Шырав
Шырав ĕçĕ:
11. Суту-илӳ хутне — саккун йӗрки тӑрӑх пичет пуснине те, пичет пусманнине те — илтӗм те 12. ҫав хута пиччем ывӑлӗ Анамеил умӗнче, ҫак хут ҫине алӑ пуснӑ кӳнтеленсем умӗнче тата хурал картишӗнче ларакан мӗнпур иудей умӗнче Варуха — Маасея ывӑлӗн Нирийӑн ывӑлне — патӑм; 13. унтан вӗсен умӗнче Варуха ҫапла каларӑм: 14. Саваоф Ҫӳлхуҫа, Израиль Турри, ҫапла калать: ҫак суту-илӳ хучӗсене — пичет пуснине тата пичет пусманнине — ил те тӑм савӑта хур, вӗсем унта вӑрах вӑхӑт сыхланса тӑма пултарччӑр.
Иер 32 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
3. Акӑ ӗнтӗ Эпӗ Хамӑн халӑхӑма, Израильпе Иудӑна, тыткӑнран тавӑрас кунсем ҫитсе пыраҫҫӗ, тет Ҫӳлхуҫа, вӗсене каллех хӑйсен ашшӗсене панӑ ҫӗр ҫине илсе килӗп те, вӗсем ӑна тытса тӑма пуҫлӗҫ.
Иер 30 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
6. Мӗншӗн тесессӗн Ҫӳлхуҫа Иудея патшийӗн керменӗ ҫинчен ҫапла калать: эсӗ Маншӑн — Галаад пекех, Ливан тӑрри пекех; анчах Эпӗ сана пушхир, хулусене никам пурӑнман вырӑн тӑватӑп, 7. сана хирӗҫ тӑма пӗтермӗшсем хатӗрлерӗм, кашнийӗ хӑйӗн кӑралӗпе пулӗ, вӗсем санӑн чи лайӑх кедр йывӑҫҫисене касса тухӗҫ те вута пӑрахӗҫ.
Иер 22 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
11. Ӗнтӗ Иуда арӗсене, Иерусалим ҫыннисене пӗлтер: Ҫӳлхуҫа ҫапла калать, те: Эпӗ сирӗн валли хӗн-асап хатӗрлетӗп, сире хирӗҫ тӑма шухӑшлатӑп; апла кашнийӗ хӑйӗн усал ҫулӗнчен пӑрӑнтӑр; хӑвӑр ҫулӑрсене, хӑвӑр ӗҫӗрсене тӳрлетӗр.
Иер 18 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
9. Ҫӳлхуҫа мана каларӗ: Иуда арӗсем те, Иерусалим ҫыннисем те хӑйсем хушшинче кавар тунӑ: 10. вӗсем каллех хӑйсен мӑн аслашшӗсем тунӑ йӗркесӗр ӗҫсем еннелле ҫаврӑнчӗҫ, лешӗсем Ман сӑмахӑмсене итлеми пулнӑччӗ те ют турӑсем хыҫҫӑн кайнӑччӗ, вӗсемшӗн ӗҫлесе тӑма тытӑннӑччӗ.
Иер 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
8. Анчах вӗсем итлемерӗҫ, мӗн каланине хӑлхана та чикмерӗҫ, кашниех хӑйӗн усал чӗрин чурӑслӑхӗпе ҫӳрерӗ: ҫавӑнпа Эпӗ вӗсене хирӗҫ ҫак халалӑн пӗтӗм сӑмахне — вӗсем пурӑнӑҫа килтерсе тӑма хушнӑ сӑмаха, вӗсем пурӑнӑҫламан сӑмаха — ярӑп.
Иер 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Унӑн ҫиллинчен ҫӗр чӗтренсе тӑрать, халӑхсем Унӑн хаярлӑхне тӳссе тӑма пултараймаҫҫӗ.От гнева Его дрожит земля, и народы не могут выдержать негодования Его.
Иер 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
19. Ах, ӑшӑм-чиккӗм! ах, ӑшӑм-чиккӗм! ах, тӳсме ҫук, чӗрем ҫунса тухать, чӗнмесӗр тӑма пултараймастӑп: чунӑм, ӗнтӗ эсӗ трупа сассипе вӑрҫӑ хавхине илтетӗн.
Иер 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
7. Санӑн ятна чӗнекен, Санран ҫирӗп тытса тӑма хистекен ҫук, ҫавӑнпа Эсӗ Хӑвӑн сӑнна пирӗнтен пытартӑн, пире хамӑрӑн йӗркесӗр ӗҫсемшӗн пӗтме пӑрахса хӑвартӑн.
Ис 64 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
12. Ӗнтӗ саншӑн ӗҫлесе тӑма килӗшмен халӑхпа патшалӑхсем пӗтеҫҫӗ, ун пек халӑхсем пуҫӗпех тӗп пулаҫҫӗ.
Ис 60 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
2. Вӗсем — тӳрӗ пурӑнӑҫпа пурӑнакан, хӑй Туррийӗн саккунӗсене тытса тӑма пӑрахман халӑх пек — кунсеренех Мана шыраҫҫӗ, вӗсем Манӑн ҫулӑм-йӗрӗме пӗлесшӗн; вӗсем Манран тӳрӗлӗх сучӗ ҫинчен ыйтаҫҫӗ, вӗсем Турӑ патне ҫывӑхарасшӑн: 3. «эпир типӗ мӗншӗн тытатпӑр, Эсӗ курмастӑн-им? чунӑмӑра йӑвашлататпӑр, Эсӗ пӗлместӗн-им?» теҫҫӗ.
Ис 58 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
13. Эсӗ кӑшкӑрнӑ-ӳленӗ чухне эшкерӳ ҫӑлӗ-ши сана? — вӗсене пурне те ҫил вӗҫтерсе кайӗ, варкӑш сапаласа ярӗ; Мана шанса тӑраканӗ вара ҫӗре еткере илӗ, Манӑн сӑваплӑ тӑвӑма тытса тӑма пуҫлӗ.
Ис 57 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
6. Урӑх йӑхсен ывӑлӗсене — Ҫӳлхуҫашӑн ӗҫлесе тӑма, Ҫӳлхуҫа ятне юратма, Унӑн чурисем пулма Ҫӳлхуҫа енне ҫаврӑннӑ ывӑлӗсене — шӑматкуна ирсӗрлетесрен сыхланакансене, Манӑн халала ҫирӗп тытакансене пурне те 7. Эпӗ Хамӑн сӑваплӑ тӑвӑм ҫине илсе килӗп, вӗсене Хамӑн кӗлӗ Ҫуртӗнче савӑнтарӑп; вӗсен парнисем — пӗтӗмӗшпе ҫунтарса кӳнисем те, ытти парнийӗ те — парне вырӑнӗ ҫинче Маншӑн кӑмӑллӑ пулӗҫ, мӗншӗн тесессӗн Манӑн Ҫуртӑма мӗнпур халӑхсенӗн кӗлӗ Ҫурчӗ тейӗҫ.
Ис 56 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Сана Хамшӑн тырӑ-пулӑ парни кӳрсе тӑма хистемерӗм, ырӑ шӑршӑ тӗтӗрттерсе чӑрмавламарӑм.Я не заставлял тебя служить Мне хлебным приношением и не отягощал тебя фимиамом.
Ис 43 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
13. Ҫӳлхуҫа улӑп евӗр тухӗ, вӑрҫӑ паттӑрӗ пек хавхалантарӗ, хыттӑн кӑшкӑрса чӗнӗ, вӑрҫӑ шавӗ ҫӗклӗ, тӑшманӗсене хирӗҫ тӑма Хӑйӗн хӑватне кӑтартӗ.
Ис 42 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
3. Вӑл хуҫӑла пуҫланӑ хӑмӑша та хуҫмӗ, йӑсӑрланса выртакан йӗтӗне те сӳнтермӗ; Вӑл тӳррипе сут тӑвӗ; 4. вӑйран каймӗ, халран ӳкмӗ, ҫӗр ҫинче тӳрӗлӗхе ҫирӗплетсе ҫитерӗ; утравсем Унӑн саккунне шанса тӑма пуҫлӗҫ.
Ис 42 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
25. Эпӗ ӑна тухӑҫ енчен кӑлартӑм, вӑл ҫитрӗ; вӑл ҫурҫӗр енчен тапӑнӗ, патшасене пылчӑка таптанӑ пекех, чӳлмекҫӗ тӑма таптанӑ пекех таптӗ.
Ис 41 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
18. Анчах унӑн суту-илӗвӗ, унӑн тупӑшӗ Ҫӳлхуҫана ӗҫлесе тӑма кайӗ; тупӑшӗ пӳлмере купаланса выртмӗ, питӗрӗнсе тӑмӗ: унӑн суту-илӳ тупӑшне Ҫӳлхуҫа умӗнче пурӑнакансене вӗсем тӑраниччен ҫиччӗр, питӗ тум тӑхӑнса ҫӳреччӗр тесе парса тӑрӗҫ.
Ис 23 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
11. Вӑл аллине тинӗс ҫине тӑсрӗ, патшалӑхсене силлерӗ; Ҫӳлхуҫа Ханаанӑн ҫирӗплетнӗ хулисене аркатса тӑма хушрӗ, 12. ҫапла каларӗ: эй Сидон хӗрӗ, намӑса юлнӑ хӗр, ӳлӗм хӗпӗртеймӗн!
Ис 23 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
28. Финеес та — Елеазар ывӑлӗ — мухтавӗпе виҫҫӗмӗш ҫын: вӑл, Ҫӳлхуҫаран хӑраса, Уншӑн ҫирӗп тӑнӑ, халӑх Турӑран хӑпнӑ чухне вӑл хӑй чунӗн тасалӑхне ҫухатман, Израиль тӗлӗшӗнчен Ҫӳлхуҫа кӑмӑлне ҫырлахтарнӑ; 29. ҫавӑнпа унпа килӗшӳ халалӗ хывнӑ: ӑна сӑваплисем умӗнче — хӑй халӑхӗ умӗнче — тӑма, ӑна тата унӑн тӑхӑмне ӗмӗр-ӗмӗрех священник пулма халалланӑ.
Сир 45 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.