Шырав
Шырав ĕçĕ:
Ҫӗнӗ кине курсан, анне те савӑнчӗ.
Чавса ҫывӑх та ҫав… // Геннадий Мальцев. Мальцев Г.С. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: кулӑшла каласем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 80 с. — 7–13 с.
Хамӑр юлташсене курсан, пурне те манран салам кала…
XX // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.
Костя, савнине ютпа курсан, самантрах хут пек шуралса кайрӗ…
XX // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.
Ӗрӗхсе килекен пар лашаллӑ, шӑнкӑравлӑ лава, ҫуна ҫине тӑнӑ темле «чӑрсӑр ҫамрӑк улпута» курсан, ҫак ҫын ямшӑкӗ хӑраса ӳкрӗ пулмалла — лашине ҫул айккинелле, тарӑн юр ӑшнелле, пӑрса тӑратрӗ.
XX // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.
Ашшӗне курсан, ачисем шӑпланчӗҫ, аяккарах пӑрӑнчӗҫ.
XVIII // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.
Капӑр хыҫлӑ ҫуна ҫинчен Пазухин сиксе аннине курсан, вӑл шартлама сивве те пӑхмарӗ, кӗпе вӗҫҫӗн, ҫара пуҫӑн урама чупса тухрӗ, тусне ыталаса ҫӗклерӗ.
XVIII // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.
Итлемен ача умӗнче турӑ кӗнеки выртнине курсан: «А, следишь по книге», — терӗ те пуп каялла кайрӗ.
XVII // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.
Эрех курсан, хаяр хуралҫӑ сӑнӗ ҫуталса кайрӗ, куҫӗсем чарӑлчӗҫ.
XVI // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.
Хӑна, нимӗн чӗнмесӗр, стена ҫумне тӗрлесе ҫакнӑ ал шӑллисене, пӗчӗк тутӑрсене асӑрхарӗ те тӳссе лараймарӗ, патнех пырса пӑхрӗ, питӗ кӑткӑс ӳкерчӗксене калама ҫук ӑста тӗрленине курсан, тӗлӗнмеллипех тӗлӗнчӗ, хӗпӗртерӗ те.
XIII // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.
Пӳлӗме вунвиҫӗ-вунтӑватӑ ҫулхи ача кӗрсе тӑчӗ, палламан «улпута» курсан, самантлӑха шикленсе ӳкрӗ пулас: кивӗ пысӑк ҫӗлӗкне хывса хул хушшине хӗстерчӗ те ҫурма сасӑпа сывлӑх сунчӗ.
VI // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.
Цербер, Макар аллинчи тулли сеткӑна курсан, ун ҫумне йынӑшса сӗртӗнме, кӗтмен хӑнан куҫӗнчен йӑлӑнса пӑхса, унӑн аллисене ҫулама тытӑнчӗ.
XX // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 132–188 с.
Выҫӑпа каҫӑхса ҫитнӗ йытӑ (Манефа кайнӑранпа ӑна никам та тӑрантарман), хуҫана курсан, йынӑшса вӗрме, хуҫа куҫӗнчен йӑлӑнса пӑхма, ун аллисене ҫулама пикенчӗ, анчах чунсӑр этем ӑна хӑй ҫумӗнчен тапса уйӑрчӗ.
XX // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 132–188 с.
Вӗсене курсан, Лавр Кузьмич ҫӳҫенсе илчӗ.
XIX // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 132–188 с.
Лавр ун чухне ирчченех хӳшӗре чӗтресе ларчӗ, ирхине вӑрӑсем пулнӑ вырӑнта юн таврашӗ пулманнине курсан тин кӑшт лӑпланчӗ, ҫапах та пӗр эрне хушши милицирен килмӗҫ-ши, тесе шикленчӗ…
XIV // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 132–188 с.
Манефа чӑн та лаша пек ӗҫлет, анчах ӑна курсан, чун ҫӳҫенет, ӑш пӑтранать…
XIV // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 132–188 с.
Хӑйӗн хуҫалӑхӗнчен урӑх ниме те пӗлесшӗн ҫунман Лавр ҫакна йӑлтах курсан та курмӑш пулчӗ.
X // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 132–188 с.
Лавр урамра е училищӗре пӗр-пӗр хӗрпе калаҫса пынине е юнашар тӑнине курсан, Поля урсах каять, вӑл вара упӑшкине ҫынсем умӗнчех намӑслантарма та именсе тӑмасть.
VIII // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 132–188 с.
Лавр Польӑн вӑрҫӑра вилнӗ упӑшкин япалисене, ҫи-пуҫне, стена ҫинчи хура рамкӑри сӑнне курсан та именетчӗ; арӑмӗ ҫын умӗнче вилнӗ упӑшки ҫинчен калаҫма пуҫласан, вӑл нимӗн чӗнейми пулса ларатчӗ.
VIII // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 132–188 с.
Магазинтан инҫех мар улӑм витнӗ пысӑк ҫурта курсан, тӳсеймерӗм:
XII // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.
Вӑл, калчана кӑкласа тӗрӗслес тесе, ана ҫине кӗресшӗнччӗ, анчах ҫутӑ пушмакӗ ҫумне пылчӑк сырӑннине курсан, каялла тухрӗ те мотоцикл ҫине ларчӗ.
XII // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.