Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Хыҫалалла (тĕпĕ: ) more information about the word form can be found here.
Лашасем хӳрисене хыҫалалла тӑсса янӑ та, урисене пӗр ҫӗре лектерсе вӗрхӗнеҫҫӗ.

Лошади в комок сжимали ноги и пластались, кидая назад сажени.

5 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Хыҫалалла каҫӑрӑлса ӳкнӗ те вӑл хӑй ҫинчи кӗпине ҫуркалать, куҫӗсене чарса пӑрахса, хӑйкӑлтатса кӑшкӑрать:

Откидываясь назад, он рвал на себе рубаху, закатывая калмыцкие глаза, хрипел:

4 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Григорий пӗр казакӑн гимнастеркине ҫухавинчен пуҫласа арки вӗҫне тухичченех ҫурса кӑларчӗ, тепӗр казакне хырӑмӗнчен урапа тапма ӗлкӗрчӗ, анчах та ӑна, Франьӑна туртса антарнӑ пекех, тӗркелесе ӳкерчӗҫ, пуҫне ут ҫиттийӗпе кӗптесе ҫыхса лартрӗҫ, аллисене хыҫалалла туртса ҫыхрӗҫ, унтан, сасса ан уйӑрса илтӗр тесе, шӑпӑрт сӑмахсӑр, пушӑ сырӑш ӑшне ҫӗклесе кайса пӑрахрӗҫ.

Григорий от ворота до края разорвал на одном гимнастерку, успел ударить другого ногой в живот, но его подмяли, так же как Фране, замотали голову попоной, связали руки и молча, чтобы не узнал по голосу, понесли и кинули в порожние ясли.

2 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Григорий хыҫалалла сиксе ӳкрӗ те алӑк патнелле чупрӗ.

Григорий рванулся назад и побежал к дверям.

2 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Григорий есаулӑн шур ураллӑ утне пӗр-икӗ хутчен саламатпа туртса ҫапрӗ те, хыҫалалла кайса, хӑйӗн тур лаши епле тӑнине кӗрсе пӑхрӗ.

Григорий только что отходил плетью белоногого есаульского коня и заглянул в станок к своему Гнедому.

2 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Пантелей Прокофьевич, хыҫалалла ҫаврӑнса пӑхмасӑрах, лашисене пушипе хӑмсарчӗ.

Пантелей Прокофьевич, не поворачиваясь, махнул на лошадей кнутом.

21 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Григорий, ларчӑк ҫинчен хыҫалалла ӳпӗнсе, чӗтресе тӑракан кӑрӑн-кӑрӑн тилхепене аллипе кӑмтарса туртрӗ те умри сулӑнкӑ ҫине шиклӗн пӑхса илчӗ.

Запрокидываясь с козел, удерживая в натянутых руках тугую дрожь вожжей, Григорий опасливо косился на раскаты.

21 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Вӑл тилхепине туртса хытарчӗ те хыҫалалла ҫаврӑнса пӑхрӗ: пӗтӗмпе юнпа пӗвеленнӗ Аксинья аллисене сарса пӑрахса месерле выртать…

Он натянул вожжи, повернул голову: подплывшая кровью Аксинья лежала, раскидав руки; под юбкой ворохнулось живое, пискнувшее…

20 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Аксинья кӑшкӑрашма чарӑннине Григорий тӳрех туймарӗ, пӗр самантран кӑна сиссе илчӗ те хыҫалалла пӑхрӗ: Аксинья, питне-куҫне турткалантарса нӗрсӗрлетсе пӑрахнӑ та, питҫӑмартине пӗтӗм вӑйпа кӳме аякки ҫумне лӑпчӑтса выртать.

Григорий не сразу воспринял наставшую тишину, опомнившись, глянул назад: Аксинья с искаженным, обезображенным лицом лежала, плотно прижав щеку к боковине повозки, зевая, как рыба, выброшенная на берег.

20 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Григорий панран ҫур минут малтан вӗҫтерсе ҫитрӗ, учӗ ҫинчен сиксе анчӗ, сунар ҫӗҫҫи тытнӑ аллине хыҫалалла сулса ярса, чӗркуҫҫи ҫине ӳкрӗ.

Григорий подскакал на полминуты раньше пана, прыгнул с седла, упал на колени, относя за спину руку с охотничьим ножом.

17 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Тарҫӑсен пӳлӗмӗн алӑкне шатлаттарса уҫса хупса, шала тӗтӗм пек явӑнакан сивӗ сывлӑшпа пӗрле Тихӑн кӗрсе тӑрсанах, Лукерья кровать ҫинче хыҫалалла хӗсӗнсе выртать те, ӑшшӑн мӑкӑртатса, шӑнса кайнӑ еркӗнне тутлӑн-тутлӑн ыталать.

И, когда хлопала дверь в людской, впуская дымящийся пар и Тихона, она теснилась на кровати и, воркуя, сладко обнимала назябшего сожителя.

14 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Митька, урӑм-сурӑм ирсӗррӗн хӑйкӑлтатса ятлаҫса, хӑйне чӗн пиҫиххирен тытса хыҫалалла сӗтӗрекен Михей ҫине пӑхмасӑрах, вӑкӑрне сӑмси-ҫӑварӗнчен, айӑккисенчен ӑшалантарать.

Митька бил его по морде, по бокам, в хрипе безобразной ругани, не обращая внимания на Михея, который тянул его сзади за ремень.

13 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Каланине ҫирӗплетес тенӗ пекех, аслӑ урядник хыҫалалла чакрӗ те, ура кӗлли ҫинче ҫаврӑнса илчӗ.

Словно в подтверждение, старший урядник, пятясь, крутнулся на каблуках.

10 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

— Хӑҫан кайӑпӑр пулӑ тытма? — терӗ Лиза, пуҫне хыҫалалла ывӑтса, куҫ хӗссе.

— Когда же поедем рыбалить? — спросила, запрокидывая голову, щуря глаза.

2 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Иккӗмӗш урапи ҫинче Михей, хыҫалалла кайса ӳксех, тилхеписене тапса туртать, сиккипе килекен утсене юртӑ ҫине куҫарас тесе тертленет.

На второй Михей, падая назад, передергивал вожжами, силился перевести скакавших лошадей на рысь.

23 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Григорий ӑна хӑюсӑррӑн хӑй патне туртса илчӗ, чуптума пикенчӗ, анчах та Наталья пӗтӗм вӑйранах аллисемпе ун кӑкӑрӗнчен тӗртрӗ те, ҫӗмӗрт хулӑ пек хыҫалалла авӑнса ӳксе, куҫӗсемпе чӳрече еннелле хӑравҫӑллӑн кӑтартрӗ.

Григорий нерешительно притянул ее к себе, хотел поцеловать, но она с силой уперлась руками ему в грудь, гибко перегнулась назад и со страхом метнула глазами на окна.

19 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

— Тата иккӗ ҫаврӑнӑпӑр та табак туртӑпӑр, — кӑшкӑрчӗ Петро косилка креплисем вӑйхӑннипе ҫава шӑлтӑрми шӑлтӑртатнӑ сасӑ витӗр, хыҫалалла ҫаврӑнса.

— Ишо два загона — и закурим! — сквозь свист крыльев и перестук косогона крикнул, оборачиваясь, Петро.

17 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Аксинья, хӑйӗн ури айӗнче тарӑн шырлан курнӑ пек, чарӑнса тӑчӗ, хыҫалалла ҫаврӑнса пӑхрӗ, унтан — чупса кайнӑ пекех — Дон хӗррипе займище еннелле васкарӗ.

Аксинья стала, словно под ногами увидела глубокий яр, поглядела назад и — чуть не рысью по-над Доном к займищу.

16 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Мӗнех-ха вара, упӑшка хӑй арӑмӗн икӗ аллине хыҫалалла тытса ӑна атӑ кӗллипе шӑйӑрнишӗн?..

Что из того, что муж, заложив руки за спину, охаживает собственную жену сапогами?..

14 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Хыҫалалла — татах тепӗр арӑм.

Назад — еще одна жена.

V. Аппӑшӗн ҫӗнӗ шухӑшӗсем // Василий Алагер, К. Никифорова, Михаил Рубцов, Афиноген Кузьмин. Николай Гоголь. Диканька ҫывӑхӗнчи хуторти каҫсем. Вырӑсларан чӑвашла В. Алагер, К. Никифорова, М. Рубцов, А. Кузьмин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 254 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed