Шырав
Шырав ĕçĕ:
Трансформатор сирпӗнсе кайӗ, хӗвелтухӑҫ енчи тухмалли мӗнпур шӑтӑка хупласа лартӗ, пушар явса илӗ!Трансформатор взорвется, завалит выход всего восточного крыла, вспыхнет пожар!
3 // Антал Назул. Титов, Владислав Андреевич. Вилӗме ҫӗнтерсе…: повесть; вырӑсларан Анатолий Ерусланов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1972. — 7–163 с.
Кулӑ килнипе чыхӑнса, Дуняшка ҫенӗке пуля пек сирпӗнсе тухрӗ.
XXI // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
Хӑйсем питӗ вӗри тата, эсрел амисем, кӑмакаран сирпӗнсе тухнӑ темелле…
XVIII // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
Эпӗ паян лаша ҫинчен пуҫхӗрлӗ сирпӗнсе кайрӑм.
XV // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
Тӗрӗллӗ тутӑр пӗркеннӗ Аксинья, Григорие уйӑраймасӑр, сӗтел патне утса пычӗ, хӑяккӑн пӑхса илчӗ те, чарӑлса кайнӑ хура куҫӗнчен сехре хӑппи сирпӗнсе тухрӗ.
VII // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
— Сан пылчӑку пире сирпӗнсе лекеймӗ!
12 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.
Вӑл кӗпе ҫухине карт туртнӑ та, тӳмисем сирпӗнсе кайнӑ.
3 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.
Серафимӑ хӑйне алӑкран кӑларса ярасса кӗтсе тӑмарӗ, тӑшманне ҫут тӗнчери мӗн пур усал сӑмахсемпе хӑртса, малти пӳлӗмрен сирпӗнсе тухрӗ.
12 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.
— Кунта халь хӗрлеармеецсем ҫук! — хыртарнӑ пуҫне ҫилӗллӗн ҫӗклесе, сассине хиврен хӑпартса каларӗ те Богатырав пылчӑк сирпӗнсе тулнӑ атӑ кунчине чӑпӑрккипе ҫатлаттарса илчӗ.
LII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
Чи хыҫалти ҫуна ҫинче ларса пыракан пӗр пулеметчикӗ сулӑнкӑра юр ҫине ывтӑнса юлчӗ те, ездовой, усаллӑн ятлаҫса илсе, лашисене хӑвӑрт ҫул хӗрринелле пӑрса тытрӗ; сирпӗнсе юлнӑ пулеметчик ҫуна ҫине сиксе ларичченех вара хӗрлӗармеецсем ҫӑвар тулли ахӑлтатса кулчӗҫ.
XL // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
— Памасть вӑл пире ҫывӑрма, Григорь Пантелевич! — тӑвӑнчӑклӑн ҫухӑрса ячӗ те ординарец, чӗлӗм туртма хатӗрленсе, вут чулне ҫулу айӗнчен пӗлӗт пек хӗм сирпӗнсе тухмалла чаклаттарчӗ.
XXXVIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
Килти меслетпе хатӗрленӗ пуля персе янӑ хыҫҫӑн винтовка кӗпҫинченех шӑратнӑ тӑхлан чӑмакки пулса сирпӗнсе тухрӗ, тискеррӗн вшиклетсе-фӳлетсе вӗҫрӗ, анчах ҫӗр, ҫӗр ҫирӗм чалӑшра кӑна сиенлеме пултарчӗ.
XXXVIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
Кӑшт каярах юлнӑ пӗр казак учӗ ҫинчен ҫил шӑлса ывӑтнӑ пек сирпӗнсе кайрӗ те, лашасем ҫавӑнтах ӑна юр ҫине таптаса хӑварчӗҫ.Однако приотставшего казака как ветром снесло с лошади и лошадьми втолочило в снег.
XXXVII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
Ут чӗрни айӗнчен шӑши вучӗ пек сарӑ хӗм сирпӗнсе тухрӗ: такан ҫара ҫӗпре амӑшӗ тӑрӑх шуса кайрӗ пулмалла.Из-под копыт выпорхнула желтым светлячком искра; должно, подкова скользнула по оголенному кремню.
XXX // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
Пӑр катӑкӗсем кантӑк пек чӑнклатса сирпӗнсе тӑраҫҫӗ.
XV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
Ореховӑран пуҫласа ҫул тӑршшӗпех вӑл учӗсене ӑсран тухнӑ пек хӑваларӗ, лашисенчен икӗ еннелле шурӑ кӑпӑк сирпӗнсе пычӗ, урапа урӑм-сурӑм шӑлтӑртатнӑ май, кустӑрмасен шӑлӗсем те хутӑшса-пӗрлешсех кайрӗҫ тейӗн.
I // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
Урасен айӗнчен юр чӑмӑрккисем сирпӗнсе юлаҫҫӗ.
Пӑрӑнӑр! // Василий Чураков. Алексеев, Сергей Петрович. Суворов ҫинчен: повесть; вырӑсларан Василий Чураков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1967. — 5-143 с.
Пӑшал персе яричченех Бунчук хӑлхине тахӑшӗ каҫӑхса кайса ҫухӑрнӑ сасӑ пырса кӗчӗ; вӑл пуҫне пӑрса пӑхрӗ те чӗкеҫ шатриллӗ ҫамрӑк хӗрарӑм, халӑх ушкӑнӗнчен сирпӗнсе тухса, хӑрах аллипе ачине кӑкӑрӗ ҫумне пӑчӑртаса тытса, тепринпе унӑн куҫне хупласа, хутор еннелле чупнине курчӗ.
XXX // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.
Тепӗр хӑлхаран чӑртӑкран сирпӗтнӗ пек юн сирпӗнсе тухрӗ, кӗпен шурӑ ҫухави айне йӑрласа юхса анчӗ.Из другого уха цевкой стрельнула кровь, потекла за белый воротник.
XXX // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.
Ямшӑк утсене чӑпӑрккапа ӑшалантарчӗ; чӑмаккаллӑ ҫӑра пылчӑк ҫул айккине сирпӗнсе юлчӗ.
XXVI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.