Шырав
Шырав ĕçĕ:
Пуҫӗ ҫӳле хӑпарсан, хыҫӗ анать, хыҫӗ хӑпарсан, пуҫӗ анать.
IX // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 108–131 с.
Тӗлӗнмелле этем вӑл: пӗр пушӑ минут пултӑр — ҫынсем канма лараҫҫӗ-и, чӗлӗм туртаҫҫӗ-и — вӑл наччас кукленсе ларать, ҫӗлӗкне ҫамки ҫине пусарать, тепӗр самантранах пуҫӗ лӑнк та лӑнк! каять, кӗҫех харлаттарма пуҫлать.
I // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 108–131 с.
Ҫинук халатне хыврӗ те, пуҫелӗк туса, каччӑ пуҫӗ айне хурса пачӗ.
II // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 87–108 с.
Пуҫӗ айне те вӑл нимӗн хуман, айне те сарман.
II // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 87–108 с.
Пӗрре пуҫӗ патне пыратӑп, тепре ури вӗҫне чупатӑп.
Сӑлтав, ачасемӗр, сӑлтав // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 66–73 с.
Хапхаран картишне кӗме хӑракан Макарун Павӑлӗн пуҫӗ курӑнать.
III // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 45–61 с.
Эп халь Санюкӑн ҫырла шывӗпе сӑрланӑ пек сӑн-питне именерех пӑхакан чакӑр куҫӗсене, пуҫӗ ҫинчен вӗҫерӗнсе кайса карусель арки пек ҫаврӑнакан ҫивӗтне ҫеҫ куратӑп.
III // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 15–35 с.
Ҫаврӑнса пӑхрӑм та тӗлӗнсех кайрӑм: тенкелӗн эп ларнӑ пуҫӗ сывлӑшалла хӑпарса кайнӑ иккен, хӗрача ҫӗртре ларать.
III // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 15–35 с.
Ҫемье пуҫӗ, Григорий Евсеевич, акӑ, питӗ яваплӑ, ӗҫчен ҫын.
Ҫемьерен хаклӑ пуянлӑх ҫук // Ирина ЯКОВЛЕВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/11796-ce ... anl-kh-cuk
Кил-йыш пуҫӗ - 40 ҫулти Олег Алексеевич - вара виҫӗ ҫухрӑмлӑ дистанцие пӗрремӗш вӗҫлерӗ.
Чӑваш спортсменӗсем яланах хастар // Петр СИДОРОВ. «Хыпар», 2015, 37 (26689)№, 8 с.
Ҫемҫе юр ҫерҫи пуҫӗ пек ӳкет.
Шкула ҫӳреме пуҫлани // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.
Пичче, тупӑк патне пырса, атте пуҫӗ ҫинчен пире сирчӗ.
Ӗмӗр манми хуйхӑ // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.
Анне аттен сӑхман кӗсйине табак кушелккипе чӗлӗм чикрӗ, пуҫӗ айне катӑк ҫӗҫӗ, шӗшлӗ, пушӑт татӑкӗ хучӗ.
Ӗмӗр манми хуйхӑ // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.
Кукаҫи, анне, аппа аттен пуҫӗ вӗҫӗнче тӑраҫҫӗ.
Ӗмӗр манми хуйхӑ // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.
Тула пуҫланӑ ыраш пуҫӗ ҫӗрелле усӑннӑ, иртсе пынӑ чух пучахсем пуҫран, хулпуҫҫинчен перӗне-перӗне юлаҫҫӗ.
Сывӑ пулӑр! // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.
Вӑл пит ырханланса, сарӑхса кайнӑ, пуҫӗ ҫинче кӑвак ҫӳҫ пӗрчисем йышлӑн курӑнаҫҫӗ, тутисем хӑпаланнӑ.
Кукаҫи пылӗ // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.
Аппа, сӑнран улшӑнса, пуҫӗ ҫинчи каялла кайнӑ тутрине тӳрлетсе ҫыхрӗ те пахча витӗрех кукамайсем патне вӗҫтерчӗ.
Аттене тытса хупни // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.
Хӑй суха пуҫӗ тытса курмасть, ҫын ани ҫине кӗрет, — терӗ Васса, питӗ тарӑхнипе тутине шӑлӗпе ҫыртса.
Пусӑра // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.
Ҫӗҫӗпе пушӑт татӑкне икӗ пуҫӗнчен чӗрет те тӑватӑ ура тӑвать, пӗр вӗҫне каҫӑртать, ку сурӑхӑн е качакан пуҫӗ пулать, тепӗр вӗҫне хӳре евӗр кукӑртать.
Шулли Иванӗ // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.
Пурӑна киле ҫӑл типет, такам тӑшман унта вилӗ йытӑ пуҫӗ пырса чикнӗ, тет.
Шулли Иванӗ // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.