Шырав
Шырав ĕçĕ:
37. Ҫак тискерлӗхе куракансем пурте сехӗрленсе ӳкӗҫ, чӗтрене ерӗҫ.37. Ужаснутся все, которые увидят эту свирепость, и вострепещут.
3 Езд 15 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
11. Ҫапӑҫма хатӗрленсе тӑнӑ йышлӑ халӑх ҫине ҫакӑ вут-ҫулӑм ҫӗмрен пек ыткӑнса тапӑнчӗ, пурне те ҫунтарса ячӗ, имсӗр-сумсӑр йышран кӗлсӗр пуҫне нимӗн те юлмарӗ, тӗтӗм шӑрши ҫеҫ сарӑлчӗ; ҫакна куртӑм та — сехӗрленсе ӳкрӗм.
3 Езд 13 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
3. Тата ҫакна та куртӑм: акӑ вӗсем ҫухалчӗҫ, ӑмӑрткайӑк кӳлепи йӑлтах ҫунса кайрӗ — пӗтӗм ҫӗр сехӗрленсе ӳкрӗ, эпӗ те ӑшчик хускалнине, ӑс пӑтраннине тата хытӑ хӑранине пула вӑранса кайрӑм та хама хам каларӑм: 4. эпӗ Ҫӳлти Туррӑн ҫулӗсене тишкересшӗнччӗ, ҫавӑнпа манӑн ҫакна курмалла пулчӗ, терӗм.
3 Езд 12 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
9. Ҫавӑн чухне вара халӗ Манӑн ҫулсенчен пӑрӑннисем сехӗрленсе ӳкӗҫ, Манӑн ҫулсене тиркенисем асап курӗҫ.9. Тогда пожалеют отступившие ныне от путей Моих, и отвергшие их с презрением пребудут в муках.
3 Езд 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
17. Вара ҫапла пулчӗ: сасӑ илтӗнсессӗн, эпӗ ура ҫине тӑтӑм та тӑнларӑм — акӑ калаҫакан сасӑ, шавӗ унӑн — вӑйлӑ шыв кӗрленӗ пек, 18. ҫапла каларӗ: акӑ Эпӗ ҫӗр ҫинче пурӑнакансене пырса пӑхас кунсем ҫитсе килеҫҫӗ, Эпӗ ҫывӑхарнӑҫемӗн ҫывӑхаратӑп; 19. ун чухне Эпӗ хӑйсен тӳрӗмарлӑхӗпе усал ӗҫ тунисенчен шыраса илӗп, Сион ун чухне виҫи туличчен мӑшкӑл курӗ, 20. ун чухне, иртекен ӗмӗре пичет пуснӑ чухне, Эпӗ кӑтартакан паллӑсем ҫаксем пулӗҫ: тӳпе умӗнче кӗнекесем уҫӑлса кайӗҫ те, вӗсене пурте курӗҫ; 21. ҫулталӑкри ачасем калаҫма пуҫлӗҫ, ҫире пур хӗрарӑмсем хӑйсен аталанса ҫитеймен ачисене виҫӗ-тӑватӑ уйӑхранах ҫурата-ҫурата парӗҫ, ачисем ҫапах та чӗрӗ юлӗҫ, тӗреклӗленӗҫ; 22. акса хӑварнӑ хирсем кӗтмен ҫӗртен акман хирсем пулса тӑрӗҫ, тулли кӗлетсем пуш-пушӑ пулӗҫ; 23. ун хыҫҫӑн трупа шавлӑн кӑшкӑртса ярӗ те, ҫавна илтсессӗн, пурте сасартӑках сехӗрленсе ӳкӗҫ.
3 Езд 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
16. Ӑна курсассӑн, иудейсем тӳпенелле пӑхса хыттӑн кӑшкӑрса йӗре пуҫланӑ, ҫавна пула ҫывӑхри айлӑмсемсенче те ахрӑм янӑраса тӑнӑ, ӗнтӗ пӗтӗм ҫар сехӗрленсе ӳкнӗ.
3 Мак 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
29. Хӗрӳ тытӑҫу пынӑ чухне тӑшмансем тӳперен ылтӑн йӗвенлӗ ут утланнӑ пилӗк чаплӑ ар аннине курнӑ, вӗсенчен иккӗшӗ иудейсене ертсе пынӑ: 30. вӗсем Маккавее хӑйсем хушшине тӑратнӑ та ӑна, кӑралӗпе хӳтӗлесе, аманасран сыхласа тӑнӑ, тӑшман ҫине вара ҫӗмренпе ҫиҫӗм ывӑтнӑ, лешӗсем ӗнтӗ, куҫӗ шарса кайнипе, сехӗрленсе ӳкнипе пӑтрашӑнса кайса, хӑйсемех пӗр-пӗрне пӗтернӗ.
2 Мак 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
30. Халӑх вара Хӑй пурӑнакан вырӑнне чапа кӑларнӑ Ҫӳлхуҫана тав туса мухтанӑ; ҫакӑн умӗн халь ҫеҫ пурте хӑраса, сехӗрленсе тӑнӑ пулсассӑн, Пурне те Тытса Тӑракан Ҫӳлхуҫа курӑннӑ хыҫҫӑн вара Турӑ Ҫурчӗ савӑнӑҫпа, хаваслӑхпа тулнӑ.
2 Мак 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
17. Сехӗрленсе ӳкнӗскерӗн пӗтӗм ӳчӗ-пӗвӗ чӗтренӗ, ҫакӑнтан унӑн чун-чӗри епле асапланни курӑнса тӑнӑ.17. Его объял ужас и дрожание тела, из чего явна была смотревшим скорбь его сердца.
2 Мак 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
7. Суя тӗнлисен кӑралпа авӑрланнӑ вӑйлӑ ҫарне, ӑна йӗри-тавра хӳтӗлесе тӑракан, ятарласа вӑрҫӑ вӑрҫма вӗрентнӗ утлӑ ҫарне курсассӑн, 8. Иуда хӑйӗн ҫыннисене каланӑ: вӗсем йышлӑ пулнинчен ан хӑрӑр, вӗсем тапӑнсассӑн та сехӗрленсе ан ӳкӗр.
1 Мак 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
6. Унран сехӗрленсе, саккуна уяманнисем йӑвашланнӑ, йӗркесӗр ӗҫ тӑвакансем ун умӗнче пурте шикленсе тӑнӑ, хӑйӗн халӑхне вӑл ҫапла ӑнӑҫлӑн хӑтарса пынӑ.
1 Мак 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
5. Ҫакна Аскалон курӗ те сехӗрленсе ӳкӗ, Газа та, Екрон та вӑйлӑ чӗтресе ӳкӗҫ; ӗнтӗ вӗсенӗн шанчӑкӗ путланӗ: ӗнтӗ Газӑра патша пулмӗ, Аскалон ҫын пурӑнман вырӑн пулса тӑрӗ.
Зах 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
5. Карапҫӑсем сехӗрленсе ӳкнӗ, кашнийӗ хӑйӗн туррине йӑлӑнма тытӑннӑ; карапа ҫӑмӑллатас тесе ун ҫине тиенӗ ҫӑксене тинӗсе ывӑтма пуҫланӑ; Иона вара шала аннӑ, выртнӑ та ҫывӑрмаллипех ҫывӑрса кайнӑ.
Иона 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
7. Ҫакна пӗр эпӗ ҫеҫ, Даниил, куртӑм, манпа пӗрле пулнӑ ҫынсем курмарӗҫ; анчах вӗсем темӗн тӗрлӗ сехӗрленсе ӳкрӗҫ те, пытанас тесе, пурте тарса пӗтрӗҫ.
Дан 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Вӑл ҫывхарсассӑн, эпӗ, сехӗрленсе, ӳпне ӳкрӗм; вӑл мана ҫапла каларӗ: пӗлнӗ пул, этем ывӑлӗ, ҫакӑ курӑну — юлашки самана ҫинчен, терӗ.
Дан 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
5. Шӑп ҫавӑн чухне этем ал лаппи курӑнса кайнӑ та патша керменӗн шуратнӑ стени ҫине, ҫутаткӑҫа хирӗҫ, ҫырма пуҫланӑ; патша ҫыракан ал лаппине курнӑ та 6. сӑнран улшӑннӑ, сехӗрленсе ӳкнӗ, алли-ури чӗтрене ернӗ, чӗркуҫҫийӗсем пӗр-пӗринпе ҫапӑнса тӑр-тӑр чӗтренӗ.
Дан 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
27. Патша ӳпкелешӗ, улпут сехӗрленсе ӳкӗ, ҫӗршыв халӑхӗн алли чӗтрене ерӗ.27. Царь будет сетовать, и князь облечется в ужас, и у народа земли будут дрожать руки.
Иез 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
18. Вара вӗсем хуйхӑ тумтирӗ тӑхӑнӗҫ, вӗсем сехӗрленсе ӳкӗҫ; пичӗ-куҫӗ пурин те намӑсланса хӗрелӗ, пурин те пуҫӗ шакла пулӗ.
Иез 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
16. Тата каларӗ мана: акӑ Эпӗ Иерусалимра ҫӑкӑр тӗрекне аркатӑп та, вара ҫӑкӑра виҫепе те хуйхӑра-хуйхӑра ҫийӗҫ, шыва та виҫепе те куляна-куляна ӗҫӗҫ, 17. мӗншӗн тесессӗн вӗсен ҫӑкӑрӗ те, шывӗ те ҫителӗксӗр пулӗ: вӗсем пӗр-пӗрин ҫине сехӗрленсе пӑхӗҫ, хӑйсен йӗркесӗр ӗҫӗсем пирки типсе ларӗҫ, терӗ.
Иез 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
31. Пӗлтерӳҫӗ тепӗр пӗлтерӳҫӗне хирӗҫ, хыпарҫӑ тепӗр хыпарҫӑна хирӗҫ чуптӑр, Вавилон патшине пӗлтерччӗр: унӑн хулине пур енчен те ярса илнӗ, 32. каҫӑсене ярса илнӗ, керемсене ҫунтарса янӑ, ҫарҫисем сехӗрленсе ӳкнӗ.
Иер 51 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.