Шырав
Шырав ĕçĕ:
Галерейӑна ҫуллахи каникул вӑхӑтӗнче Мускаври стройкӑсенче вӑй хунипе пуҫтарӑннӑ укҫа-тенкӗпе туса лартнӑ.
Ҫитсе курӑр Муркаш тӑрӑхне // Надежда СМИРНОВА. «Хыпар», 2016, пуш, 18; 35-36№
Сӑмахран, Владимир Васильевпа Евгений Терентьев вӗрентекенӗн ҫулне суйланӑ: пӗри — Шупашкарти, тепри Мускаври аслӑ вӗренӳ заведенийӗсенче пӗлӗве тарӑнлатаҫҫӗ.
Ку ҫуртра чӑнах та ӑшӑ // Надежда ГЕОРГИЕВА. «Хыпар», 2016, пуш, 18; 35-36№
Ҫав вӑхӑтрах эпир кӑларакан кӗнекесене Мускаври куравсенче те, ытти ҫӗрте те пахалӑх енчен никам та тиркемест.
Иксӗлми талант, пултаруллӑ ертӳҫӗ // Анатолий ТИМОФЕЕВ. «Елчӗк Ен», 2016.03.17
«Паллах, Комиссаров пиртен лайӑхрах ҫырать. Вӑл Мускаври Ломоносов университетӗнченех вӗренсе тухнӑ та...» - тенӗччӗ пӗррехинче район хаҫатӗнче темиҫе ҫултанпа ӗҫлекенсенчен пӗри.
Иксӗлми талант, пултаруллӑ ертӳҫӗ // Анатолий ТИМОФЕЕВ. «Елчӗк Ен», 2016.03.17
1979 ҫулта М.В.Ломоносов ячӗллӗ Мускаври патшалӑх университечӗн журналистика факультетӗнчен вӗренсе тухсан Валерий Петрович «Коммунизм ялавӗнче» тавракурӑмне анлӑлатнӑ.
Журналистика - уншӑн пурнӑҫ // К.ЭЛИНА. «Пурнӑҫ ҫулӗпе», 2016.03.18
Мускаври ӑмӑртура лауреат ятне тивӗҫни те мӑнаҫлантарать, татах та ӳсӗмсем тума пулӑшать.
Упа та, слон та — тем те пур кунта! // Элиза ВАЛАНС. «Тантӑш», 2016.03.17, 10№
Ӑна Мускаври М.С.Щепкин ячӗллӗ аслӑ театр училищинче тӗл пултӑм.
«Иринӑна хисеплесе сӑнарсем калӑплатӑп» // Альбина ЮРАТУ. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.03.17, 10 (6103) №
Вӑл шкул пӗтерсен Мускаври энергетика институтне вӗренме кӗчӗ, анчах мана пӗчченлӗхре хӑварас мар тесе часах каялла таврӑнчӗ.
«Иринӑна хисеплесе сӑнарсем калӑплатӑп» // Альбина ЮРАТУ. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.03.17, 10 (6103) №
Игорь Мускаври Пичет университечӗн цифрӑллӑ тытӑмсен факультетӗнчен вӗренсе тухрӗ.
Валерий КОМИССАРОВ: «Пичетленме черет кӗтекен статьясене тӗлӗкре те кураттӑм» // Ирина ПУШКИНА. «Хыпар», 2016, пуш, 15; 33-34№
Ун хыҫҫӑн тӳрех Мускаври ял хуҫалӑх тата вӑрман академине ҫул тытнӑ.
Мухтав сире, Таланцевсем! // Надежда СМИРНОВА. «Хыпар», 2016, пуш, 11; 32№
Ывӑлне, Борис Николаевича, Мускаври ял хуҫалӑх академийӗнче пӗлӳ илнӗскере, репрессиленӗ, ҫавна пула ашшӗне пулӑшайман.
Мухтав сире, Таланцевсем! // Надежда СМИРНОВА. «Хыпар», 2016, пуш, 11; 32№
Мускаври ӗҫ-пуҫпа паллашнӑ хыҫҫӑн асӑннӑ юхӑмӑн вырӑнти хастарӗсем сӑмах илчӗҫ.
Чăваш хĕрарăмĕсем - Раççейре чи малтисем // Рита АРТИ. «Чӑваш хӗрарӑмӗ», 2016.03.05
Мускаври В.И.Ленин ячӗллӗ тӗп стадионта спартакиадӑн финалти тупӑшӑвӗсене облаҫсемпе республикӑсен чемпионӗсемпе призерӗсем хутшӑннӑ.
Чăваш Ене тĕнче шайне çĕкленĕ Краснов // Петр СИДОРОВ. «Хыпар», 2016, пуш, 1; 27№
Кӑрлач уйӑхӗнче Мускаври чи паллӑ архитектура палӑкӗсенчен пӗрне - сӑваплӑ Василий Соборне - тума пикентӗм.В январе начал строить один из архитектурных памятников Москвы - Собор Святого Василия.
Ӳркенмен çын чăннипех те ăста // А.МАРИЯН. «Каҫал Ен», 2016, нарӑс, 26