Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

куҫӗсем (тĕпĕ: куҫ) more information about the word form can be found here.
Унӑн вӑрӑм сӑмси, ҫуллӑ тути, мӑкӑрӑлчӑк чее куҫӗсем халь-халь ахӑлтатса кулса яма хатӗрленсе тӑнӑн туйӑнаҫҫӗ.

Его длинный нос, жирные губы и хитрые выпученные глаза, казалось, были напряжены от желания расхохотаться.

III // Ваҫлей Игнатьев. Чехов, Антон Павлович. Ҫеҫенхир: повесть; вырӑсларан Ваҫлей Игнатьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1988. — 116 с.

Асламӑшӗ вилсен, ӑна вӑрӑм та ансӑр тупӑка вырнаҫтарнӑччӗ, хупӑнман куҫӗсем ҫине икӗ пилӗк пуслӑх укҫа хунӑччӗ.

Когда бабушка умерла, ее положили в длинный, узкий гроб и прикрыли двумя пятаками ее глаза, которые не хотели закрываться.

I // Ваҫлей Игнатьев. Чехов, Антон Павлович. Ҫеҫенхир: повесть; вырӑсларан Ваҫлей Игнатьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1988. — 116 с.

Кӗвви вӗсен малтанласа ачашшӑн та салхуллӑн пуҫланчӗ, каярахпа вӑй илсе, ҫӗкленнӗҫемӗн ҫӗкленсе пычӗ; вӑйӑҫисен куҫӗсем йӑлкӑшса пӑхма тытӑнчӗҫ, сӑнарӗсем хавхаланнӑн курӑнчӗҫ.

Мелодия, вначале нежная и грустная, постепенно крепла и ширилась; глаза музыкантов заблестели, лица их загорелись воодушевлением.

ХХХI. Алтӑнӑври улах // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Тӗсне ҫухатнӑ пӗчӗк чакӑр куҫӗсем, маймӑлӑнни пек, тискеррӗн те ҫиллессӗн йӑлкӑшса пӑхаҫҫӗ.

Только маленькие выцветшие серые глаза сверкали коварством и злобой, точно у обезьяны.

II. Тӑвӑл // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Куҫӗсем те хӗрелсе кайрӗҫ! — терӗ Мосолов.

И глаза покраснели! — сказал Мосолов.

XXII // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.

Катерина Васильевна ӑна хирӗҫ ним те тавӑрса каламасть, унӑн куҫӗсем ҫеҫ ҫилӗллӗн ҫиҫсе илеҫҫӗ.

Катерина Васильевна ничего не отвечает на это, только в глазах ее сверкает злое выражение.

XXII // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.

Вӗсен питҫӑмартисем, куҫӗсем мӗнле ҫиҫсе тӑнине куртӑн вӗт-ха эсӗ залра; вӗсем тухса кайнине, каялла килнине куртӑн вӗт-ха; вӗсем тухса кайрӗҫ — эпӗ илсе тухрӑм вӗсене, кунта кашни пӳлӗмех, — арҫыннӑн-и, хӗрарӑмӑн-и вӑл, — ман хӳтлӗхӗм, унта ман вӑрттӑнлӑха никам та пӗлмест, алӑк каррисем, сас-чӗве пытаракан чаплӑ кавирсем, унта шӑп, унта вӑрттӑнлӑх; вӗсем таврӑнчӗҫ — вӗсене хам вӑрттӑнлӑхӑмсен патшалӑхӗнчен ҫӑмӑл савӑнӑҫпа савӑнма эпӗ илсе килтӗм.

Ты видела в зале, как горят щеки, как блистают глаза; ты видела — они уходили, они приходили; они уходили — это я увлекла их, здесь комната каждого и каждой — мой приют, в них мои тайны ненарушимы, занавесы дверей, роскошные ковры, поглощающие звук, там тишина, там тайна; они возвращались — это я возвращала их из царства моих тайн на легкое веселье.

10 // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.

Стакансенче эрех кӑпӑкланать; ӗҫкӗ-ҫикӗри ҫынсен куҫӗсем ҫиҫсе кӑна тӑраҫҫӗ.

Пенится в стаканах вино; сияют глаза пирующих.

XVI // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.

Куҫӗсем кӑшт хупӑннӑ, питҫӑмартийӗсем ҫывӑрнӑ чухнехи пек, пӑртак хӗрелнӗ…

Глаза полузакрыты, на щеках легкий румянец, будто румянец сна…

XII // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.

— Ҫапла, тусӑм, ҫапла, — терӗ хӗрӳленсе кайса Кирсанов, хавхаланнипе арӑмӗн куҫӗсем ҫиҫсе кӑна тӑраҫҫӗ, вӑл ӑна чуптуса илет.

— Так, мой друг, так, — горячо говорил Кирсанов, целуя жену, у которой горели глаза от одушевления.

VII // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.

Унӑн куҫӗсем мӗнле ҫиҫрӗҫ тата!

Да, как сияли его глаза!

V // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.

Ҫапла, ытла та хӗрӳллӗн чуптунине пула вӗсен иккӗшин те самантлӑха пуҫӗсем ҫаврӑнса кайрӗҫ, куҫӗсем курми пулчӗҫ…

Да, на несколько секунд у обоих закружилась голова, потемнело в глазах от этого поцелуя…

V // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.

Ун куҫӗсем ҫак ача пуҫӗ ҫине тинкернӗнех туйӑнаҫҫӗ.

Но ему показалось, что тот смотрит на его голову.

Халӑха кӑтартма // Николай Григорьев. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 107–114 стр.

Вера Павловна шуралса кайрӗ, унтан хӗрелсе кайрӗ, тата ытларах шуралса кайрӗ, ун питҫӑмартийӗсем вут хыпнӑ пек ялкӑшма пуҫларӗҫ — самант ҫеҫ, вӗсем ӗнтӗ юр пек шуралса кайрӗҫ, вӑл, куҫӗсем алчӑраса кайнӑскер, упӑшки пӳлӗмне чупса кӗрсе, ун умне чӗркуҫленсе ларчӗ, ӑна ҫатӑртаттарса ыталаса илчӗ, шуса анасран, питне пытарас тесе, пуҫне ун хулпуҫҫийӗ ҫине хучӗ, тытӑнчӑклӑ сассипе: «Савнӑ тусӑм, юрататӑп эпӗ ӑна», — тесе кӑшкӑрса йӗрсе ячӗ.

И Вера Павловна немного побледнела, вспыхнула, побледнела больше, огонь коснулся ее запылавших щек — миг, и они побелели, как снег, она с блуждающими глазами уже бежала в комнату мужа, бросилась на колени к нему, судорожно обняла его, положила голову к нему на плечо, чтобы поддержало оно ее голову, чтобы скрыло оно лицо ее, задыхающимся голосом проговорила: «Милый мой, я люблю его», — и зарыдала.

XXIV // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.

Лопухов ҫине пӗрмаях хаяррӑн та тинкерсе пӑхакан Кирсанов куҫӗсем ҫиллессӗн йӑлтӑртатса илчӗҫ.

Глаза Кирсанова, все время враждебно и пристально смотревшие на Лопухова, засверкали негодованьем.

XXII // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.

Хӑйӗн умӗнче ҫын вӗлерме хатӗр ҫын тӑнӑ пек, Кирсанов куҫӗсем тинкерсе хаяррӑн пӑхаҫҫӗ.

— Глаза Кирсанова смотрели пристально и враждебно, как будто перед ним человек, которого он подозревает в намерении совершить злодейство.

XXII // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.

Ҫамрӑк хӗрарӑмӑн куҫӗсем ҫуталса кайрӗҫ.

У молодой дамы засверкали глазки.

XXI // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.

(«Кхм, кхм! Ҫапла! Кхм! — Куҫӗсем хитре мар. Макӑрма юрамасть вӑл. Лайӑх мар ку! Кхм! Ҫапла!»)

(«Гм, гм! Да! Гм! — Глаза не хороши. Она плакать не любит. Это нехорошо. Гм! Да!»)

XX // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.

Халӗ ӗнтӗ унӑн куҫӗсем ҫивӗч пӑхнинчен ытларах кӑмӑллӑрах пӑхаҫҫӗ.

Глаза ее смотрят уже более приятно, нежели бодро.

XVII // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.

Марья Алексевнӑн куҫӗсем шывланчӗҫ, пичӗ ҫинче йӑл-йӑл кулӑ палӑрчӗ.

У Марьи Алексевны глаза покрылись влагою, и лицом неудержимо овладела сладостнейшая улыбка.

XV // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed