Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

лартӑмӑр (тĕпĕ: лар) more information about the word form can be found here.
Эпир ӗҫсе калаҫса лартӑмӑр.

Мы пили и разговаривали.

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Унтан эпир каллех голланди утӑмӗпе ярӑнтӑмӑр, унтан оркестр патнех кайса лартӑмӑр.

Потом мы снова катались голландским шагом, а потом уселись под самым оркестром,

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Пӗр вӑхӑт эпир нимӗн сӑмахсӑр лартӑмӑр.

Некоторое время все молчали.

13 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Эпир сарлака тахта ҫине урасене явса, вырнаҫса лартӑмӑр.

Мы сидели на широкой тахте, с ногами забравшись на нее.

12 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Эпир ун ӗҫ пӳлӗмӗнче ҫур сехет патнелле лартӑмӑр, пире вӑл тем те пӗр кӑтартрӗ: кокос мӑйӑрӗ, бумеранг, папуас сӑннисем, тӗк-ҫӳҫрен тунӑ Инди тумӗсем тата та темӗн чухлӗ япала.

Мы посидели у него в кабинете около получаса, он показывал нам кокосовые орехи, бумеранги, копья папуасов, индейские уборы из перьев — множество интересных вещей.

7 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Пӑшӑхса, пӳлӗнсе, эпир хамӑр вырӑнсене кайса лартӑмӑр, ӑна ӳлӗмрен тытса, хытӑ хӗртсе илме сӑмах патӑмӑр.

Запыхавшись, отдуваясь, вернулись на место и пообещали Ромке, что изловим его все равно и отлупим рано или поздно.

7 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Иксӗмӗр те чылайччен нимӗн чӗнмесӗр лартӑмӑр.

Несколько минут продолжалось обоюдное наше молчание.

Саккӑрмӗш сыпӑк. Чӗнмен хӑна // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940

Ку вал ҫав тери кӗтмен ҫӗртен пулчӗ, ҫавӑнпа та эпир пӗр хушӑ ним чӗнмесӗр лартӑмӑр.

Это было так неожиданно, что с минуту мы и точно молчали.

Вунулттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Эпир эстакада ҫине тухса лартӑмӑр.

Мы вышли и сели на эстакаду.

Вунпиллӗкмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Эпир йӑмӑкпа картишӗнче лартӑмӑр, килен пӗри пирӗн пата чарӑнса: «Аннӳне хӗрхенетӗр иккен?» е тата «тӑлӑх-турат пулса юлтӑр-им ӗнтӗ?» — теҫҫӗ.

Мы с сестрой сидели во дворе, и все, кто бы ни пришел, останавливались подле нас и говорили одно и то же: «Небось, жалко вам маму?» или: «Теперь одни остались, сиротки?» —

Вунвиҫҫӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Эпир тата кӑштах калаҫса лартӑмӑр, унтан месерле выртса, алӑсене хӗреслетсе тытрӑмӑр, пӗлӗтелле пӑхма пуҫларӑмӑр.

Мы еще немного поговорили, а потом легли на спину, раскинув руки крестом, и стали смотреть в небо.

Вунпӗрмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Эпир, ҫур сасӑпа тенӗ пек, шӑппӑн калаҫса лартӑмӑр.

Мы разговаривали вполголоса.

Тӑваттӑмӗш сыпӑк. Пӗрне-пӗри // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940

Эпир ҫиме лартӑмӑр.

Мы сели обедать.

Виҫҫӗмӗш сыпӑк. Крепость // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940

Эпир Собор садӗнче лартӑмӑр; ҫырман тепӗр енчен пирӗн пӳрт, килкарти курӑнать, вӗсем кунтан ҫав тери пӗчӗкҫӗ пек туйӑнаҫҫӗ.

Мы сидели в Соборном саду. По ту сторону реки был виден наш двор и дома, очень маленькие, гораздо меньше, чем на самом деле.

Саккӑрмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Сӗтел хушшине лартӑмӑр.

Мы сели за стол.

Пӗрремӗш сыпӑк. Гварди сержанчӗ // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940

Эпир йӑмӑкпа иксӗмӗр тимӗр сак ҫинче, тӗксӗм коридорта чылайччен лартӑмӑр.

Мы с сестрой долго сидели в полутемном высоком коридоре на железной скамейке.

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Эпир ирхи апат тума кӗтесри пӳлӗме кӗмелли алӑк патне вырнаҫса лартӑмӑр.

Мы уселись завтракать возле двери, ведущей в угловую комнату.

Июнӗн 16-мӗшӗ // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964

Эпӗ ӑна хытӑ ыталаса илтӗм, ҫавӑн пек нумайччен пӗрле лартӑмӑр.

Я ее крепко обнял, и так мы оставались долго.

Майӑн 16-мӗшӗ // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964

Эпир пайтахчен ҫапла лартӑмӑр.

Так сидели мы долго.

Максим Максимыч // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964

Пӗр бутылка кахетински эрех апатӑмӑр пӗр чашкӑра ҫеҫ иккенне асӑнтармарӗ те пире, чӗлӗмсене тивертрӗмӗр те вырнаҫса лартӑмӑр: эпӗ чӳрече патне лартӑм, вӑл хутнӑ кӑмака ҫумне ларчӗ, кунӗ нӳрлӗрехчӗ, сулхӑнччӗ.

Бутылка кахетинского помогла нам забыть о скромном числе блюд, которых было всего одно, и, закурив трубки, мы уселись: я у окна, он у затопленной печи, потому что день был сырой и холодный.

Максим Максимыч // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed