Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

кунти the word is in our database.
кунти (тĕпĕ: кунти) more information about the word form can be found here.
Ҫырусем тӑрӑх кунти паллашнӑ малтанхи ҫын манӑн Иван Мучи ҫыравҫӑччӗ.

Help to translate

«Ӑҫта эс, тинӗс» калав историйӗ // Хӗветӗр Уяр. https://chuvash.org/blogs/comments/6056.html

Кунти вак халӑхсем теҫҫӗ.

Help to translate

«Ӑҫта эс, тинӗс» калав историйӗ // Хӗветӗр Уяр. https://chuvash.org/blogs/comments/6056.html

Ҫул ҫинче ҫӗр каҫмасӑрах Шупашкара ҫитме пулать терӗҫ мана кунти ямшӑксем.

Help to translate

3 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Ҫуллахи практикӑна килнӗ студенткӑсене кунти паллӑ вырӑнсене кӑтартса ҫӳресшӗн.

Help to translate

3 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Кунти йӗркесӗрлӗхсем пирки ӑна каласа кӑтартас пулать.

Help to translate

20. Кӗске пушӑ хытӑ ҫапать // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Ху каларӑн, кунти лаша вӑррисене пурне те витӗр пӗлсе тӑратӑп терӗн, апла сана тупма та йывӑр мар.

Help to translate

13. Сӗрен хыҫҫӑн // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Эп кунти лаша вӑррисене пурне те витӗр пӗлсе тӑратӑп.

Help to translate

13. Сӗрен хыҫҫӑн // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Кунти нӳхрепсене пушатнӑ тӗле Сӑр таврашӗнчен Сарри, Юнкӑ тӑрӑхӗнчен Бурнаш, Парат тӑрӑхӗнчен Ковяж мӑрсасем ӗҫме-ҫиме турттарса килчӗҫ.

Help to translate

13. Сӗрен хыҫҫӑн // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Поджогин хӑйӗн кӑвак куҫӗсене кӑшт кӑна хӗссе хан ҫине куларах пӑхса ларчӗ, Кучак уланпа Булат Ширин, паҫӑртанпах пӗр сӑмах та хушманскерсем, пуҫӗсене пӗксе ялан кавир ҫине тинкерчӗҫ, вӗсем ку харкашу часрах пӗтессе кӗтрӗҫ пулас, Сахиб-Гирей вара, воевода сӑмахӗсемпе чунтан эрленсе те вӗчӗрхенсе ӳкнӗскер, кунти сывлӑша шӑршласа пӗлме тӑрӑшнӑ пек, вӗҫӗмсӗр сӑмса ҫунаттисене вылятрӗ.

Help to translate

12. Ямпах урам // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Крым султанӗ, Хусана яланах хӑйӗн юрчӗ тесе шутлаканскер, кунти княҫсемпе мӑрсасем, улансемпе юзбашисем, сеидсемпе бексем, эмирсемпе мулласем ыйтнипе, Хусан ханӗ пулма хӑйӗн шанчӑклӑ ҫыннине ярса пачӗ.

Help to translate

12. Ямпах урам // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Кунти ҫынсенчен никам та йӗркеллӗ ҫывӑраймарӗ.

Help to translate

12. Ямпах урам // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Эрнепи те кунти пурнӑҫа хӑнӑхса ҫитнӗччӗ ӗнтӗ, чирлӗ ҫынна кӑшт та пулин йӑпатас тесе упӑшкине картиш тӑрӑх ҫавӑтса ҫӳретчӗ.

Help to translate

6. Читлӗхри кӑсӑя // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Тутарсем шавлӑн калаҫса тата хӑйсене пасарти пек ирӗклӗн тытса ӑҫта килнӗ унта вырнаҫса ларчӗҫ те кунти пурӑнмалли ҫуртсене, ҫар ҫыннисен шлемӗ пек тӑрӑллӑ чиркӳсемпе соборсене сӑнаса пӑхкалама, ҫав хушӑрах кӗсьере юлнӑ иҫӗм ҫырлипе урюка чӑмлама пикенчӗҫ; вӗсен элчисем вӑрӑм аркӑллӑ тумтир тӑхӑннӑ дьяксем хыҫҫӑн палатӑсене кӗрсе ҫухалчӗҫ.

Help to translate

3. Кремльти йышӑну // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

— Мӗн тӑваҫҫӗ ӗнтӗ халь кунти чӑваш ялӗсенче?

Help to translate

5. Ырӑ сунни // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Юлашкинчен тата кунти чӑвашсем така пусса, кукар шӳрпипе тултармӑш ҫитерни, юрла-юрла чӑваш сӑри ӗҫтерни — камӑн чунне килентермӗ?

Help to translate

1 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Вырӑс ялӗсем хушшинче пурӑнса, кунти арҫынсем вырӑсланса пынӑ.

Help to translate

1 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Яла пырса кӗнӗ ҫӗрте (ах, тур, кунти ялсенче ун хапхи те ҫук иккен?!) пӗр пысӑк хӑма сарай курӑнса кайрӗ.

Help to translate

1 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Хӑнӑхман ҫыншӑн — ытла та кичем кунти пурнӑҫ.

Help to translate

1 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Кунти уй-хирсен вӗҫӗ-хӗрри те ҫук, вуншар ҫухрӑм ҫӳресен те вӑрманлӑ вырӑн кураймӑн, йӑмраллӑ ял та тупаймӑн.

Help to translate

1 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Кунти чӑвашсем артистсене пит хӗпӗртесе кӗтсе илчӗҫ.

Help to translate

1 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed