Шырав
Шырав ĕçĕ:
Эпӗ ку япала вӑйлӑ пуласса кӗтрӗм, мӗншӗн тесен, унӑн вӗресе тӑракан чун-хавалне кура тата ҫав вӑхӑтри кӑмӑлсӑрлӑхне пула, урӑхла пулма та пултарайман; унӑн кӑмӑлсӑрлӑхӗ вара, чылайччен пытарса тӑнипе, питӗ ӳссе кайнӑччӗ.
I // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Анчах ҫынни вара вӗресе тӑракан ҫын пулнӑ.
XXIX // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Юн вӗресе тӑнӑ чухне вӑл ҫав тери хытӑ ачашлать.
XIX // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Пӗлетӗр-и, юн вӗресе тӑрать, темӗн пӑшӑрханатӑн, пылак туйӑмра темӗнле асаплану пур пек туйӑнать, ҫавӑнпа, темӗнле ырӑ пулсан та, йывӑр ҫав, анчах ҫав минутшӑн пӗтӗм пурнӑҫа пама та юрать пулас, — пурнӑҫа паракансем те пур, Вера Павловна; апла пулсан, ырлӑх ӗнтӗ, анчах вӑл мар, пачах та вӑл мар.
XIV // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Кирек епле ӗҫе тытӑнсан та — унӑн аллинче ӗҫ вӗресе кӑна тӑрать.
37-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
Выртнӑ-выртманах тата кӗҫех куҫ умӗнче хумханса выртакан хура тӑпра йӑранӗ курӑнса кайрӗ: плуг тӗренӗн шап-шурӑ ҫивӗччӗшӗ пӗр сасӑсӑр шӑвӑнса пырать, ун аяккипе, хӑйӗн сӑн-питне улӑштарса, сӑмала евӗр вӗресе хура тӑпра парӑлтатса ҫӗкленет, йӑванса выртса юлать…
36-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
Любишкин хутортан пырса ҫитнӗ ҫӗре унӑн виҫӗ витре кӗрекен хуранти шыв вӗреме кӗнӗ, пиҫсе сарӑла пуҫланӑ вир кӗрпи сиксе тухас пек вӗресе хӑпарать, татӑкӑн-хатӑкӑн вакласа янӑ чӑх какайӗнчен ҫу шӑранса тухать.
36-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
Макар вӗсем вӗҫсе иртнине пӗр шухӑшсӑр пӑхса юлчӗ, кайӑк кӑвакалсем пӗве ҫинелле чул пек чӑма-чӑма аннине, хӑмӑшлӑ утрав ҫывӑхӗнче вӗсем чӑмса пӑлхатнӑ шыв вӗресе хӑпарнӑн хумханса илнине пӑхса тӑчӗ…
34-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
Йӗри-тавра, плита ҫине яшка пӗҫерме лартнӑ пек, хыпӑнчӑк пурнӑҫ вӗресе тӑрать: пӗчӗк ҫынсем, ҫав яшкари кӗрпе пек, е тинӗсри турпас татӑкӗ пек, чупкалаҫҫӗ, ҫаврӑнаҫҫӗ, ҫухалаҫҫӗ.
Сарӑ шуйттан хули // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 659–670 стр.
Акӑ эпир иксӗмӗр те вӗресе тӑракан шывра ӗнтӗ, пирӗн куҫ-пуҫа кӑпӑк хупласа лартнӑ, хумсем пирӗн ӳт-пӗве унталла та кунталла ывӑтаҫҫӗ, кимӗ ҫумне пыра-пыра ҫапӑнтараҫҫӗ.
Итали ҫинчен хунӑ юмахсем // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 166–190 стр.
Юрӑ хум пек вӗресе хӑпарать; вӑйлӑрах, хытӑрах илтӗнет.
Ҫирӗм улттӑпа пӗрре // Петӗр Хусанкай. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 119–131 стр.
Ун тавра кирек ӑҫта та ӗҫ вӗресе тӑрать, йывӑҫсем шӑтӑртатаҫҫӗ, чулсем тӗпренеҫҫӗ, тачкӑсем салхуллӑн чӗриклетеҫҫӗ, сывлӑша пӗлӗт пек тусан ҫӗкленет, ҫӗр ҫине тем кӗмсӗртетсе ӳкет, ҫынсем кӑшкӑрашаҫҫӗ, ятлаҫаҫҫӗ, йынӑшнӑ пек, ухлатса юрласа яраҫҫӗ.
Коновалов // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 70–118 стр.
Тинӗс тӗтреллӗ горизонт таранах лӑпкӑн сарӑлса выртать, унӑн тӑрӑ хумӗсем ӗҫ вӗресе тӑракан ҫырана шӑппӑн пырса ҫапӑнаҫҫӗ.
Коновалов // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 70–118 стр.
Вӗресе тӑраканскер, сисӗме астивме ҫав тери выҫтахскер, вӑл ҫак вӗҫӗ-хӗррисӗр, ирӗклӗ, хӑватлӑ, анлӑ тӗттӗмлӗхе нихҫан та курса тӑранайман.
II сыпӑк // Ҫемен Элкер. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 20–49 стр.
Ҫак ҫамрӑк пӑру хӑйне кӳрентернипе вӑл вӗресе чӗтресе кайрӗ, хӑйпе калаҫнӑ чухне ҫын вырӑнне шутламанскер, халӗ ӗнтӗ ӑна вӑл — унӑн таса сенкер куҫӗшӗн, хӗвелпе пиҫнӗ сывлӑхлӑ сӑн-пичӗшӗн, кӗске те ҫирӗп аллисемшӗн, унӑн таҫта ялӗ пуршӑн, ялта кил-ҫурт тытнӑшӑн, пуян мужик ӑна хӗрӗ патне киле кӗртсе кӗрӳ тума чӗннӗшӗн, — унӑн мӗнпур иртнӗ тата пулас пурнӑҫӗшӗн, пуринчен ытла ҫак ача, Челкашпа танлаштарсан, пӗчӗкҫӗ ача, — ирӗклӗх хакне пӗлменскер, тата ку ирӗклӗх ӑна хӑйне нимӗн тума та кирлӗ мар пулин те — ирӗке юратнӑшӑн, халӗ ӑна курайми пулса тӑчӗ.
I сыпӑк // Ҫемен Элкер. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 20–49 стр.
Вӑл вӗт улӑха ӗҫ вӗресе тӑнӑ вӑхӑтра, намӑсланмалли вӑхӑтра ҫитмест.Ведь нет большего конфуза, как заявиться на луг, когда там уже вовсю идет работа.
20-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Санька Семушкин каланисене: — сулахаярах ил, «ҫамрӑк пурнӑҫна сыхла» тенисене ӗненмесӗр, сылтӑмалла утрӗ, вӗлтӗрен кашласа ларакан шӑтӑка, вӗресе тӑракан хурана кӗрсе ӳкнӗ пекех персе анчӗ.
19-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Маша тӑракан пӗчӗк пӑр катӑкне кӗпер патнелле вӑйлӑн илсе пычӗ, пӑр катӑлса-вӗтелсе хуранри пек кӑпӑкланса вӗресе тӑракан ҫӗре кӗпер айӗнчи юпасем патнелле илсе кайрӗ.
5-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Ун аллинче пур ӗҫ те вӗресе кӑна тӑратчӗ.
VI сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Ҫапах та унӑн лӑпкӑн юратас килет; ҫав туйӑм малтан, ҫуралнӑ чухне, вӗресе тӑтӑрччӗ — унпа киленмелӗх пултӑр, кайран вара ҫав телей ҫӑлкуҫӗ ӑҫтан тапса тӑнине ӗмӗрех пӗлсе тӑрасчӗ…
IV сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956