Шырав
Шырав ĕçĕ:
Тарт ыттисенчен уйрӑлса айккинелле кайнине никам та асӑрхамасть.
I. Пӗри ҫук // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремёш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 91–116 с.
Нӑрӑ, чӑн та, тытӑнса тӑраймарӗ, айккинелле ҫатлатса вӑркӑнчӗ.
IV. Пӗр кун маларах // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремёш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 9–90 с.
Ҫӳҫӗ арпашӑнчӑк, шурӑ путӑка уҫса мӑйӗ патӗнче тӳмми вӗҫерӗннӗ; айккинелле хутланнӑ юбки айӗнчен чӗр куҫҫи курӑнать; куҫ хӑрпӑкӗсем пит ҫӑмарти ҫинче, хура ҫӳҫ пайӑркипе ҫурри таран хупланнӑ ҫепӗҫ тӑнлавӗн хӳттинче ҫывӑраҫҫӗ; пуҫӗ айӗнчи сылтӑм аллин кача пӳрни ӗнси ҫине хуҫланнӑ.
III. Шурӑмпуҫ // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремёш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 9–90 с.
Анчах эсӗ тепре каяс тӑк айккинелле ан пӑрӑн: вӑрманта ним мар аташма пулать.Но ты, когда пойдешь снова, не сворачивай в сторону; заблудиться в лесу нетрудно.
I. Ӑрӑмҫӑ пӗлтерни // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремёш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 9–90 с.
Лонгрен айккинелле пӑрӑнчӗ, анчах ҫавӑнтах ачапча пурнӑҫӗнче пысӑк ӗҫсем пулса иртнӗ вӑхӑтра мӑн ҫыннӑн хӑйне шӳтлемесӗр, тӗлӗнерех тытма кирлине аса илчӗ.
I. Ӑрӑмҫӑ пӗлтерни // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремёш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 9–90 с.
Чӑтӑмсӑр ӗмӗтпе, теттине тытса чарас ӗмӗтпе васкаканскер айккинелле пӑхма та манса кайрӗ; ҫыран хӗрринче, вӑл хыпаланса чупнӑ ҫӗрте, тӗрлӗ чӑрмав нумай; ӳкнӗ йывӑҫсен мӑкланчӑк вуллисем, ланкашкасем, ҫӳллӗ упа сарри, шӑлан йывӑҫҫи, жасминпа шӗшкӗлӗх ӑна кашни утӑмрах чӑрмантараҫҫӗ; вӗсене сирсе-авса пынӑ май Ассолӗн вӑраххӑн вӑйӗ пӗтсе ҫитрӗ, вӑл сывлӑш ҫавӑрса яма е питне ҫыпҫӑнакан эрешмен картине шӑлса ывӑтма чарӑна-чарӑна тӑчӗ.
I. Ӑрӑмҫӑ пӗлтерни // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремёш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 9–90 с.
Хупахра е ҫыран хӗрринче, кимӗсен хушшинче вӑл пур чух пулӑҫсем калаҫма чарӑннине, чума ернӗ ҫын килнӗн айккинелле пӑрӑннине асӑрхамасть тейӗн.
I. Ӑрӑмҫӑ пӗлтерни // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремёш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 9–90 с.
Вӑл ман ҫине сиксе ӳкрӗ, анчах эпӗ айккинелле пӑрӑнса ӑна каллех петӗм, ҫӗмрен йӗппи ӑна хулпуҫҫирен тӗкрӗ.Он напал на меня, но я успел отскочить в сторону и пустить стрелу, которая вонзилась ему в плечо.
Синопӑн пӗрремӗш ҫӗмренӗ // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Джеймс Ш. Пӗчӗк индеец Синопа: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 109 с.
Япаласем тиенӗ темиҫе лаши айккинелле пӑрӑнса чупнӑ, салтӑннӑ тюксене курӑк ҫине ӳкерсе хӑварса тӳрем вырӑн тӑрӑх чупнӑ.
Синопа бизонсенчен хӑтӑлать // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Джеймс Ш. Пӗчӗк индеец Синопа: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 109 с.
Кӗтӳне ертсе пыраканӗсем ҫынсен шӑршине туйнӑ пулмалла, анчах хыҫалтан тата темӗн чухлӗ бизонсем пынипе чарӑнма та, айккинелле пӑрӑнма та пултарайман, мӗншӗн тесен ертсе пыраканӗсем чарӑннӑ пулсан, вӗсене ҫавӑнтах таптаса кайнӑ пулӗччӗ.
Синопа бизонсенчен хӑтӑлать // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Джеймс Ш. Пӗчӗк индеец Синопа: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 109 с.
Ҫӳҫне вӑл айккинелле тураса якатать.
Саша // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 100–133 c.
Агриппина — юлташсем кулмаҫҫӗ-и тесе, айккинелле пӑхкаласа илчӗ.
5 // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Толстой, А.Н. Ҫӑкӑр: Царицына оборонӑлани: повесть. — Шупашкар: ЧАССР государство издательстви, 1941. — 244 с.
Андрей Косолаповӑн шухӑ лаши час-часах айккинелле пӑрӑнма пӑхса, купарчипе Аникей Борисович лашине ҫул ҫинчен хӗссе кӑларма хӑтланса пырать.
9 // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Толстой, А.Н. Ҫӑкӑр: Царицына оборонӑлани: повесть. — Шупашкар: ЧАССР государство издательстви, 1941. — 244 с.
— Ҫаплах чирлетӗн-и? — айккинелле пӑхса ыйтрӗ юлашкинчен.
5 // Аркадий Малов. Казакевич Э.Г. Кӑвак тетрадь: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 158 с.
Вӑл каланӑ тӑрӑх, манӑн куҫсем те расна, пуҫа пӑрмасӑр эпӗ айккинелле те пӑхма пултараймастӑп; манӑн ӳт-пӗвӗм те ҫав териех имшеркке, вӑл шӑрӑхпа сивве те тӳсме пултараймасть, ҫакна пула манӑн кулленех хама йӑлӑхтаракан кичем ӗҫе тума тивет, кулленех тумтирсене хывса тӑхӑнтармалла пулать.
Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.
Апатланнӑ хыҫҫӑн хуҫа-лаша мана айккинелле илсе кайрӗ те, тӗрлӗ паллӑсем кӑтартса тата сӑмахсем каласа, ман валли нимӗнле апат та пулманнишӗн хӑй пӑшӑрханни ҫинчен пӗлтерчӗ.
Иккӗмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.
Унтан вӑл витерен пӗр татӑк ашак какайӗ илсе килчӗ, анчах какайӗ ҫав тери шӑршлӑ пулнипе эпӗ айккинелле пӑрӑнтӑм.
Иккӗмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.
Пӗр-пӗринпе канашласа илес тенӗ пекех вӗсем темиҫе утӑм айккинелле пӑрӑнса тӑчӗҫ, пӗр-пӗр паха ыйту сӳтсе явакан ҫынсем евӗрлех вӗсем юнашар каллӗ-маллӗ уткаласа ҫӳрерӗҫ.
Пӗрремӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.
Ҫакӑ ахӑртнех, чернилне тунӑ чухне пуҫ ыратнине чаракан эмеле сахал е ытларах янипе, е тата вӗренекен ачасем ҫав хута ҫӑтасшӑн мар пулнипе, вӗсем ӑна ҫӑвара хыпнӑ-хыпманах айккинелле пӑрӑнса сурса пӑрахма хӑтланнипе ҫапла пулать пулмалла.
Пиллӗкмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.
Магнита чалӑштарса лартсан, утрав айккинелле чалӑшса каять, мӗншӗн тесен ҫак магнитри вӑйсем яланах утрав куҫакан йӗрпе параллеллӗ пулаҫҫӗ.
Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.