Шырав
Шырав ĕçĕ:
Ирхи сывлӑшра машинӑсем тӗрлӗ шавпа кӗрлени, анчах ҫав кӗрлев пӗр-пӗтӗмӗшлӗ шав пулса вӑрӑммӑн янӑраса тӑни те; сап-сарӑ пучахсене хӑй айне пӗтӗре-пӗтӗре чикекен комбайнӑн инҫетрен ялтӑртатса тӑракан ҫунаттисем те; кӗлте ҫыхакан хӗрарӑмсен сулӑмлӑ аллинче хӗреслӗн-хӗреслӗн хурса тухнӑ кӗлтесем пулакан вырнӑ тырӑ та; кӗлтесемпе, ҫӗмелсемпе, улӑм куписемпе чӑпарланса анлӑланса пыракан вырнӑ тыра пусси те, — пӗр сӑмахпа каласан, мӗн ҫине пӑхатӑн, ҫавсем пурте ҫӗрле ӗҫлекенсен чун-чӗрине пурте савӑнтараҫҫӗ.
III // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
Тӗссем ҫеҫ те мар, сасӑсем те улшӑнчӗҫ: вӗсем халӗ кӑнтӑрлахи пек вӑрӑммӑн та уҫҫӑн янӑраман пек туйӑнать; машинӑсем шавлани таҫтан, ҫӗр айӗнчен тухакан сасӑ пек кӗрлет; кайӑксем юрлани те палӑрмаллах чакрӗ ӗнтӗ.
III // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
Сасартӑк кӳлӗ хӗрринчи ҫурт енчен вӑрӑммӑн — те йӑнӑшни, те кӑшкӑрни илтӗнсе кайнӑ.Вдруг со стороны дома на озере раздался протяжный не то стон, не то крик.
Саккӑрмӗш сыпӑк // Иван Васильев. Эммануил Казакевич. Ҫӑлтӑр: повесть; вырӑсларан И.С. Васильев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 1622 с.
Унтан Гуревич, сасартӑк вӑрӑммӑн та хутлӑ-хутлӑн ятлаҫса илсе, Муштаковран эрех ыйтнӑ.Затем Гуревич, вдруг длинно и замысловато выругавшись, попросил Муштакова дать ему водки.
Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Иван Васильев. Эммануил Казакевич. Ҫӑлтӑр: повесть; вырӑсларан И.С. Васильев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 1622 с.
Автоматран вӑрӑммӑн пени илтӗнсе кайнӑ, пульӑсем шыв ҫинче пӗчӗк фонтансем сиктеркелесе кӑларнӑ.Последовала длинная очередь из автомата, фонтанчики подскакивали от пулевых ударов.
Иккӗмӗш сыпӑк // Иван Васильев. Эммануил Казакевич. Ҫӑлтӑр: повесть; вырӑсларан И.С. Васильев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 1622 с.
Унтан, вӑрӑммӑн сывласа ярса, каллех мана хирӗҫ ларчӗ.
XIX // Ваҫлей Игнатьев. Лев Толстой. Повеҫсемпе калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 3–86 стр.
Степан Бояркин тепӗр хут Серьга Хахая ларма хушрӗ, леш вӑра вӑрӑммӑн ахлатса илсе, хӑй вырӑнне ларсан, командир калаҫма пуҫларӗ:
XV // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.
Хӑлхасенче моторсем пӗр тикӗс те вӑрӑммӑн кӗрлени илтӗнет, эсир ниҫта та пӑхасшӑн мар, анчах машина сывлӑша ҫурса кӗнине, сирӗн патӑртан ҫӗр тарнине пӗтӗм ӳт-пӗвпе туятӑр, ҫемҫе кресла силленет, алӑ вара хӑех чатӑр патне туртӑнать.
XVII // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
Мотор чӗтресе илчӗ, шӑппӑнрах та вӑрӑммӑн юрласа ячӗ, кӑштах тайӑла-тайӑла молотилка кӗрле пуҫларӗ те — улӑм силлекен пайсем пушӑлла шаккама тытӑнчӗҫ, аласем кӗмсӗртеттерчӗҫ; аякран пӑхсан барабан ҫӳлӗкӗ ҫине кӗлтесем ывтӑнаҫҫӗ, йӗтем ҫинче шурӑ тусан йӑсӑрланса тӑрать, ҫынсем калаҫнисем, лаша хӑвалакансем кӑшкӑрашни илтӗнет, темелле.
XVIII // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
Хӑй команда панине пӗтӗм взвочӗпех кӑшкӑрса пӗлтернине илтсен, Матвей Юргин траншейӑран сиксе тухрӗ те, бруствер ҫинчен пур еннелле те ҫаврӑнса пӑхса, вӑрӑммӑн кӑшкӑрчӗ:
XXV // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.
Андрей кӑштах пӗшкӗннӗ те, вӑрӑммӑн яра-яра пусса, ҫаврӑнса пӑхмасӑрах малалла утать; нимӗҫӗн урисем ҫӗртен сӗтӗрӗнсе пыраҫҫӗ.Сгорбясь, Андрей шагал крупно, не оглядываясь; ноги гитлеровца бороздили по земле.
XVIII // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.
Вӑл сайра-хутра пӗшкӗнкелесе, вӑрӑммӑн сике-сике илсе, снарядсем ӳкнӗ зонӑран тухма тытӑнчӗ.Изредка пригибаясь, он тяжелыми, машистыми прыжками начал вырываться из зоны обстрела.
XI // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.
Шурлӑх тӗлӗнчен иртсен, Костя вӑрӑммӑн пусса утакан Серьга Хахая хӑваласа ҫитрӗ.Пройдя мимо болота, Костя догнал Серьга Хахая, ступавшего длинными шагами.
XVIII // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.
— А-а, ав мӗнле! — сасартӑк хӗрелсе, кӑвакарса кайрӗ те Ерофей Кузьмич, завхоз патнелле вӑрӑммӑн ярса пусса, шӑл витӗр кӑшкӑрса ячӗ:
XI // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.
Тилхепене арҫынла алла ярса тытса, Макариха начарланса кайнӑ лашана пушӑпа ҫурӑмӗ урлӑ чӑшлаттарса илчӗ те, лаши лава тӑвалла туртма пуҫласан, урисене вӑрӑммӑн пусса, урапипе юнашар утса кайрӗ.
I // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.
Озеров урине вӑрӑммӑн пусса, тӗпек ҫинчен уттарчӗ.
XXII // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.
— Фью-ю! — тесе, вӑрӑммӑн шӑхӑрса илчӗ Умрихин.
XV // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.
Тӳрех пурте пуҫӗсене ҫӗклесе пӑхрӗҫ те таҫта инҫетре, ҫӳл тӳпере, моторсем, тӗкӗл турасем пӗк, вӑрӑммӑн нӑйланине илтрӗҫ.И сразу, вскинув головы, все услышали тягучее шмелиное нытье моторов в далекой небесной вышине.
XIV // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.
Ҫуллахи каҫсенче чӳрече патӗнче темскер вӑрӑммӑн нӑйлатнине илтме пулатчӗ: эрешмен шӑна юнне ӗҫет…В летние ночи я часто слышал за окном протяжное жужжание: это паук пожирал муху.
Кроликсем тата кушак // Николай Петров. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 45–52 стр.
Вӑрӑммӑн, йӗкӗр саслӑн кӗмсӗртетни Евдокия Тимофеевнӑна тӗпсакайӗнченех илтӗннӗ пек туйӑнчӗ, самантлӑха ҫурта ҫӗклерӗ пек те, унтан каялла йывӑррӑн, ҫӗре тӑрӑнтарса лартрӗ пек.
Володя урамӗ (Эпилог) // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.