Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ни the word is in our database.
ни (тĕпĕ: ни) more information about the word form can be found here.
— Эпӗ нихҫан та ни юрӑ пуҫлаканӗ, ни ҫынсем хыҫҫӑн юрлаканӗ пулман! — хӗрсе кайса хирӗҫленӗ Спиридон.

— Я никогда не был ни запевалой, ни подпевалой! — горячо возразил Спиридон.

Шӑпчӑк Ванюшӗ // Асклида Соколова. Алексеев, Михаил Николаевич. Ҫӑкӑртан асли ҫук: [повеҫ] / М. Н. Алексеев. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1967. — 192 с.

Ни арӑмӗ, ни ачисем ун патне кӗме хӑраҫҫӗ: кӑра ҫилӗллӗ Зуля урса кайма пултарать; хӑйне чӑрмантаракансене вӑл ӗлӗк те юратмастчӗ, халӗ — каламасӑрах паллӑ ӗнтӗ.

Ни жена, ни дети не решались заглянуть к нему: знали, что может окончиться взрывом, — Зуля и прежде не любил, чтобы его отвлекали, а теперь подавно.

Почтмейстер // Асклида Соколова. Алексеев, Михаил Николаевич. Ҫӑкӑртан асли ҫук: [повеҫ] / М. Н. Алексеев. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1967. — 192 с.

Зуля ни хӑйне, ни итлекенсене шеллемесӗр таҫта Ленинград фронтӗнче мӗнле аманнине тӗпӗ-йӗрӗпе каласа пани те пулӑшман.

Не помогло и то, как Зуля, не щадя ни себя, ни слушателей, с величайшими подробностями рассказал историю своего ранения где-то на Ленинградском фронте.

Почтмейстер // Асклида Соколова. Алексеев, Михаил Николаевич. Ҫӑкӑртан асли ҫук: [повеҫ] / М. Н. Алексеев. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1967. — 192 с.

Эпӗ те хӑратӑп — ҫывӑрма выртма та, тӑма та хӑраса пурӑнтӑм, ни ларма, ни выртма хӑймастӑп, Риджуэй йӑмӑкӑм!

Я и сама боялась — и спать ложиться и вставать боялась, не смела ни сесть, ни лечь, сестра Риджуэй!

Хӗрӗх пӗрремӗш сыпӑк // Асклида Соколова. Твен М. Гекльберри Финн темтепӗр курса ҫӳрени. Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 328 с.

Урӑх эпӗ нимӗн те астумастӑп: ни эшелон Брянскран тухнине, ни Мускава — Стромынкӑри «хамӑн» Тӗп эвакогоспитале лекнине…

Больше я ничего не помнил: ни то, как эшелон двинулся из Брянска, ни то, как попал в Москву, на Стромынку, в «свой» Центральный эвакогоспиталь…

1946-мӗш ҫул // Александр Галкин. Баруздин С.А. Пӗр ҫулпах: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970. — 308 с.

Ни Заикин, ни Соколов нимӗн те пӗлмеҫҫӗ.

Ни Заикин, ни Соколов ничего не знали.

1945-мӗш ҫул // Александр Галкин. Баруздин С.А. Пӗр ҫулпах: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970. — 308 с.

Ҫиес килекен пулчӗ, анчах ни пирӗн, ни трофей пуҫтаракансен ҫимелли ҫук.

Хотелось есть, а ни у нас, ни у трофейщиков с собой ничего не оказалось.

1945-мӗш ҫул // Александр Галкин. Баруздин С.А. Пӗр ҫулпах: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970. — 308 с.

Ни этем сасси, ни пӑшал сасси илтӗнмест.

Ни единого человеческого голоса, ни единого выстрела.

1945-мӗш ҫул // Александр Галкин. Баруздин С.А. Пӗр ҫулпах: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970. — 308 с.

Эпир ҫеҫ нимӗн тумасӑр ларатпӑр: пире ни «малалла» тесе команда паракан ҫук, ни урӑхла приказ паракан тупӑнмасть — кӗскен калас-тӑк, — эпир ҫут тӗнчере ҫук та тейӗн.

Лишь мы, кажется, были сейчас забыты: ни приказа «вперед», никаких других распоряжений.

1945-мӗш ҫул // Александр Галкин. Баруздин С.А. Пӗр ҫулпах: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970. — 308 с.

Хӑйӗн сӑнӗ улшӑнса кайрӗ: ни хаярлӑха пӗлтерекен сӑн мар вӑл, ни ытти чухнехи пек пытарӑнчӑклӑха та мар, ытларах именнине пӗлтерет пуль вӑл.

У него был какой-то странный вид сейчас, ни суровости, ни обычной замкнутости, скорей — смущение.

1944-мӗш ҫул // Александр Галкин. Баруздин С.А. Пӗр ҫулпах: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970. — 308 с.

Те салтака ҫул ялан хаваслантарнӑран, тем машинӑсем ҫине пур-ҫук япаласене тиеме хӑтланнӑран, ни офицерсем, ни часовойсемпе эпир хамӑр мӗн асӑрхама кирлине те асӑрхаман, илтме кирлине те илтмен.

И может быть, именно потому, что дорога всегда радует солдата, а сборы всегда немного хлопотны, никто из нас — ни офицеры, ни часовые, ни мы, таскавшие к машинам технику и «сидоры», — не заметили того, что следовало бы заметить или хотя бы услышать.

1944-мӗш ҫул // Александр Галкин. Баруздин С.А. Пӗр ҫулпах: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970. — 308 с.

Анчах кунта ни вӗтлӗх, ни типӗ курӑк курӑнмасть — ретӗн-ретӗн лартса тухнӑ хырсем кӑна.

Ни кустика, ни сухой травинки — одни сосны ровными рядами.

1944-мӗш ҫул // Александр Галкин. Баруздин С.А. Пӗр ҫулпах: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970. — 308 с.

Анчах ни амӑшӗ, ни урӑх ҫын ун хыҫҫӑн тухакан пулмарӗ.

Но ни мамки, ни кого другого из дома не появилось.

1941-мӗш ҫул // Александр Галкин. Баруздин С.А. Пӗр ҫулпах: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970. — 308 с.

Ну, ни пулли сана, ни хулли!

Ни пуха тебе, ни пера.

1941-мӗш ҫул // Александр Галкин. Баруздин С.А. Пӗр ҫулпах: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970. — 308 с.

Анчах эпӗ ни пӗчӗк шӑхличсене, ни пысӑкраххисене, хампа тантӑшраххисене, ӑмсанмарӑм.

Но я почему-то вовсе не завидовал ни маленьким карапузам, ни мальчишкам постарше, ни моим ровесникам, которых здесь тоже было много.

1940-мӗш ҫул // Александр Галкин. Баруздин С.А. Пӗр ҫулпах: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970. — 308 с.

Портра мӗн пурӗ те виҫ-тӑват карап ҫеҫ ларать, вӗсенчен пӗри те ни Мельбурна, ни Сиднея каймаҫҫӗ.

В порту находились всего три-четыре корабля, и ни один из них не собирался ни в Мельбурн, ни в Сидней.

Пӗрремӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Ӑнланатӑн-и эсӗ мана, тетӗп, вӑрҫӑра ҫӳрерӗм, купи-купипех халӑха пӗтертӗм, тӗнче тӑрӑх ҫапкаланса ҫӳресе сахал мар тӳсрӗм, анчах хама юрӑхлӑ хӗрарӑм тупаймарӑм, акӑ пӗр пӗччен йытӑ пек пурӑнатӑп, маншӑн ни ҫепӗҫлӗх, ни ӑшӑ сӑмах ҫук, тетӗп.

Ты понимаешь, говорю, воевал, народу понабил кучу, мотался по свету, горя, дескать, хлебнул немало, а бабы вот путящей себе не нашел, живу, как одинокая собака, — ни ласки, ни привета…

Улттӑмӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.

Малтанхи каҫах вӑл Ольгӑна уринчен пуҫласа пуҫне ҫитиччен пӑхса тухрӗ те: — Санӑн туму ҫителӗклех мар, карчӑк. Сана сӑран тыттарнӑ йӗм, шпорӑсем, будённовка, шашка кирлӗ, унсӑрӑн эсӗ ни пулӑ, ни аш мар — тесе хучӗ.

В первый же вечер, оглядев Ольгу с ног до головы, он заметил: — У тебя неполное обмундирование, старуха. Нужны штаны с кожей, шпоры, буденновка и шашка, а то ни рыба ни мясо.

Пӗрремӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.

Ни ватӑ туземецсем, ни вӗсен аслашшӗсем ҫак ҫулҫӑсем симӗс пулнине курман.

Ни старики туземцы, ни их предки никогда не видели этих листьев зелёными.

Вунтӑххӑрмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Вӑл йышӑнакан территорине виҫӗ хут пысӑклатас пулсан та, унта ни Лондон, ни Париж вырнаҫайман пулӗччӗҫ.

Ни Лондон, ни Париж не могли бы поместиться на занимаемой им территории, даже если бы она была в три раза больше.

Иккӗмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed