Шырав
Шырав ĕçĕ:
Хаваслӑ сӑн-питсенчен, куҫсем савӑнаҫлӑн ялтӑртатнинчен, пӗр-пӗтӗмӗшлӗ кӗрлеве пухӑнакан шавлӑ калаҫусенчен курӑнать ӗнтӗ; кунта тахҫанхи ҫывӑх туссем пухӑннӑ, — лару пуҫланиччен вӗсене калаҫма та, утса ҫӳреме те аван.
XIX // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
Пӗлместӗп, делегатсем килнӗ сӑлтавпа-и, пур ҫӗрте те хӑвасем, шавлӑ та савӑнӑҫлӑ ҫынсем утса ҫӳренӗ; е пӗри-тавра мӗн пурри пурте шап-шурӑ пулнӑран; е ҫакӑншӑн пуриншӗн те янкӑр тӳпене ҫӳле улӑхнӑ та унта ҫуркуннехи пек ҫавӑнӑҫлӑн ҫӳрекен хӗвел айӑплӑ пулӗ, — пӗр сӑмахпа каласан, кирек мӗн пултӑр та унта, анчах хула нихӑҫанхи февраль уйӑхӗн ӑшӑ кунӗсенче те паянхи пек илемлӗ пулса курман: унта мӗн пурри пурте ҫутӑлса, ҫиҫсе тӑрать, йӑлтӑртатать…
XIX // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
Ҫак ир яланхи пек мар шавлӑ та халӑхпа тулнӑ вокзал патӗнчен е пуклак сӑмсаллӑ хӗрлӗ автобуссем, айккинелле ҫӑра тӗтӗм таткисене кӑлара-кӑлара хӑварса, е мухтава тивӗҫ «Победӑсем» тапрана-тапрана каяҫҫӗ, е тата ҫунасем те вӗҫтерсе иртеҫҫӗ — пас тытнӑ лаша ҫилхисем силлене-силлене илеҫҫӗ.
XIX // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
Чи хӗрринчи куппере уйрӑмах тӑвӑр та шавлӑ, унта шахматистсем ҫапӑҫу пуҫланӑ, темле делегат, темле тӗлӗнмелле хыпара пӗлтересшӗн пулнӑ пек, пӗтӗм вагона кӑшкӑрать: «Ан васка, пешкӑпа ҫӳре».
XVIII // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
Коридорта шавлӑ; хӗр юрланӑ сасӑпа кустӑрмасем шакӑртатса чупнин шавӗ ҫумне пассажирсем тӗрлӗ сасӑпа калаҫни хутшӑнать; уҫӑ куппесенчен пирус тӗтӗмӗ мӑкӑрланса тухать, калаҫни-кулни, хулӑм сасӑсем янӑраса каяҫҫӗ.
XVIII // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
Ҫак шӑрӑх вӑхӑта епле юратас мар-ха: ун чухне станицӑсенче пушӑ та лӑпкӑ, уй-хирсенче халӑх тулли те шавлӑ; ун чухне вӗри сывлӑшра пӗрмаях е кайӑксем юрлани, е машинӑсем кӗрлени янӑраса тӑрать, — ҫеҫенхир ҫак вӑхӑтра хӑйӗн хӑвӑртлӑхне пысӑклатнӑ пек туйӑнать, пурнӑҫӑн йӗрки вара тикӗсленсе те хӑвӑртланса пырать…
IX // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
Кам ҫуллахи ир Рощенскире пулса, халь ҫеҫ тухакан хӗвелӗн ҫутӑ пайӑркисем ҫинче садсем симӗс мар, тӗксӗм-кӗрен тӗслӗ пулнине курнӑ, кам ҫулҫӑсем ҫинчи йӑлтӑркка ирхи сывлӑм тумламӗсене, площадьри парк сип-симӗс ешернине, йывӑҫсенчен пӗтӗм урам анлӑшӗпех ӳкекен нӳрлӗ сулхӑна, халӑхпа тулма ӗлкӗрнӗ шавлӑ площаде сӑнанӑ, — ҫав ҫын станицӑн ҫутӑ та кӑмӑла килентерекен сӑнарӗнче тӗлӗнмелле илемлӗхпе ҫамрӑклӑха асӑрхаса илет.
XXV // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
Авӑн ҫапни ҫине киленсе пӑхса тӑнипе хӑйне Хохлаков ҫеҫенхире мӗн тума яни ҫинчен, хӑй кунта, шавлӑ та ҫап-ҫутӑ йӗтем умӗнче мӗн сӑлтава пула лаша ҫине утланса тӑнине минутлӑха Евсей манса кайрӗ.
XI // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
Вӑл, сасартӑк ӗнтӗркеме чарӑнса, хӑйӗн буркине таҫта хывса пӑрахнӑ та шавлӑ, хистевлӗ тата хаваслӑ ҫын пулса тӑнӑ.Он сразу же перестал зябнуть и куда-то закинул свою бурку, стал криклив, требователен, весел.
Вунпӗрмӗш сыпӑк // Иван Васильев. Эммануил Казакевич. Ҫӑлтӑр: повесть; вырӑсларан И.С. Васильев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 1622 с.
Иртсе кайнӑ шавлӑ ҫумӑр ҫуса тасатнӑ евӗрлӗ ҫемҫе ҫил ҫуркуннехи майлӑ чӑштӑртатакан ешӗл тӗнчене ӑшшӑн лӑпкаса вӗрнӗ.
Вуннӑмӗш сыпӑк // Иван Васильев. Эммануил Казакевич. Ҫӑлтӑр: повесть; вырӑсларан И.С. Васильев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 1622 с.
Вӗсем Травкина, шавлӑ калаҫӑва татса, хисеплӗ шӑплӑхпа кӗтсе илнӗ.Они встретили Травкина уважительным молчанием, прервав шумный разговор.
Пиллӗкмӗш сыпӑк // Иван Васильев. Эммануил Казакевич. Ҫӑлтӑр: повесть; вырӑсларан И.С. Васильев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 1622 с.
Приказчик хӑйсем пӗлекен пӗр паллӑ пуян купца ярмӑнккӑра епле шавлӑн ӗҫсе иртӗхни ҫинчен калама тытӑнчӗ, анчах ӑна старик каласа пӗтерме памарӗ, вӑл Кунавинӑра хӑйсем унччен мӗнлерех шавлӑ ӗҫкӗ-ҫикӗсем туни ҫинчен каласа пама пуҫларӗ.
I // Ваҫлей Игнатьев. Лев Толстой. Повеҫсемпе калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 3–86 стр.
Ҫак каҫ нимӗҫсем оккупациленӗренпе пӗрремӗш хаваслӑ та шавлӑ каҫ пулчӗ; акӑ ҫапла саланатчӗ халӑх колхоз клубӗнчен ҫурҫӗр иртсен.
XVII // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.
Вӑл васкавлӑ ӗҫсене юратакан ҫын пулнӑ: ӗҫре, отрядри шавлӑ пурнӑҫра та вӑл часах хӑй вырӑнне тупнӑ.
XIII // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.
Санӑн урамсемпе площадьсенче яланхи пекех шавлӑ та савӑнӑҫлӑ ҫынсем нумай, заводсен мӑрйисем те хальчченхи пекех хура тӗтӗмпе мӑкӑрланаҫҫӗ; шӑрӑхпа тата шинасемпе пусӑрӑнса хӗрнӗ асфальт ҫаплах ҫуталса выртать, милиционер-регулировщик аллине ҫӗкленӗ вырӑнта машинӑсем черете тӑраҫҫӗ — тормозсем хурлӑхлӑн йынӑшаҫҫӗ, моторсем пӗр харӑс кӗрлеҫҫӗ; светофорсен хӗрлӗ те сарӑ куҫӗсем ҫаплах мӑчлаттарса илеҫҫӗ; метро станцисем умӗнче ҫынсем ҫаплах хӗвӗшеҫҫӗ; тума пуҫланӑ ҫуртсен стенисем карлӑксем витӗр ҫаплах хӗрелсе курӑнаҫҫӗ, вӗсен тӑрринче ҫӗклемелли крансен сӑмсисем йывӑррӑн сулланса тӑраҫҫӗ; шыв урлӑ каҫмалли кӗперсем ҫаплах тӗксӗмӗн курӑнса выртаҫҫӗ, вӗсем тӑрӑх татти-сыпписӗр ҫынсен ушкӑнӗсем, машинасем пыраҫҫӗ, — инҫетрен пӑхсан, кӗпер кӑткӑ сукмакӗ пекех туйӑнать; шӑпах пирвайхи хут килнӗ чухнехи пекех, Сергее ҫав тери пысӑк хула пӗр вырӑнта тӑман пек, анлӑ вырӑс ҫӗршывӗ тӑрӑх пӗр тикӗс утӑмпа утса пынӑн туйӑнать.
XVIII // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
Никифор Васильевич, час-часах йывӑҫ-курӑк чӑтлӑхӗнче ҫӳресе, арӑмӗ каланине итлесшӗн пулнӑ, шавлӑ кайӑксене пӑшалпа хӑратма шухӑшланӑ, анчах унӑн алли ҫӗкленмен.
XV // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
Вӗсене кӗтсе илме хирӗҫ утнӑ май вӑл кӑмӑллӑн кулкаласа: — Хутортисем! Авӑ, епле шавлӑ йыш! — терӗ.И он, идя им навстречу, проговорил: — Хуторяне! Ишь какая шумная компания!
III // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
— Эх, мӗнле чаплӑ пурнӑҫ пирӗн умра: анлӑ, ҫак шыв пекех шавлӑ та хӑвӑрт чупакан пурнӑҫ! —— Эх, какая же прекрасная у нас жизнь впереди: широкая, словно как эта река жизнь! —
II // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
Халь ӗнтӗ вӑл хӑйӗн чунӗнче те, хӑй ҫуралнӑ ҫӗршыври пекех, шавлӑ та лӑпкӑ мар иккенне чухласа илнӗ.Теперь он чувствовал, что в его душе так же шумно и тревожно, как и в родном краю.
III // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.
— Кӗрӗ пит шавлӑ…
I // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.