫса ларчӗ те унӑн кӗлеткине, пуҫне, алли каллӗ-маллӗ вылянине, йӗппине канва шӑтӑкне мӗнле чиксе туртнине сӑнама пуҫларӗ.
IX сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Обломов пӳрнине те хускатмасть, хӑй умӗнчи ҫивӗч те канӑҫсӑр, шавлӑ хӑнана сӑнама, итлеме пултарать.
III сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956