Шырав
Шырав ĕçĕ:
Кирук лӑпкӑн сарӑлса выртакан кӳлӗ хӗррине анчӗ те чул ҫыран патне ҫитрӗ.
Пӗрремӗш сыпӑк // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 3–73 с.
— Чӑх вӗҫне кӑна юлсан, пурнӑҫ кайӗ вара, — тет лӑпкӑн ҫеҫ.
Кушак кашта ҫине ларсан // Сарра Баранова. Шухӑшлама вӑхӑт пур: калавсем. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1981. — 64 с. — 9–11 с.
Робот ҫулталӑкра ҫичӗ пин те икҫӗр тенкӗ перекетлет, ҫакна ан манӑр, — терӗ лӑпкӑн директор.
Кутӑна пенӗ робот // Сарра Баранова. Шухӑшлама вӑхӑт пур: калавсем. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1981. — 64 с. — 4–5 с.
— Кама вӑл «пире»? — тет аппа лӑпкӑн кӑна.
Тимӗркке пуян // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.
Сӗтел шӑлакан пӗр авӑк шалкӑм ҫапнӑ пек шанк хытса, куҫне ҫӗре ӳкерсе, чӗлхине ҫӑтса тӑчӗ, варарахран ҫеҫ чӗлхине лӑпкӑн салтса ячӗ:
Ҫын ҫынрах юлинччӗ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 197–201 с.
«Архангельск мужикӗ», хӑйӗн ӗҫ хатӗрӗ сенӗк тата кӗреҫе ҫеҫ пулин те, вӑкӑрсем ҫитӗнтерес ӗҫре пысӑк рекордсем туни ҫинчен хыпарланисене эпӗ лӑпкӑн, ырласа йышӑнатӑп.
Пӗрремӗш экзамен // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 70–96 с.
Пӗр авӑк пуҫа усса, тӗлсӗр-палсӑр, унтан вак хумсем ҫырана вӗҫрен-вӗҫ йӑмпӑлт та йӑмпӑлт ҫапса чӗмпӗлтетнине, вӗлт-вӗлт чалтӑртатнине, шур ҫилхеленсе кӑтраланнине, шывра дебаркадер мӗлки вылянчӑклӑн ӗмӗлтетнине лӑпкӑн, ӑс-тӑн привочӗсене хивре карӑнтармасӑр, ӗмӗт-шухӑша инҫе ямасӑр, кӑпӑшлатса киленсе пӑхкаласа тӑтӑм.
Вӑрттӑн сыхлавҫӑ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 36–70 с.
Савнийӗн «тутлӑ мунча сывлӑшӗ» питне-куҫне ҫапӑнса кӑтӑклакаласан, каччӑн чун-чӗри лӑпкӑн, ыррӑн-тутлӑн пӑлханса, сӑрӑлтатса, ӑсӗ-пуҫӗ сенкеррӗн тӗтреленсе минтевленни те пулчӗ.
Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.
Вӑл тунката ҫумне таяннӑ та, ансах ҫитеймен хӗвел ӑшшипе лӑпкӑн ҫывӑрать.
Кану ҫуртӗнче // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 122–128 с.
Самантлӑха кӑтӑш пулнӑ ӗҫчен кайӑксем, ҫӗнӗ кунӑн пӗрремӗш хыпарҫисем, ҫакна кӑна кӗтнӗ тейӗн, чӗвӗлтетме те пуҫларӗҫ, хӑйсен ҫепӗҫ сассисемпе лӑпкӑн ҫывӑракан ӗҫҫыннисен тутлӑ тӗлӗкӗсене сирсе яма васкарӗҫ.
Ирхи сывлӑм // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 84–112 с.
— Эсӗ детальсем нумайшаррӑн килнӗ чух хыпаланса ан ӳк, майӗпен, ҫатӑлтатмасӑр, лӑпкӑн ӗҫлеме тӑрӑш.
Ирхи сывлӑм // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 84–112 с.
— Диван-кравать ҫинче эсӗ, Мокин, килте выртса канӑн, — лӑпкӑн ҫеҫ каларӗ Ревлен Петрович, — цех культури ҫинчен калаҫни вара пӑсӑк пулмӗ.
7 // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 3–83 с.
— Итле-ха, пӗр станок ҫинчи ӗҫе мӗн вӑхӑт хушши улӑштаратӑн эсӗ? — наладчик сӑмахне илтмӗш пулса лӑпкӑн пӑхрӗ ун ҫине мастер.
3 // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 3–83 с.
Вӑл тепӗр автобус кӗтсе илес мар-ши тесе ури ҫине те ҫӗкленчӗ, ҫынсем питӗ лӑпкӑн, шӑкӑл-шӑкӑл калаҫнине курсан ирӗксӗрех кӳршипе юнашар вырнаҫрӗ.
Кӑмӑл улшӑнчӗ // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 90–95 с.
Акӑ вӑл Тамарӑна аллинчен ҫавӑрса тытрӗ те ӑна куҫӗнченех тинкерсе лӑпкӑн ҫеҫ каласа хучӗ.
X // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.
Утса пыраттӑм ҫапла лӑпкӑн ҫеҫ, сасартӑк пӗр хӗрарӑм фермӑран тухса, ял еннелле утнине куртӑм.
VI // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.
Вӗсем Варвари чӗпписем пек кӑмӑлсӑр хӑйӑлти сасӑпа шиплетмеҫҫӗ, лӑпкӑн кӑна валашкари апата сӑхаҫҫӗ те сӑмсисемпе пӗсехисене тӑрӑшсах тасатаҫҫӗ.
V // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.
Хӗрачана йӗрсе яма тухтӑр чарчӗ, вӑл ӑна ҫӗклесе тӑратрӗ те унӑн хӑранипе чарӑлса кайнӑ хуп-хура куҫӗнчен тинкерсе лӑпкӑн ҫеҫ каласа хучӗ:
I // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.
Типӗ шӗшкӗ кӑвайчӗ лӑпкӑн ҫунать.
Яшка витӗр Шӑнкӑртам курӑнать // Ева Лисина. «Тӑван Атӑл». — 1969, 2(136)№ — 86-88 с.
— Татах, татах асаплантарӑр, — терӗ вӑл вӗсене лӑпкӑн.
Вуниккӗмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.