Шырав
Шырав ĕçĕ:
Пӑчӑ пӳлӗме сар чечек, табак, ҫӗрлехи ҫеҫпӗл тата Половцев пӗлмен темле чечексен тутлӑ шӑрши ӳсӗртсе ямалла сарӑлчӗ, — кунта вара кӗтмен япала пулса иртрӗ: Половцев, хурҫӑ пек ҫирӗп есаул, чечексен манӑҫа тухма пуҫланӑ шӑршине пӗтӗм кӑкӑрпа ҫӑтса илсе, сасартӑк макӑрса ячӗ…
XXVI сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.
Пӗтӗм шкула тулнӑ наркӑмӑш пек шӑршлӑ та пӑчӑ сывлӑшра ларнӑ хыҫҫӑн урамри сывлӑш ӑна сиввӗн, уҫҫӑн туйӑнчӗ, ӳсӗрӗлтернӗ пек пулчӗ.
XXIV сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.
Ҫӗрле сулхӑн пулсан та, шкулта тӳсме ҫук пӑчӑ.В школе, несмотря на вечернюю прохладу, было нестерпимо душно.
XXIII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.
Вӑл хӑйне пӑчӑ пӳртрен сивӗ ҫӗре ҫарамас тухнӑ чухнехи пекех туйрӗ…У него было такое ощущение, будто вышел он раздетый из парно-теплой хаты на мороз…
XXII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.
Класра хӗвелпе тусан шӑрши, сайра хутра кӑна уҫӑлтаракан пӳлӗмре пулакан пӑчӑ сывлӑш шӑрши кӗрет.В классе пахло солнцем и пылью, застойным воздухом редко проветриваемого помещения.
XVII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.
Чечексем лартса тултарнӑ пӳлӗмре пӑчӑ.
XV сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.
Ытла та пӑчӑ унта — чӑтма ҫук, пӗтӗмпех лачкам тара ӳкрӗм, анчах ҫапах та унта чуна лӑпкӑрах, туршӑн та!Духотища там — мочи нету, весь я пóтом изошел, но зато спокойнее для души, ей-богу!
33-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
Хӑмӑр-кӑвак пӗлӗт татӑкӗсен ҫӑрах мар картлӑ-картлӑ капланчӑкӗ хӗвеле карса илнӗ, анчах ҫапах та сывлӑш халран ямалла пӑчӑ, картиш варринчи кӗл купи ӑшне чӑмса кӗнӗ ҫерҫисем те пулин, кӗске мӑйӗсене тӑсса, саркаласа пӑрахнӑ пӗчӗкҫеҫ ҫунаттисене сайра хутра вӑр-вӑр варкӑштаркаласа, пӗр хускалмасӑр выртаҫҫӗ.
33-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
Кӑнтӑрла иртсен икӗ сехетре бюро ларӑвӗ пуҫланмалла: яп-яка хырӑнса тасалнӑ райком секретарӗ тарласа кайнӑ, пӑчӑ пирки пустав кӗпи ҫухине ярханах янӑ, вӑл васкать; Давыдова пукан ҫине тӗллесе кӑтартрӗ те кӑпӑшка-шурӑ мӑйне кӑтӑрт-кӑтӑрт хыҫкаласа илчӗ, вара ҫапла каларӗ:
20-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
Хутса ӑшӑтнӑ пӑчӑ кухньӑна кӗчӗҫ.
1-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
Каҫ пуласпа вара, тулта пӑчӑ та ҫуллахи ҫанталӑк тӑнине пӑхмасӑр, ӑшӑрах тумланса тухса, Коваленкосем патне сӗтӗрӗнсе утрӗ.А под вечер оделся потеплее, хотя на дворе стояла совсем летняя погода, и поплелся к Коваленкам.
Хупӑлчари этем // Иван Мучи. Антон Чехов. Калавсем. Чӑвашгосиздат, 1940. — 100–125 стр.
Атмосфера пӑчӑ, ирсӗр сирӗн.
Хупӑлчари этем // Иван Мучи. Антон Чехов. Калавсем. Чӑвашгосиздат, 1940. — 100–125 стр.
Ҫывӑрма пуҫ тӳпинченех витӗнсе выртатчӗ вӑл, шӑрӑх, пӑчӑ, хупӑ, алӑкран ҫил шаккать, кӑмакара тем кӗрлет, кухньӑран хашлатнӑ сасӑсем, усала систерекен хашлатусем илтӗнкелесе каяҫҫӗ.
Хупӑлчари этем // Иван Мучи. Антон Чехов. Калавсем. Чӑвашгосиздат, 1940. — 100–125 стр.
Тамӑкра пӑчӑ, шуйттансем вӗтӗ те имшеркке, вӗсене хӑйсен ӗҫӗ ҫав тери ывӑнтарса ҫитернӗ пулас, вӗҫӗмсӗр пыракан пӗр евӗр ӗҫ тата унӑн курӑнсах тӑракан усӑсӑрлӑхӗ тарӑхтарать вӗсене, ҫавӑнпа та вӗсем ҫылӑха кӗнисемпе ытлашши чӑрманмаҫҫӗ — тытаҫҫӗ те, пуленке ывӑтнӑ пек, валака пӑрахаҫҫӗ.
Кичемлӗх патшалӑхӗ // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 671–683 стр.
Пӑчӑ, кичем тӗттӗмре темле ӑнланмалла мар сасӑсем илтӗнеҫҫӗ…Непонятные, глухие звуки дремотно возятся в душной, тоскливой тьме…
Сарӑ шуйттан хули // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 659–670 стр.
Каҫ читлӗхри пек пӑчӑ урамсенче сывлайми пулчӗ; вӑл вилнӗ, тейӗн.
Сарӑ шуйттан хули // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 659–670 стр.
Вӑл, кун-каҫиччен кавлесе, хырӑмне тем чухлӗ тӗрлӗрен апат чыхса тултарнӑ та, халӗ ӑна пӑчӑ, ҫывӑрма кансӗр, вӑл хӑрушӑ, усал тӗлӗксем курать.Оно слишком много пожрало за день разной пищи, ему жарко, неловко и снятся дурные, тяжелые сны.
Сарӑ шуйттан хули // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 659–670 стр.
Ҫынсем хӑйсем сарса хунӑ вырӑнӗсем патне, хӑйсен арӑмӗсем, хӑйсен упӑшкисем патне пыраҫҫӗ, ҫӗрле вара, пӑчӑ пӳлӗмсенче, тарласа чӑм шыва ӳкнӗскерсем, хулашӑн ҫӗнӗ ҫимӗҫ шӑтса ҫуралтӑр тесе, пӗрне-пӗри чуптӑваҫҫӗ…
Сарӑ шуйттан хули // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 659–670 стр.
Кӗрпе чыхса тултарнӑ михӗ пекех ҫынсемпе тулнӑ урамсенче, панель умӗнче ларакан ҫӳп-ҫап коробкисенче, ачасем хыпаланса ҫӗрнӗ пахча-ҫимӗҫсем шыраҫҫӗ, тупсан ҫавӑнтах, куҫа ҫиекен тусанпа пӑчӑ ҫывлӑшрах, пӑнтӑхӗ-мӗнӗпех хыпса-ҫӑтса яраҫҫӗ.
Сарӑ шуйттан хули // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 659–670 стр.
Сывлӑш, вагонсем урнӑ пек чупса хӑваланипе, ҫынсен кӗписемпе ҫӳҫӗсене вӗлкӗштерет, пичӗсене пӑчӑ ҫил хумӗпе пыра-пыра ҫапать, хӑлхасене пин-пин сасӑ тӗртсе кӗртет, куҫа тусан ҫиет, суккӑрлатать, — ҫапла йӗри-тавра пӗр чарӑнми шӑв-шав тӑрать, илтми тӑвать…
Сарӑ шуйттан хули // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 659–670 стр.