Шырав
Шырав ĕçĕ:
Марья Алексевна ун хыҫҫӑн вӑрҫса юлчӗ, ытти лавҫӑсене кӑшкӑрса чӗнчӗ, тӗрлӗ еннелле темиҫе утӑм чупа-чупа илчӗ, аллисене сулкаларӗ, каллех колоннӑсем патне пырса тӑчӗ, тапӑртата-тапӑртата илчӗ, алхасрӗ; ун тавра Гостинӑй двор умӗнче тӗрлӗрен шӑкӑр-макӑр сутакан пилӗк йӗкӗт пуҫтарӑнса тӑчӗҫ ӗнтӗ, йӗкӗтсем ун ҫине пӑхса киленсе тӑраҫҫӗ, ун ҫинчен усал сӑмахсем каласа пӗр-пӗринпе перкелешсе илеҫҫӗ, ӑна ҫивӗч сӑмахсем каласа мухтаҫҫӗ; ырӑ кӑмӑллӑ канашсем параҫҫӗ:
XXII // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Лопухов, ытти ҫынсемшӗн усӑллӑ ӗҫ тӑвас тесе, пурнӑҫри тӗрлӗ ырлӑхсемсӗр, хисепсӗр юлма ҫирӗппӗн шут тытнӑ, ҫавӑн пек ӗҫпе киленсе пурӑнасси — уншӑн пулсан чи лайӑх тупӑш тесе шухӑшланӑ вӑл; хӑй юратса пӑрахнӑ хитре хӗр ҫине вӑл ҫав тери таса куҫсемпе пӑхнӑ; кашни пиччӗшӗ те хӑйӗн йӑмӑкӗ ҫине ун пек пӑхма пултарайман; анчах ун материализмне кун пек каҫарма хӑтланнине хирӗҫ ҫакна калас пулать: хӑш енчен те пулин лайӑх енсӗр ҫын пӗр ҫын та ҫук вӗт, материалистсем вара, вӗсем кирек мӗнле пулсан та, ҫапах та материалистсемех, ҫакӑ ӗнтӗ вӗсем путсӗр те таса кӑмӑллӑ маррине татӑклӑн кӑтартса парать, материалистсене каҫарма юрамасть, мӗншӗн тесен вӗсене каҫарни вӑл материализм майлӑ пулса, ӑна пулӑшнине пӗлтернӗ пулӗччӗ.
IX // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Михаил Иваныч нимӗн те шухӑшласа илеймест, амӑшӗ хӑй ҫӗнтернипе киленсе ларать.Михаил Иваныч теряется в недоумениях, мать наслаждается торжеством.
VIII // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Анчах старик киленсе йӑл кулса, ораторла вӗчӗхе ҫӗнме хал ҫитереймесӗр, сӑмахне хӗрӳллӗн малалла тӑсрӗ:Но старик, блаженно улыбаясь и будучи не в силах побороть ораторский зуд, горячо продолжал:
XXII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.
Вӑл, кӑмӑллӑ чун, мана нихҫан та памасӑр тӑмасть, вара каллех — тӳрех столовӑйне, каллех — кӑшт сыпатӑп та, е хӗвел ҫинче киленсе ҫывӑратӑп, е хамӑн производительсене пӑхма кама та пулин хушатӑп та, хам станица тӑрӑх хамӑн татса паман ӗҫсене тума командировка каятӑп.
XIX сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.
Пӑру ҫук та халӗ, ман карчӑк киленсе кӑна пурӑнать!
XVIII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.
Вӗсем, ҫак вилӗ куҫсем, савӑнса та шӑппӑн тӗлӗнсе, сӳнсе пыракан тӗксӗм ҫӑлтӑрсем ҫине те, пуҫ ҫийӗнче ирӗлекен аялтан кӑштах кӗмӗл витнӗ пӗлӗт татки ҫине те, витӗр курӑнакан ҫӑмӑл тӗтре ӗнтрӗкӗпе витӗннӗ тӳпе ҫине те киленсе пӑхнӑн туйӑнаҫҫӗ.
XI сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.
Разметнов, кулкаласа та хӑй тӗлӗннине пытармасӑр, шарламасӑр, ӑна киленсе сӑнать.Размётнов, улыбаясь и не скрывая своего восхищения, молча любовался ею.
XI сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.
Ҫавӑнтанпа вӑл кашни ҫӗр автансем сасӑ парасса кӗтет, каҫхи юрӑҫӑсем команда парса авӑтнине киленсе итлет, хӑй ӑшӗнче шӑпчӑксен ҫепӗҫ юррине йӗрӗнсе хурлать.
IV сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.
Ҫӗр ҫумӑр шывӗпе шӳсе кӳпченӗ, пӗлӗтсем ҫилпе таткаланса сирӗлсен, вӑл ҫутӑ хӗвел ӑшшинче киленсе выртать, шупка сенкер пӑспа пӑсланать.
I сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.
Сутӑҫӑ, вӑрӑм чӗрнисемпе киленсе, рецепт ҫине чылайччен пӑхса тӑчӗ, вара мӑраннӑн эмелне чӗркерӗ.
Ыран // Николай Григорьев. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 37–45 стр.
Аса илетӗп: тӑват-пилӗкре чухне эп пӳрт умне тухаттӑм та сулхӑн ҫанталӑкпа киленсе лараттӑм.Припоминаю, когда мне было лет пять или меньше, я как-то сидел перед домом, наслаждаясь прохладой.
XI // Николай Григорьев. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 8–23 стр.
Вӑл картишӗнче ҫутҫанталӑкпа киленсе тӑратчӗ.
X // Николай Григорьев. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 8–23 стр.
Сан ачашлӑвупа та киленсе ҫитме ӗлкӗреймен-ха эпӗ…
XII сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 85–143 с.
Ҫичӗ кун реххетленсе киленнӗ патша хӗр юратӑвӗпе, ҫаплах киленсе тӑранайман.Семь дней наслаждался царь ее любовью и не мог насытиться ею.
IX сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 85–143 с.
Ҫичӗ кун реххетленнӗ вӗсем юратупа, ҫаплах киленсе тӑранайман.Семь дней она и царь наслаждались любовью и не могли насытиться ею.
VIII сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 85–143 с.
Масар ҫинчен таврӑннӑ чухне сӑн-сӑпатсем пирӗн салхуллӑччӗ, сӑпайлӑччӗ, хамӑр хавас пулнине, тахҫан-тахҫан пӗчӗкҫӗ чухне килтен аслисем тухса кайсан, хамӑрӑн улма пахчинче, пӗтӗмпех ирӗк пулнипе киленсе, пӗрер-икшер сехет чупса ҫӳренӗ чухнехи пек савӑннине никам та, палӑртас темен.
Хупӑлчари этем // Иван Мучи. Антон Чехов. Калавсем. Чӑвашгосиздат, 1940. — 100–125 стр.
— Э, мӗн тери янӑравлӑ, мӗн тери илемлӗ грек чӗлхи! — тетчӗ вӑл, пит-куҫне киленсе вылянтарса, калани витӗмлӗрех пултӑр тенӗ майлӑ куҫне хӗссе илкелесе, шӗвӗр пӳрнине тӑратса: — Антропос, тесе хуратчӗ.
Хупӑлчари этем // Иван Мучи. Антон Чехов. Калавсем. Чӑвашгосиздат, 1940. — 100–125 стр.
Анчах ҫынсем суккӑрланнӑ та хӑйсен чунне пӑсса яракан киревсӗр наркӑмӑша киленсе, пӗр чӗнмесӗр ӗҫеҫҫӗ.Но люди тщательно ослеплены и с восхищением, молча пьют дрянной яд, отравляющий их души.
Кичемлӗх патшалӑхӗ // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 671–683 стр.
Амӑшӗ асапланнине тата ачи вилес пек хӑранине киленсе пӑхакан хӑшпӗр мӑшӑр куҫ, ытлашши чарӑлнипе, ҫурӑлса каяссӑн туйӑнать.
Кичемлӗх патшалӑхӗ // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 671–683 стр.