Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Пытармасӑр (тĕпĕ: пытар) more information about the word form can be found here.
Ҫук, Огнянов ӑна пӗр тунса тӑмасӑр тӗрӗссипе каламалла, хӑй шӑпине кампа ҫыхма пултарасса пӗр пытармасӑр пӗлтермелле.

Нет, он обязан открыть ей все, сорвать пелену с ее глаз, сказать ей, с каким человеком она готова связать свою жизнь.

XII. Бойчо Огнянов // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

— Кала-ха малалла, — терӗ вӑл тулнӑ кӑмӑлне пытармасӑр.

— Продолжай, — сказал он, волнуясь.

IX. Ӑнлантарса пани // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Тав тӑватӑп ҫана! — вӑл упӑшки ҫине ачашшӑн, хӑйӗн шухӑшне ним пытармасӑр пӑхать.

Благодарю тебя! — и она так кротко и искренно смотрит на него.

XX // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.

Пулаймӗ, эп тем курма та хатӗр, теме те тӳсетӗп, мана асаплантарнин усси те ҫук, мӗншӗн тесен, ним пытармасӑр, ним ултавсӑр, хам мӗн пӗлнине пӗтӗмпех, йӑлтах каласа паратӑп!

Не выйдет, я ко всему готов и все вытерплю, да и пытать меня нет смысла, потому что, не таясь и ни чуть не лукавя, расскажу все, решительно все, что знаю?

XXIX сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Давыдовпа Нагульнова пытарсан, Ҫӑрттан мучи килӗнче тӑватӑ талӑк вырӑн ҫинчен тӑмасӑр выртрӗ, ура ҫине тӑрсан карчӑкӗ, шикленнине пытармасӑр, упӑшкин ҫӑварӗ кӑштах чалӑшнине, сулахай пит ҫӑмарти пӗтӗмпех темле айккинелле пӑрӑнса ларнине асӑрхарӗ.

После похорон Давыдова и Нагульнова пролежал дома, не вставая с кровати, четверо суток, а когда поднялся — старуха заметила, не скрывая своего страха, что у него слегка перекосило рот и как бы повело на сторону всю левую половину лица.

XXIX сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Яков Лукичӑн шывланнӑ куҫӗ усаллӑн йӑлтӑртатса илчӗ, вара вӑл сӑмахне ҫилленнине пытармасӑр вӗҫлерӗ:

Влажные глаза Якова Лукича недобро блеснули, и закончил он уже с нескрываемой злобой:

XXVI сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Пӗтӗмпех, пытармасӑр каласа пар.

Выкладывай все начистоту.

XXIV сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Ахальтен мар ӗнтӗ Нагульнов, унпа куҫа-куҫӑн юлнӑ чухне, кӳреннипе пытармасӑр ҫапла калать: «Мӗн пулнӑ-ха сана, Ҫемен?

Недаром Нагульнов, оставаясь с ним с глазу на глаз, с нескрываемой досадой говорил: «И что это с тобой, Семен, делается?

XXIII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Вӑл ытла та чӑнласа кулнипе, Разметнов ун ҫине хӑй тӗлӗннине пытармасӑр пӑхрӗ.

Смеялся с такой непосредственной искренностью, что Размётнов посмотрел на него, не скрывая удивления.

XX сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Ҫӑрттан мучи хӑй тарӑхнине пӗрре те пытармасӑр итлерӗ, юлашкинчен кӑшкӑрса ячӗ:

Дед Щукарь выслушал свою благоверную с нескрываемым презрением, под конец возмущенно фыркнул:

XVIII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

— Хӗрарӑмсем хыҫҫӑн вӗҫтеретӗн-и? — тӗлӗннине пытармасӑр ыйтрӗ Устин.

— Поедешь баб догонять? — не скрывая удивления, спросил Устин.

XIII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

— Сана пӗр пытармасӑр каласан, Ҫемен, эпӗ манӑн арӑм пулнӑскер Тимошка виллине курсан макӑрма пуҫлать пулӗ тесе шутланӑччӗ…

— Признаться тебе, Семен, я боялся, что заголосит моя предбывшая, когда увидит мертвого Тимошку…

XII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Разметнов, кулкаласа та хӑй тӗлӗннине пытармасӑр, шарламасӑр, ӑна киленсе сӑнать.

Размётнов, улыбаясь и не скрывая своего восхищения, молча любовался ею.

XI сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

— Ытла выҫӑх мар, — тарӑхнине пытармасӑр каларӗ Давыдов.

— Не очень голоден, — не скрывая досады, сказал Давыдов.

IX сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Тупнӑ йӑпанмалли вӑхӑт! — хӑй ҫилленнине пытармасӑр хыттӑн каларӗ Нестеренко.

Нашел время забавляться! — с нескрываемым раздражением воскликнул Нестеренко.

VIII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

— Эсӗ пытармасӑр виҫ!

— Да ты уж меряй не таясь!

VIII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Паллашрӑмӑр та акӑ, халӗ вара атя, уткаласа ҫӳрер, пӗр-пӗринчен ним пытармасӑр калаҫар.

Вот и познакомились, а теперь пойдем походим, поговорим по душам, товарищ председатель колхоза.

VIII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

— Ну халь — пӗр пытармасӑр: мӗншӗн начар ӗҫлерӗмӗр?

— Ну, теперь — по душам: почему плохо работали?

VII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Тарӑхнине пытармасӑр, вӑл хӑтӑрса тӑкрӗ:

Уже не скрывая возмущения, он воскликнул:

V сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Пӑрӑнмаллаччӗ айккинелле, тен, вӑл сана паллайман та пулӗччӗ, — тарӑхнине ним пытармасӑр каларӗ Давыдов, хӑйсем иккӗшех юлсан.

Отошла бы в сторону, может, он и не узнал бы тебя, — с нескрываемым раздражением сказал Давыдов, когда они остались одни.

III сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed