Шырав
Шырав ĕçĕ:
18. Моисей унӑн аллине тултарнӑ, ӑна таса ҫу сӗрнӗ: 19. ҫапла Аарона, унӑн ывӑлӗсене Турӑ умӗнче тӑма, пӗрле кӗлтума, Унӑн халӑхне Унӑн ячӗпе пиллеме ӗмӗрлӗхе пиллӗх панӑ; 20. Ҫӳлхуҫа, ӑна хӑйӗн халӑхне каҫарттарса, Хӑйне парне кӳрсе, ырӑ шӑршӑ тӗтӗрсе тӑмашкӑн ӑна пӗтӗм пурӑнакан ҫын хушшинчен суйласа илнӗ; 21. Иакова Хӑй пӗлтернине вӗрентмешкӗн, Израиле Хӑйӗн саккунне ӑнлантармашкӑн Турӑ ӑна Хӑй ӳкӗчӗсене панӑ, пур тавлӑ ӗҫе татса пама ирӗк панӑ.
Сир 45 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
17. Пурне те Тытса Тӑракан Ҫӳлхуҫанӑн кӗтречӗсене — Хӑйӗн мухтавлӑхне ҫут тӗнче пӗлтерсе тӑтӑр тесе тунӑ кӗтретсене — Вӑл сӑваплисене те пӗтӗмпех пӗлсе тӑма паман.
Сир 42 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Акӑ мӗнрен ан намӑслан, ҫынна юрассишӗн ҫылӑха ан кӗр: 2. Ҫӳлти Турӑ саккунне, Унӑн халалне тӗрӗс тытса тӑма ан вӑтан, ҫылӑхлӑ ҫынна тӳррипе айӑплакан сутран, 3. тус-пӗлӗшне, пӗрле ҫул ҫӳрекен юлташна тӳлесе татнинчен, еткерлӗхпе пурлӑха уйӑрнинчен ан намӑслан, 4. тупӑшу нумай килет-и, сахал килет-и — виҫӳ тӗрӗс пулнинчен ан намӑслан, 5. суту-илӳре сутуҫӑ пайта тунинчен ан вӑтан, ачу-пӑчуна хытӑ тытма, усал чурун аяк пӗрчине юнӑхтарма ан намӑслан.
Сир 42 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Сӗтел хушшинче чавсаланса ларма та вӑтанмалла, кивҫен илнӗ чухне, тавӑрса панӑ чухне ӳпкелешме намӑсланӑр; 25. ӑшӑ сӑмаха хирӗҫ нимӗн чӗнмесӗр тӑма, аскӑн хӗрарӑм ҫине пӑхма, тӑван-хурӑнташран пӑрӑнса ҫӳреме намӑслан, 26. ҫын пайне туртса илме, панӑ парнене каялла илме, ҫын арӑмне сӑхланма, хӗрарӑм тарҫуна илӗртме намӑслан, 27. вӑл выртакан вырӑн ҫывӑхне те ан пыр; 28. тусусем умӗнче ӳпкелеме вӑтан, панӑ япалана сӑмахлӑ ан ту; 29. илтнӗ сас-хурана сарса ҫӳреме, вӑрттӑн сӑмаха кӑларма намӑслан.
Сир 41 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
6. Унӑн чӗри ир-ирех Ҫӳлхуҫа умне тӑма хатӗр, Ҫӳлти Турӑ умӗнче кӗлтӑвӗ; ҫылӑхӗсенчен ӳкӗнсе, чунтан-вартан кӗлтӑвӗ.
Сир 39 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
4. Вӑл аслӑ ҫынсем хушшинче ӗҫлӗ, аслӑ пуҫлӑх умне тӑма тивӗҫлӗ пулӗ; 5. вӑл ют халӑх ҫӗрне те ҫул хывӗ: вӑл ӗнтӗ ҫынсем хушшинче ыррине те, усаллине те курнӑ.
Сир 39 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Пӗлсе калаҫ, чӗнмесӗр тӑма та пӗл.
Сир 32 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
9. Ӑсчахсен сӑмах-юмахне хӑлхуна чик, вӗсен ытарӑшӗ ҫинчен тӗплӗн шухӑшла: 10. вӗсенчен ӑса вӗренӗн, аслӑ ҫынсем умӗнче тӑма вӗренӗн.
Сир 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Эй ывӑлӑм! Ҫӳлхуҫа Турӑшӑн ӗҫлесе тӑма тытӑнатӑн пулсассӑн, чунна хатӗрле — тӳсмелле пулӗ; 2. чӗрӳне сыхӑ тӑрат, ҫирӗп пул, инкек ҫитсессӗн ан васка, ан вӗтелен; 3. кайран ҫӗкленсе каймашкӑн Турӑ ҫумне ҫыпӑҫӑн та — ан хӑп Унран.
Сир 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
10. Тӳрӗ ҫынна усал ҫул ҫине тӑма астаракан хӑй шӑтӑкнех кӗрсе ӳкӗ, айӑпсӑр ҫынна ырӑлӑх тивӗ.10. Совращающий праведных на путь зла сам упадет в свою яму, а непорочные наследуют добро.
Ытар 28 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
29. Усал сунакан хӑйӗн ҫывӑх ҫыннине пӑсса ярать, ӑна ырӑ мар ҫул ҫине тӑма хӗтӗртет; 30. куҫне хӗсекен — ултавлӑх хатӗрлекен, шӑлне ҫыртсах усал ӗҫ тӑвать вӑл; [вӑл — хаярлӑх кӑмаки.]
Ытар 16 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
3. Хуҫасенӗн Ҫӳлхуҫине аслӑлӑр: Унӑн ырӑлӑхӗ ӗмӗрлӗхе; 4. пӗр Хӑй анчах пысӑк хӑватсем Тӑвакана аслӑлӑр: Унӑн ырӑлӑхӗ ӗмӗрлӗхе; 5. Вӑл тӳпене ӑслӑлӑхӗпе пултарнӑ: Унӑн ырӑлӑхӗ ӗмӗрлӗхе; 6. ҫӗре шывсем ҫине тӗреклӗ лартнӑ: Унӑн ырӑлӑхӗ ӗмӗрлӗхе; 7. аслӑ ҫутӑсем пултарнӑ: Унӑн ырӑлӑхӗ ӗмӗрлӗхе; 8. куна тытса тӑма хӗвеле пултарнӑ: Унӑн ырӑлӑхӗ ӗмӗрлӗхе; 9. каҫа тытса тӑма уйӑхпа ҫӑлтӑрсене пултарнӑ: Унӑн ырӑлӑхӗ ӗмӗрлӗхе; 10. Египетра малтан ҫуралнисене пӗтерсе тухнӑ: Унӑн ырӑлӑхӗ ӗмӗрлӗхе; 11. Израиле вӗсен хушшинчен илсе тухнӑ: Унӑн ырӑлӑхӗ ӗмӗрлӗхе; 12. хӑватлӑ аллипе, пысӑк вӑйӗпе илсе тухнӑ: Унӑн ырӑлӑхӗ ӗмӗрлӗхе; 13. Хӗрлӗ тинӗсе икӗ енне уйӑрса тӑратнӑ: Унӑн ырӑлӑхӗ ӗмӗрлӗхе; 14. Израиле ун урлӑ каҫарнӑ: Унӑн ырӑлӑхӗ ӗмӗрлӗхе; 15. фараона ҫарӗ-мӗнӗпех Хӗрлӗ тинӗсе путарнӑ: Унӑн ырӑлӑхӗ ӗмӗрлӗхе; 16. Хӑйӗн халӑхне пушхирпе ертсе пынӑ: Унӑн ырӑлӑхӗ ӗмӗрлӗхе; 17. аслӑ патшасене ҫӗмӗрсе тӑкнӑ: Унӑн ырӑлӑхӗ ӗмӗрлӗхе; 18. хӑватлӑ патшасене вӗлернӗ: Унӑн ырӑлӑхӗ ӗмӗрлӗхе; 19. Аморрей патшине Сигона вӗлернӗ: Унӑн ырӑлӑхӗ ӗмӗрлӗхе; 20. Васан патшине Ога вӗлернӗ: Унӑн ырӑлӑхӗ ӗмӗрлӗхе; 21. вӗсенӗн ҫӗрне еткерлӗхе панӑ: Унӑн ырӑлӑхӗ ӗмӗрлӗхе; 22. еткерлӗхе Израиле, Хӑйӗн чурине, панӑ: Унӑн ырӑлӑхӗ ӗмӗрлӗхе; 23. эпир мӑшкӑл тӳснӗ чухне пире аса илнӗ: Унӑн ырӑлӑхӗ ӗмӗрлӗхе; 24. пире хамӑр тӑшмансенчен хӑтарнӑ: Унӑн ырӑлӑхӗ ӗмӗрлӗхе; 25. пур чӗрӗ чуна та ҫимӗҫ парать: Унӑн ырӑлӑхӗ ӗмӗрлӗхе.
Пс 135 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
112. Хамӑн чӗреме Санӑн йӗркӳсене ӗмӗрех, мӗн виличченех туса тӑма хатӗрлерӗм.112. Я приклонил сердце мое к исполнению уставов Твоих навек, до конца.
Пс 118 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
66. Ӑслӑ-тӑнлӑ пулма, пӗлсе тӑма вӗрентсем мана: эпӗ Санӑн ӳкӗтӳсене ӗненетӗп.66. Доброму разумению и ведению научи меня, ибо заповедям Твоим я верую.
Пс 118 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
49. Хӑвӑн чуруна панӑ сӑмахна асна илсем, Эсӗ мана ҫавна шанса тӑма хушнӑччӗ: 50. Санӑн сӑмаху мана вӑй-хал парса тӑчӗ, хӗн-асапӑмра мана ҫавӑ лӑплантарчӗ.
Пс 118 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
4. Эсӗ Хӑв хушнине ҫирӗп тытса тӑма хушнӑ.
Пс 118 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Усал ҫынсен ҫуртӗнче пурӑниччен мана Турӑ Ҫурчӗн алӑкӗ патӗнче тӑма аванрах.Желаю лучше быть у порога в доме Божием, нежели жить в шатрах нечестия.
Пс 83 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
17. Анчах вӗсем Турӑ умӗнче ҫылӑх тума пӑрахман, пушхирте Ҫӳлти Турра хирӗҫ тӑма чарӑнман: 18. хӑйсем кӑмӑллакан апата ыйтса, вӗсем хӑйсен ӑшӗнче Турра сӑнанӑ, 19. Турра хирӗҫ калаҫнӑ: «Турӑ пушхирте ҫимӗҫ хатӗрлеме пултараять-ши?» тенӗ.
Пс 77 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Эй Турӑҫӑм! патшана Хӑвӑн сутна туса тӑма пар, патша ывӑлне Хӑвӑн тӳрӗлӗхне туса тӑма пар: 2. сут тунӑ чухне вӑл Санӑн халӑхна, Санӑн мӗскӗн ҫыннусене тӳррипе сут тутӑр; 3. тусем ҫынсене тӑнӑҫлӑх паччӑр, сӑртсем тӳрӗлӗх кӳччӗр; 4. халӑх хушшинчи мӗскӗнсене хӳтӗлетӗр, кӗлмӗҫсен ывӑлӗсене хӑтартӑр, хӗсӗрлекене йӑвашлаттӑр.
Пс 71 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
7. Патшанӑн кунӗсем ҫумне тата кунсем хушсам, унӑн ӗмӗрне сыпӑкран сыпӑка тӑсса пырсам, 8. вӑл ӗмӗрех Турӑ умӗнче патшара лартӑр; ырӑлӑхупа чӑнлӑхна ӑна сыхласа тӑма хуш.
Пс 60 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.